24 июля 2014 г.
Район прокуратуринче координаци канашлăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта район прокурорĕ, ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский", Следстви комитечĕн Канашри районсем хушшинчи пайĕсен, уголовлă айăплавсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен инспекцин, суд приставĕн службин, надзор ĕçĕсен уйрăмĕн ертỹçисемпе сотрудникĕсем, муниципаллă тытăмсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, надзор тата право сыхлав органĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Ларура экономикăри преступленисене сирсе ярас, патшалăх тата муниципалитет контрольне законсене пăхăнса туса пырас ыйтусене сỹтсе явнă.
Канашлура районти право сыхлав органĕсем экономикăри преступленисене, право йĕркине пăсассине хирĕç координациленĕ мерăсем йышăнма тăрăшнине палăртнă. Çапла 2013 çулта тата кăçалхи пĕрремĕш çур çулта экономикăри преступлени сĕмĕ пур тĕслĕхсемпе 10 уголовлă ĕç пуçарнă. Çав преступленисене ытларах должноçпа усă курса тунă, вĕсем тĕрлĕ шайри бюджетсене тăкак кỹнĕ. Патшалăх надзорĕн органĕсем тĕрĕслев ĕçĕсене çирĕплетнĕ плансемпе килĕшỹллĕн тата вăхăтра та эффективлă туса пыни курăнать. Предпринимательлĕх субъекчĕсенче закона пăхăнмасăр тĕрĕслев ирттернĕ тĕслĕх палăрман.
Çавах та право сыхлав органĕсен ĕçĕнче экономикăри преступленисем çинчен пĕлтернисем тăрăх тĕрĕслевсем йĕркеленĕ чухне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕнче уйрăм çитменлĕхсем, закон контроллеме паракан полномочисемпе туллин усă курман самантсем тĕл пулаççĕ. Экономикăри преступленисене сирсе ярас, контроль (надзор) органĕсен ĕçне лайăхлатас тĕллевпе канашлу конкретлă мероприятисем йĕркелеме, вĕсен вăхăтне тата пурнăçа кĕртессишĕн кам яваплине палăртса хăварма йышăнчĕ.
О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"