24 июля 2014 г.
Çулăм - этем тусĕ, унпа пĕрлех тăшманĕ те. Вут-кăвар производство çурчĕсене, тĕрлĕрен хатĕр-хĕтĕрпе оборудование, культура керменĕсене, шкулсемпе садиксене, ял хуçалăх объекчĕсене, пурăнмалли çуртсене тĕп тăвать. Пурлăхран кĕл хăварать. Пушартан сыхланма пĕлменнипе, унпа кĕрешмелли правилăсене пăснипе час-часах "хĕрлĕ автан" тухать. Ытларах чух вĕсен сăлтавĕ - çынсен тимсĕрлĕхĕ.
Ку чухнехи типĕ условисенче пушар хăрушлăхĕ ỹссе пырать. Çакăн пек калама сăлтавĕ те пур. Çурт-йĕр лартнă чухне, хваттерсене, пỹлĕмсемпе залсене капăрлатма тĕрлĕрен пластиксемпе, йывăç саваланчăкĕсенчен тунă плитасемпе, синтетикăллă япаласемпе, кăпăш та çăмăл синтетика материалсенчен тунă сĕтел-пуканпа усă курасси анлăн сарăлнă. Асăннă хатĕрсем пурте хăвăрт хыпса илсе çунакан япаласен шутне кĕреççĕ.
Пурте лайăх пĕлеççĕ: çулăм никама та шеллемест, пуринчен те ытла çăмăлттайсене, тимсĕр çынсене. Чылай чухне çак инкеке çын хăй аллипе хăй тăвать.
Çакăн пек те пулкалать. Хăшĕ-пĕрисем вăйсăр çулăм ялкăшма пуçланине, тĕтĕм йăсăрланса тухнине курсан, ăна алă айĕнче мĕн пуррипе хăйсемех сỹнтерме тытăнаççĕ. Ку, паллах, аван. Анчах та çав вăхăтрах пушар чаçне пĕлтерме манса каяççĕ. Юлашкинчен вара вут-çулăма парăнтарайманнипе вăл пысăк пушара куçса каять.
Ялсенче пурăнмалли çуртсемпе хуралтăсене час-часах вут хыпса илни нумайăшне пăшăрхантарать. Асăрхануллă пулмасан, пĕр шăрпăкран та калама çук пысăк инкек сиксе тухать.
Пушар ан тухтăр тесен, пурин те пĕр çын пек пулса, çав хăрушлăхран сыхланма пĕлмелле. Вут-кăвар сиен кỹме пултарасси çинчен самантлăха та манма юрамасть.
Вут-кăварпа кĕрешесси - кашнин тивĕçĕ. Çавăнпа та тĕтĕм йăсăрланнине курсан е çулăм ялкăшнине асăрхасан, çывăхри телефонпа "01" е 2-12-03, карас телефонпа "112" номерсемпе пушар чаçне пĕлтерĕр. Хăвăр хушаматăра, хăш вырăнта тата мĕн çуннине калама ан манăр.
А.ФРОЛОВ, районти надзор ĕç пайĕн аслă инспекторĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"