11 июля 2014 г.
Июлĕн 8-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри Çемье, Юратупа Шанчăклăх кунне уявларĕç çĕр-шывра. Пирĕн районта та иртрĕ шурă чечек (ромашка) уявĕ. Ятлă-сумлă çемьесем, çамрăксем, куракансем Тăвайри ача-пăча паркне пухăнчĕç. Шурă чечек - юрату символĕ. Çамрăк чухне пирĕнтен нумайăшĕ шурă чечек çеçкисене пĕрерĕн-пĕрерĕн татса харпăр хăйне юратнине ("юратать-юратмасть") тĕшмĕртме хăтланнă. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке шурă чечекĕн пĕрремĕш çеçкине татса илсе пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх, юрату, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма, çемьере тăнăçлăх сунчĕ. Уявра Чутейри Елена Куприяновнапа Николай Иванович Медведевсене, Тĕмерти Валентина Капитоновнăпа Василий Александрович Петровсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальсем парса хавхалантарнă.
Уява хутшăнакансене çавăн пекех Тĕмер ял администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Иванов уявпа ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă. Пухăннисене "Тăвай ен" халăх ансамблĕ, ачасен "Хавхалану" ташă ушкăнĕ, Тăвайри искусство шкулĕнче вĕренекенсем юрă-ташăпа савăнтарнă. Пĕчĕк ачасем хушшинче те тĕрлĕ вăйăсем йĕркеленĕ, вĕсене пылак çимĕçсемпе хăналанă. Ашшĕ-амăшĕпе ачасен савăнăçлă пит-куçĕ тăрăх уяв чăннипех ăнăçни çинчен калама пулать.
Юбилярсене ЗАГСра та чысланă. Енĕш Нăрвашри Мая Димитриевнапа Юрий Палладиевич Арестовсем çемье чăмăртанăранпа çур ĕмĕр çитрĕ. Иккĕшĕ те педагогика ĕçĕн ветеранĕсем. Туслă мăшăр виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ, виççĕшĕ те - хăйсем пекех педагогсем. Инессăпа Вероника Юрьевнасем - ăслăлăх кандидачĕсем.
Тĕмерти Петровсем - Валентина Капитоновнапа Василий Александрович пурнăç çулĕпе 55 çул пĕрле утаççĕ. Вĕсем пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Пурте аслă пĕлỹллĕ. Юбилярсене ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Новикова, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ, хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ Л.Аввакумова, ветерансен районти канашĕн председателĕ Р.Гурина саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул суннă. Мăшăрсем юбилейлă туйсен Хисеп кĕнекине алă пуснă, вальс çаврăннă. Аслашшĕ-асламăшĕсемпе, кукашшĕ-кукамăшĕсемпе пĕрле уяв савăнăçне вĕсен ачисемпе мăнукĕсем те пайланă.
И.ИВАНОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"