Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир çынсемшĕн тăрăшатпăр

29 января 2013 г.

Пирĕн районта кăçал Республика кунне ирттереççĕ. Çавна май коллективсем Тăвай ен экономикипе социаллă пурнăçне аталантарасси çине тата ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕç.
Çак кунсенче район хаçачĕн журналисчĕ ЧР “Фармация” ПУП-ĕн “Тăвайри 35-мĕш номерлĕ аптека” филиалĕнче пулнă. Унăн директорĕпе Н.Якимовапа тĕл пулса калаçнă, тĕрлĕ ыйтусем çине хурав илнĕ. Нина Николаевна Пермьри фармаци институтĕнче вĕренсе дипломлă пулсан, 1981 çулта тăван района ĕçлеме килнĕ. 1998 çулта ырă кăмăллă, харсăр хĕрарăма коллектива ертсе пыма шаннă.
Чи малтанах районта пурăнакансене пурне те сывлăхшăн тăрăшма сĕнес килет. Чи хаклă пуянлăх вăл сывлăх.
Раççейре те, Чăваш Республикинче те сывлăх сыхлавне çĕнĕрен те çĕнĕ оборудованипе, пысăк квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтереççĕ. Ак, Тăвайри тĕп больница кунсерен тенĕ пек илемленсе пырать, унта тĕп юсав тăваççĕ, ялти сывлăх учрежденийĕ хуларинчен те лайăхрах пулĕ.
Эпир вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, çынсене тĕрлĕ чир-чĕртен сипленме пулăшатпăр. Ятарлă закона пурнăçа кĕртсе фармацевтсем районта пурăнакансенчен хăш-пĕрисене çăмăллăхлă рецептсемпе тивĕçтереççĕ.
Пĕлтĕр 4284 рецептпа 203 чирлĕ çын 1 миллион та 939 пин те 645 тенкĕлĕх эмел илнĕ.
Хаклă эмелсене 556 рецептпа 4 чирлĕ çынна 2 миллион та 424 пин те 938 тенкĕлĕх панă.
Йывăр чирпе аптăракан ачасене, нумай пепкеллĕ çемьесене, инвалидсене 1489 рецептпа тивĕçтернĕ. 290 çын 500 пин те 397 тенкĕ те 50 пуслăх тĕрлĕ эмельлĕ пулнă.
Аптекăра вун тăваттăн тăрăшатпăр эпир. Кашни ятарлă пĕлÿ илнĕ, харпăр хăй ĕçне çÿллĕ шайра туса пыраççĕ Тăвай енри фармацевтсем. Людмила Григорьева – провизор-аналитик. Надежда Ивановапа Татьяна Моисеева фармацевтсем Тăвайри Октябрьски урамĕнчи аптекăра çынсене тивĕçтереççĕ. Надежда Михайлова больницăри пунктра чирлисене ăшшăн кĕтсе илет. Автовокзалри аптека пунктĕнче вăй хуракан Галина Наумовапа Элвира Антонова фармацевтсене те ырăпа асăнаççĕ ял çыннисем. “Сахарок” магазинра тĕрлĕ эмел сĕнессине йĕркеленĕ. Унти Любовь Николаевапа Наталия Дмитриева чирлисен ыйтăвĕсене татса пама яланах хатĕр. Тĕмерти аптека пунктĕнче Наталья Яковлева ĕçлет чылайранпа.
Лия Михайловапа Зоя Архипова бухгалтерсем пирки ăшă сăмах кăна калама пултаратăп. Нарспи Конова çынсем валли куçлăхсем хатĕрлет. Любовь Федорова техслужащи аптекăри тасалăхшăн вăй хурать.
Пирĕн коллектив туслă, эпир пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлетпĕр. Пĕрле вара çитĕнÿсем тума пулать. 2012 çула тупăшлă вĕçлеме май килчĕ. Фармацевтсем ĕç укçи вăхăтра илсе пыраççĕ.
Кăçалхи январь уйăхĕ хыçа юлчĕ, тесен те йăнăш мар. Умри тĕллевсем пысăк, вĕсене пурнăçлассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла. Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнине асрах тытмалла, кашнинпе ăшшăн калаçмалла, сĕнекен эмелсем пирки лайăх ăнлантармалла, ыйтусем çине туллин хуравламалла. Чирлисен кăмăл-туйăмне, шанăçне çĕклессишĕн тăрăшмалла, юлашкинчен çирĕп сывлăх сунса ăсатмалла. Уйрăмах аслă ăрури çынсемпе, вăрçă ветеранĕсемпе тимлĕ пулмалла.
Республика кунĕ çитиччен аптека çуртне юсас ĕмĕтпе пурăнатпăр-ха эпир.
 
Сăн ÿкерчĕкре: ЧР “Фармация” предприятин “Тăвайри 35-мĕш номерлĕ аптека” филиалĕнчи хăш-пĕр работниксем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика