Совет правительствин 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнчи декречĕпе килĕшÿллĕн чăваш халăхне автономи панă, Чăваш автономи облаçĕ туса хунă. Вăл вăхăтра Çĕрпÿ уесĕн Тăвай вулăсĕнче 21 ял пулнă: Чÿкçырми, Вăрманхĕрри, Лачкасси, Нăрваш сали, Кушкă, Енĕш Нăрваш, Çĕнçырма, Ураскасси, Элпуç, Нÿшкасси, Çĕнĕ Пуянкасси, Кивĕ Пуянкасси, Турикас Тушкил, Анаткас Тушкил, Сăхăтпуç, Улянкă, Йăнтăрчă, Тенеяль, Çăлпуç, Тăвай, Тăрмăш, Кĕрше, Мучар, Киччĕ, Тĕмер, Чутей, Çĕнĕ Ишпуç, Кармал, Вăтаяль, Амалăх ялĕсем Кивĕ Терпÿрт вулăсне кĕнĕ, 1925 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнчен – Тĕмер вулăсне.
1927 çулта республикăра районсем туса хунă, уессемпе вулăссене пĕтернĕ.
1935 çулта ВЦИК Президиумĕн йышăнăвĕпе республикăра çĕнĕрен 7 район йĕркеленĕ, çав шутра Тăвай районне те. Унта унччен Вăрмар тата Канаш районĕсен йышĕнче пулнă 33 яла кĕртнĕ, 20 ял Канашĕ туса хунă. 1952 çулта Хучел тата Микушка ялĕсене Канаш районне куçарнă, пирĕн районта 31 ял юлнă.
Районсене пысăклатнă хыççăн 1962 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 1965 çулхи ноябрьччен Тăвай районĕнчи ялсем каллех Канашпа Вăрмар районĕсен йышĕнче пулнă. 1965 çулхи ноябрьте Тăвай районне çĕнĕрен туса хунă.
1935 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Тăвайне 110 делегат рабочисен, хресченсемпе хĕрлĕ армеецсен депутачĕсен съездне пуçтарăннă. Съездра райĕçтăвкомăн 21 членне, 7 кандидатне суйланă. Мартăн 2-мĕшĕнче организацилле пленумра ĕçтăвком председателĕ пулма Семен Иванович Иванова "вăл Шупашкар районĕнчи Мăн Чăкăр ялĕнче çуралнă, Вăрнарти ветеринари техникумĕн директорĕ пулнă", секретарьне хамăр районти Çĕнçырма çыннине Степан Иванович Иварбеева суйланă. Президиум членĕсем пулма С.Иванова, М.Брусникова, З.Тимофеева, А.Петрова, А.Тимофеева кĕртнĕ, çĕр, финанс, çут ĕç пайĕсем туса хунă. Каярахри çулсенче райĕçтăвком председателĕсем пулнă:
София Ефимовна Родионова (1938–1939 ç.ç.),
Петр Николаевич Биктимиров (1939–1940 ç.ç.),
С.Федоров (1940–1943 ç.ç.),
Иван Никандрович Широв (1943–1945 ç.ç.),
Григорий Алексеевич Ишмуратов (1945–1946 ç.ç.),
Михаил Павлович Павлов (1946–1955 ç.ç.),
Яким Никифорович Лодин (1957–1961 ç.ç.),
Егор Васильевич Роштов (1961–1962 ç.ç.),
Петр Александрович Журавлев (1962 ç.),
Василий Архипович Козлов (1965–1979 ç.ç.),
Михаил Семенович Терентьев (1979–1986 ç.ç.),
Геннадий Филиппович Филиппов (1986–1992 ç.ç.),
Иван Егорович Дмитриев (1992–2000 ç.ç.),
Анатолий Васильевич Данилов (2000–2005 ç.ç.),
Николай Ильич Иванов (2005–2010 ç.ç.),
Юрий Егорович Васильев (2010–2012 ç.ç.).
2012 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеевич Ванерке.
Пирĕн районта халĕ 10 ял тăрăхĕ, вĕсенче 31 ял, 18855 çын пурăнать. 1970 çулта районта 26168, 1979 çулта – 24317, 1989 çулта – 20316, 1999 çулта – 21078 çын пурăннă. Ял тăрăхĕсенчи (унччен вĕсем ял Канашĕсем пулнă) ялсен хисепĕ ылмашăнман пулсан, паянхи куна Кушкă ялĕ Енĕш Нăрваш ял тăрăхне, Нăрваш сали Тăвай ял тăрăхне кĕреççĕ.
Тĕрлĕ çулсенче Тăвай район администрацийĕн ячĕ улшăнса пынă. 1977 çулччен – Чăваш АССРĕнчи ĕç çынни депутачĕсен Тăвай район Канашĕн ĕç тăвакан комитечĕ пулнă, ун хыççăн – “ĕç çынни” сăмаха “халăх” сăмахпа улăштарнă, республика ятне улшăнусем кĕртнипе çĕнетнĕ. 1996 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнчен – Чăваш Республикинчи Тăвай районĕн администрацийĕ.
Район администрацийĕн хăйĕн Уставĕ пур, ăна республикăри юстици министерствинче регистрациленĕ. Устава кĕртекен кашни улшăнăва халăх итлевĕнче пăхса тухса депутатсен районти Пухăвĕнче çирĕплетеççĕ.
Район Уставĕпе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен структурине Тăвай районĕн пуçлăхĕ, депутатсен районти Пухăвĕ, Тăвай район администрацийĕ, районăн тĕрĕслев-шутлав органĕ кĕреççĕ.
Тăвай районĕн пуçлăхне депутатсен районти Пухăвĕ суйласа лартать. Хальхи вăхăтра çак тивĕçе “Дорстрой” обществăн ĕç тăвакан директорĕ Владислав Васильевич Васильев депутат тÿлевсĕр пурнăçласа пырать.
Депутатсен районти Пухăвĕнче 16 депутат. Вĕсене округсенче 2010 çулхи октябрьте суйланă.
Район администрацийĕнче 8 пай, вĕсенче 3 сектор, 45 çын ĕçлет. Пайсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хаçатăн малаллахи номерĕсенче вуласа пĕлме пулать.
Район администрацийĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çулленех район депутачĕсем умĕнче отчет тăвать. Унсăр пуçне кашни ялтах граждансен пухăвĕсенче район администрацийĕ, унăн пайĕсем мĕнле ĕçсем туни çинчен каласа кăтартаççĕ. Кăçал пухусем январь-февраль уйăхĕсенче пулаççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвай районĕн парти активĕ. Малти ретре: П.А.Журавлев, В.А. Козлов, Е.В.Роштов, В.Е.Кузнецов, Г.М.Матвеев, Л.Гаврилова. Тăраççĕ: Г.Н.Никифоров, П.Я.Яковлев, П.Н.Николаев, Е.А.Тимакова, Н.И.Егоров, П.Е.Турханов, С.Андриянов, Г.К.Кузьмин (водитель), В.Н.Капитонов (1959 çулхи ноябрь, Г.М.Матвеевăн çемье архивĕнчен). |