06 мая 2014 г.
Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Тĕмерте çуралса ỹснĕ Елена Павловна Кузнецова (Кудряшова) 90 çулхи юбилейне кĕтсе илет. Ялта ăна пурте Елькка аппа тесе чĕнеççĕ. Çамрăклăхĕ вăрçă ахрăмĕпе пĕр килнĕ. Çав çулсем тарăн йĕр хăварнă унăн чун-чĕринче.
-Вăйпитти арçынсене фронта ăсатнă хыççăн йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиенчĕ. Шартлама сивĕре окоп чавнă. Пите тăм илнине пăхмасăр ĕçлеттĕмĕр. 40 градус ытла сивĕ тăратчĕ. Сăлтавсăр ĕçрен юлсан штраф тỹлеттернĕ, - куç умне кăларчĕ тыл ĕçченĕ иртнĕ çулсене. -Пĕр çулхине Йĕпреçе вăрман касма ячĕç. Уйăх çутипе юрлă шыв тăрăх киле çурранах танккатпăр. Çăпата тĕпне улăм çыха-çыха аран яла çитрĕмĕр.
Паллах, çаксем сывлăх çинче палăрмасăр юлман ĕнтĕ. Ал-ури сурать, чĕре аптăратать халь. Елена Павловна - иккĕмĕш ушкăн инваличĕ.
Василий Орлов председатель Елена пек маттур та харсăр 10 хĕре бригадира лартнă. Хăйĕнчен те, бригадирсенчен те çирĕп ыйтнă Василий Андреевич. Хуçалăха тытса пыма пулăшакан пикесенне тепĕр чухне ырă сăмахпа та кăмăлне çĕклеме пĕлнĕ. "Пĕтĕмпех - фронтшăн, пĕтĕмпех - çĕнтерỹшĕн!" чĕнỹпе вăй хунă тылра. Çамрăк ачасем те арçын ĕçĕ çумне çыпăçнă. Суха кассине тăнă хĕрарăмсемпе пĕрле.
Пĕр трактор кăна пулнă хуçалăхăн. Час-часах çĕмĕрĕлнĕ. Лашасемпе, вăкăрсемпе сухаланă, акнă, хура пусă хăварман. Вăрçă вăхăтĕнче сахал мар терт-нуша курнă. Тул çутăличчен тăрса темиçе лавпа Канаша тырă леçнĕ. Канăç мĕнне пĕлмен. Канашран çурçĕрте кăна каялла çитеттĕмĕр, тет вăл. Çапла сĕм çĕрлеччен ĕçленĕ. Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ.
Елена вăрçăран аманса таврăннă Спиридон Ивановичпа çемье çавăрнă. Вăл таврари паллă хурт-хăмăр ăсти пулса тăнă. Йĕкĕреш ывăлĕсемпе савăнса пурăнма шăпа пỹрмен пулĕ мăшăра. Чун тĕпренчĕкĕсем çулталăк тултаричченех чире пула куçĕсене хупнă.
Елькка аппа тивĕçлĕ канăва тухичченех Тĕмерти участок больницинче санитаркăра ĕçленĕ. Утарçă ĕçне те чун туртăмĕпе йышăннă. Мăшăрне пулăшма тăтăшах Паçнерти утара çỹренĕ.
Елена Павловна ырă кăмăллă, сăпайлă, тирпейлĕхе юратать. Кỹршисем хисеплеççĕ ăна. Йăмăкĕн ачисемпе йăпанса пурăнать. Хресна хĕрĕсемпе ывăлĕсем хăнана килсе тăраççĕ.
"Патшалăх мăшăрсăр тăрса юлнă тăлăх арăмсене манманни кăмăл-туйăма çĕклет. Хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕшĕн те пысăк тав", - тет сумлă ветеран. Халĕ вăл район центрĕнче пурăнать.
Р.ШУМОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"