11 апреля 2014 г.
Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ, авиацин генерал-майорĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкарпа нумай-нумай хулан хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев 1929 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Григорий Николаевич, районта чи малтан йĕркеленнĕ Шуршăл колхозĕнче конюх пулнă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Амăшĕ, Анна Алексеевна, дояркăра ĕçленĕ. Çемьере 4 ача - виçĕ ывăл та пĕр хĕр ỹснĕ.
Шкул çулĕсенче вăл фельдшер пулма ĕмĕтленнĕ, анчах Иван пиччĕшĕ вăрман хуçалăхĕн техникумĕнче вĕреннĕ май шухăшĕсене улăштарнă, вăл та ун патне çул тытнă. 1947 çулта техникум пĕтернĕ çамрăка Карелие вăрман касса хатĕрленĕ çĕре ĕçлеме яраççĕ. Унта вăл 1950 çулчченех - Совет Çарне иличчен - мастерта тăрăшать. 1951 çулта ăна Фрунзери çар авиаци училищине вĕренме йышăнаççĕ. Унтан вĕренсе тухсан Мускав çывăхĕнчи авиаци чаçĕсенче службăра тăрать.
1960 çулта чăваш каччине совет космонавчĕсен отрядне суйласа илеççĕ. Вăл Г.С.Титов космонавт "Восток-2" караппа вĕçнĕ чух (1961 çулхи август) унăн дублерĕ шутланнă.
1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче Андриян Николаев "Восток-3" карапа тĕнче уçлăхне илсе тухать, виççĕмĕш космонавт пулса тăрать. 4 талăка яхăн тĕнчере пĕрремĕш хут ушкăнпа вĕçнĕ "Восток-3" тата "Восток-4" (ăна Павел Попович тытса пынă) карапсем. Чунри чи ырă, юратуллă туйăмсемпе кĕтсе илнĕ чăваш халăхĕ хăйĕн паттăр ывăлĕ космосра вĕçнине. Халăхри савăнăçăн чикки пулман: шухăшласа пăхăр-ха, чăваш - тĕнче уçлăхĕнче! Халиччен тĕнчере Чăваш çĕр-шывĕ пурри çинчен нумайăшĕ пĕлмен пулсан, Андриян Николаев космоса кайса килнĕ хыççăн çынсем СССР картти çинче пĕчĕк республикăна шырама, унпа интересленме тытăннă. Пĕрремĕш вĕçев хыççăн 1964 çултан А.Николаева космонавтсен отрячĕн командирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Вăл уйăх çине вĕçмелли программăпа хатĕрленме тытăнать, унта вĕçме палăртнă экипаж командирĕ шутланать. Анчах С.П.Королев академик вилнĕ хыççăн асăннă программăна пăрахăçлаççĕ. Николаев "Союз-8" караппа вĕçме хатĕрленекен экипаж командирĕн дублерĕ пулнă (1969 ç.).
1970 çулхи июнĕн 1-19-мĕшĕсенче Андриян Николаев "Союз-9" карап командирĕ пулса В.И.Севастьянов борт-инженерпа 2-мĕш хут тĕнче уçлăхĕнче вĕçнĕ, ку хутĕнче Çĕр чăмăрĕ тавра 286 хут çаврăннă, уçлăхра 424 сехет те 599 минут пулнă. 17 талăк ытла космосра - рекордлă вĕçев!
1974 çултанпа вăл космонавтсем хатĕрлекен Ю.Гагарин ячĕллĕ Центр ертỹçин пĕрремĕш çумĕ. Тĕп ĕçпе пĕрлех обществăлла тивĕçсене пурнăçласа пырать. Вăл РСФСР Верховнăй Совечĕн 6-11 созывсен депутачĕ, 1990-1993 çулсенче - РСФСР халăх депутачĕ.
1981 çулта ăна тĕнче уçлăхĕнчи тĕпчевсем тăвас ĕçри çитĕнỹсемшĕн СССР Патшалăх премине параççĕ. Вăл икĕ хутчен Ленин орденне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавпа Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, К.Э.Циолковский, де Лаво тата Ю.А.Гагарин ячĕсемлĕ, "Космос" ылтăн медальсене тата тĕрлĕ çĕр-шыв наградисене илме тивĕçнĕ. Ун ячĕпе уйăх çинчи кратер хисепленсе тăрать.
1962 çулта Андриян Николаев тĕнчери пĕрремĕш космонавт-хĕрпе Валентина Терешковапа мăшăрланнă. 1964 çулхи июньте космосри мăшăрăн Лена çуралнă. 18 çул пĕрле пурăннă хыççăн Николаевпа Терешкова уйрăлнă. Анчах хĕрĕпе хутшăнма вăл нихăçан та пăрахман. Елена Андрияновна кукашшĕне 2 мăнук парнеленĕ: Алексей (1996) тата Андрей (2004).
Андриян Николаев Н.Е.Жуковский ячĕллĕ Сывлăш-çар инженерийĕн академийĕнчен вĕренсе тухнă (1968 ç.), техника наукисен кандидачĕ, "Встретимся на орбите", "Космос - дорога без конца", "Притяжение Земли" кĕнекесен авторĕ.
Унăн ятне "Чăваш АССРĕн Ĕç мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине" кĕртнĕ (1962 ç., августăн 29-мĕшĕ).
Вăл тăван республикăпа ялан тачă çыхăну тытнă, тăтăш килсе çỹренĕ. Вилессе те Шупашкартах чĕре инфаркчĕпе вилнĕ (2004 çулхи июлĕн 3-мĕшĕ), ку унăн юлашки 5-мĕш инфаркт пулнă. Унăн ỹтне Шуршăла пытарнă. Унта халĕ Асăну комплексĕ, вилтăпри çине шурă мрамор саркофаг вырнаçтарнă, 2005 çулта часовня уçнă. Ун çинчен поэмăсем, повеçсем, романсем çыраççĕ, фильмсем ỹкереççĕ, ун ячĕпе карапсем, пăр хысакĕсем, хуласемпе ялсен урамĕсем, шкулсемпе кану паркĕсем хисепленеççĕ. 2004 çулта Раççей Космонавтика федерацийĕ А.Г.Николаев медальне туса хунă. Ăна асра тытса тата хăйне чун-чĕререн хисеплесе мĕн чухлĕ çемье тин çуралнă ывăлне Андриян ят панă. Улăпла паттăр, тĕлĕнмелле сăпай çын пулнă пирĕн Андриян. Вăл ĕмĕрсем хушши халăх асĕнче упранĕ.
И.ИВАНОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"