11 апреля 2014 г.
Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕнче, Тĕмерти ача садĕнче уяв иртрĕ.
Тĕллевĕ - ачасене сывлăха упрама, ăна çирĕплетсе пыма, типтерлĕ пулма вĕрентесси. "Сывлăх - чи хакли" темăна уçса ачасем сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç. Ашшĕ-амăшĕ те айккинче юлмарĕ, уява хастар хутшăнчĕ. Тĕрлĕ конкурсра ăсталăх кăтартрĕç пĕчĕкскерсем: пуç çине кубик, ракетка çине хăмпă хурса утрĕç, пахча çимĕç пуçтарчĕç, хваттерте тирпей-илем кĕртрĕç тата футболла вылярĕç. Уява Н.Жилкина воспитательпе Л.Кувшинова мусăкçă хатĕрлесе ертсе пычĕç. И.Краснова заведующи палăрнисене хавхалану хучĕ парса чысларĕ.
Сывлăх вăл - лайăх кăмăл-туйăм, савăнăçпа кулă. Уçă сывлăшпа, шывпа, хĕвелпе туслă пулни питĕ усăллине кашниех ăнланчĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе
Э.КИРИЛЛОВА. Тĕмер ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"