Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнесем çĕнĕ витере

21 декабря 2012 г.

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
Юн кун Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та, пĕрлехи информаци кунĕ пулнă. Тăвай ене Шупашкартан ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Виноградова, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, республикăри патшалăх статистики федераллă службăн территорири органĕн ертÿçине пулăшакан Л.Николаева, вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин представителĕ М.Федоров тата ЧР юстици министрĕн çумĕ Г.Чернова килсе çитнĕ.
Малтан вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Ванерке ăшшăн кĕтсе илнĕ, Тăвай енри ĕçченсен тăрăшулăхĕ пирки кĕскен каласа кăтартнă.
Унтан информушкăнсем В.А.Ванеркепе, В.Я.Шакровпа, А.А.Алексеевпа, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ытти ответлă работникĕсемпе пĕрле Тăвай, Тĕмер, Тăрмăш тата Тушкил ял тăрăхĕсенче тĕл пулусем ирттернĕ. Вĕсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн РФ Федераллă Пухăвне янă Çырăвне, ялсенче пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене вăйлатас енĕпе ĕç тăвакан влаçăн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен задачисене, 2013 çулта электрон карттине ĕçе кĕртмелли проекта тата “ЧР ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен” ЧР Пуçлăхĕн Указне пурнăçа кĕртесси пирки сÿтсе явнă.
Юн кун Тăрмăшра культурăпа информаци центрĕ çĕнетнĕ хыççăн ĕçлеме пуçланă.
Çак йĕркесен авторне Кармалти Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнчи çĕнĕ витене уçнă çĕре хутшăнма тÿр килнĕ. Çур çул каялла кунта пирвайхи пăта çапнине те курнăччĕ. Шупашкарти “Строитель” тулли мар яваплăхлă общество 200 пуç ĕне вырнаçмалăх объекта кĕске срокра хута яни районти ял хуçалăх коллективĕсенчи ĕçсене йĕркелесе пыракансене те кăсăклантарнă. Çавăнпа пĕр çын пек пулса, хаваспа хутшăнма кăмăл тунă вĕсем çак ырă пулăма.
В.Грачев хресчен фермер хуçалăхĕ 5–6 çул каялла кăна йĕркеленнĕ. Сыснасем ĕрчетессинчен пуçланă кармалсем ĕçе. Каярахпа кивĕ витене юсанă, ăратлă пушмак пăрусем туяннă. Пăр тапраннă вара. Выльăхсен йышĕ çулсерен хушăнсах пынă. Сăвăм кăтартăвĕ кармалсен районта чи пысăккисенчен пĕри.
Çĕнĕ вите умĕнчи хĕрлĕ хăйăва ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Виноградова, район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Ванерке, Кармалти хресчен фермер хуçалăхĕ В.Грачев касрĕç. Çакăн хыççăн ĕнесем пăрулакан уйрăм айккипе шалалла иртрĕмĕр.
Паян-ыран пăруламалли ĕнесенчен ытларахăшĕ выртать, пĕр-икĕ кун каялла çутă тĕнчене килнĕ пĕчĕк выльăхсене юнашарти уйрăма çемçе сарă улăм çине вырнаçтарнă (вĕсене чÿрече витĕр сăнарăмăр, уйрăма кĕртмеççĕ).
Кĕçех трактор сасси илтĕнсе кайрĕ. Икĕ енчи хура-шурă тĕслĕ ĕнесене харăсах ятарлă агрегатпа апат валеçме пуçларĕç. Вĕсене пăхакан хĕрарăм сенĕкпе выльăхсен умнерех тĕрте-тĕрте çывхартса тухрĕ сенажа. Кайран тепĕр икĕ ретĕнче тăраканнисене апатлантарчĕç. Витере таса, тирпейлĕ. Урамра сывлăш температури сивĕ пулнипе выльăхсем тăракан çĕрте пас пухăнма пуçларĕ. Ĕнесене пăхакансене, ытти специалистсене канмалли тата çăвăнмалли, кăнтăрла хăйсене валли апат хатĕрлемелли пÿлĕмсем пур, вĕсене электроэнерги вăйĕпе хутса ăшăтаççĕ, сунă сĕт пысăк холодильнике пухăнать.
–Мĕншĕн хавхаланса вăй хурас мар? Пирĕн ĕç условийĕсене ав еплерех çĕнетсе пачĕç. Кунтан тухас та килмест. Ĕнесем те сисеççĕ хăйсене юратса пăхнине. Лайăх сĕт антараççĕ, пĕрин хыççăн тепри пăрулаççĕ. Пирĕн пек лайăх вите таврара та сахал пулĕ, – хăйсем хĕпĕртенине пирĕнпе пайларĕç хĕрарăмсем. Çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунса сывпуллашрăмăр эпир вĕсемпе.
Пĕрлехи информаци кунне ирттерме Шупашкартан килнисем кăнтăрлахи апат хыççăн районта пурăнакансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
 
Сăн ÿкерчĕксенче: Кармалти çĕнĕ вите; район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Ванерке, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Виноградова, хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи В.Грачев хĕрлĕ хăйăва касаççĕ; ĕнесене апатлантарнă самантра.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика