Сап-сарăскер - Чăваш ялавĕпе пĕр тĕслĕскер. Çакăнта та темĕнле символ пур пек туйăнчĕ - Республика кунĕнче уçрĕç вĕт. Тĕсне кура Нăрваш салинчи ытти çуртран расна, инçетренех курăнать. Ку - Тăвай çĕрĕ çинчи пирвайхи модуль акушерпа фельдшер пункчĕ. Шăпах ăна уçнинчен пуçланчĕ Тăвай тăрăхĕнче Республика кунне халалланă мероприятисен ярăмĕ.
«Иртнĕ каç кунта тăвăллă çумăр çуса иртрĕ те - уяв тăваятпăр-и текен иккĕленÿ те пулчĕ», - теççĕ ял çыннисем. Паян вара хĕвел хĕртсе пăхать - шăпах праçник валли меллĕ çанталăк. Акă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ. Пĕрлех - сумлă ытти хăна. Нăрвашсене саламланă май Михаил Васильевич 2013-2015 çулсенче республикăра пĕтĕмпе çакнашкал 100 ФАП уçма палăртни çинчен пĕлтерчĕ. «Çурчĕ пысăк мар пулсан та вăл ял çыннисемшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă влаç ялсен социаллă аталанăвĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулнине кăтартать», - терĕ вăл.
РФ Патшалăх Думин депутатĕнчен, парламентăн Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕнчен Алена Аршиновăран çакна кĕтменччĕ: пухăннисене чăвашла саламларĕ! «Чăваш чĕлхи мана питĕ килĕшет, ăна вĕренетĕп», - терĕ. Вăл та çĕр-шыв ертÿçисем социаллă аталану ыйтăвĕсемпе тимлĕ пулни çинчен каларĕ. Сăмахран, ача сачĕсем çитмеççĕ. Çавна май çĕнĕ садиксем тума бюджетран 5 млрд тенкĕ уйăрма йышăннă. Çав шутран 600 млн ытларах тенке Чăваш Ен илет.
Хăнасене ФАПа кĕрсе курма чĕнчĕç. Пĕтĕм тăкака шута илсен çак объекта хута яма 2 млн тенкĕ ытла тăкакланă. Тăвай райбольницин тĕп врачĕ Нина Бурдасова пĕлтернĕ тăрăх - ку пунктра ĕçлекен фельдшер 340 çын ытла пурăнакан икĕ ял ыйтăвĕсене тивĕçтерĕ. Пирвайхи медпулăшу, профилактика... Райцентртан специалистсен бригадисем килсе çÿрĕç - пулăшу кирлисене шăпах çакăнта йышăнĕç. Нина Николаевна çĕнĕ ФАПра условисем лайăххине пайăррăн палăртрĕ. Вутă хутмалла мар - газпа ăшăнать, шыв та кĕртнĕ. Кивĕ медпунктри пек мар. Кивви, ав, юнашарах - çĕрпе пĕлĕт пек.
Ял çыннисем вара Михаил Игнатьевпа калаçнă май ФАПпа юнашар пушă çĕр лаптăкĕ пурри пирки сăмах пуçарчĕç. «Мĕн ыйтасшăн?» - халăх çак сăмаха ахальтен пуçарманнине ăнланнă май кулкаласа кăсăкланчĕ Михаил Васильевич. Клуб кирлĕ иккен. ЧР Пуçлăхĕ ăнланчĕ: ку ыйтăва тишкерме май пуррине палăртрĕ, анчах ял çыннисем валли услови пур: «Демографи лару-тăрăвне кура татса парăпăр. Арçынсем курăнсах каймаççĕ. Ăнланатăп, ĕç çуккипе ютра ĕçлеççĕ. Республикăран 15 пин çын Мускава, ытти çĕре ĕçлеме çÿрет. Кунтах ĕçлеме тăрăшмалла: предпринимательлĕх, ытти енĕпе... Вăт, йыш хушăнсах пынине ĕнентерейрĕр тĕк - клуб тума пулĕ. Ĕнентереетĕр-и?» «Ĕнентеретпĕр!» - хорпа тенĕ пек хуравларĕç Нăрвашсем.
Ялтан инçех те мар республика шайĕнчи «Уй кунĕ - 2013» курав-демонстраци ĕçлеме пуçланă. Унта хăнасене вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов кĕтсе илчĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламланă май Михаил Игнатьев курава тĕрлĕ-тĕрлĕ техника илсе килнине палăртрĕ. «Асрах-ха, пĕтĕм ĕçе гусеницăллă тракторсемпе пурнăçлаттăмăр, - терĕ вăл, - халĕ вара кашни ĕç валли уйрăм техника. Вĕсен ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Çавăнпах çĕнĕ техника туянма тăрăшмалла».
Ăна туянас енĕпе вара, шел те, чăрмавсем пур. Хаксем çыртаççĕ. Кураври техникăна пăхса çаврăннă май Михаил Васильевич кунта илсе килнĕ çĕнĕ йышши пĕр жатка патĕнче чарăнчĕ. Ют çĕр-шывра туса кăларнăскер симĕс курăк та çулать, тырă та вырать, куккурус уйĕнче те ĕçлет. Завод дилерĕн представителĕ каланă тăрăх - çуркунне уя тухать те хура кĕрчченех ĕçлеттерме пулать. Анчах Чăваш Енре ăна хальлĕхе пĕр единица та туянман иккен. Çав вăхăтрах Тутарстанри уйсенче - 200 патнеллех. Шухăша каймалăх пур.
Ял ĕçченĕн ыйтусем пуррине Михаил Васильевич хăй те палăртрĕ. Çĕр-шыв ВТОна кĕнĕ май, авă, сысна, кайăк-кĕшĕк ашĕ, çăмарта туса илес енĕпе чăрмавсем тухса тăраççĕ - пирĕн продукци хăй хаклăхĕ пысăк. Çавăнпах аграрисене пулăшас тĕллевпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин тăкаксене саплаштарма пысăк укçа уйăрасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак тĕрев те, Чăваш Ен Пуçлăхĕн шучĕпе, ял ĕçченĕсене пулăшма тивĕç. Анчах «çÿлтен» пулăшасса кĕтни çеç вырăнсăр - хамăрăн тăрăшуллăрах, пуçаруллăрах пулмалла.
Тăвайсем çапла пулма тăрăшаççĕ те. Вĕсем тăвалла талпăннине Республика кунĕнче кăтартнă объектсем те çирĕплетеççĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасене «Акконд-Агро» фирмăн çĕнĕ 300 пуçлăх пăру витине кăтартрĕç. Ăна белоруссен тĕслĕхĕпе тунă иккен. Пăрусене ушкăнăн-ушкăнăн пÿлмесенче усраççĕ. Апатлантарма меллĕ. Тислĕке бульдозерпа хырса кăлармалла - çын нумай кирлĕ мар. «Акконд» АУО гендиректорĕ Валерий Иванов плансем пысăкки пирки каларĕ: юнашарах пушă лаптăк пур - унта пăрусем валли тепĕр вите тăвасшăн.
Райцентр та Республика кунĕнче çĕнĕ тепĕр çуртпа пуянланчĕ. Кунта «Чăвашсетьгаз» АУОн газ участокĕн сервис центрĕ уçăлчĕ. Ăна икĕ уйăхра туса пĕтернĕ - Тăвая илем кÿрет теме те май пур. Акционер обществин гендиректорĕ Кияметдин Мифтахутдинов кунти газ участокĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 65-мĕш çулĕнче ĕçлеме пуçланине аса илтерчĕ. Вăл халăха шĕветнĕ газпа тивĕçтернĕ. Халь вара газовиксен тĕллевĕсем пачах урăхла. Районти газ сечĕсен тăршшĕ кăна 400 км ытла. Абонентсен шутĕнче - юридици вăйĕнчи 150 тытăм, 6 пине яхăн уйрăм çын. Газ пăрăхĕсен, газ оборудованийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле. Çĕнĕ сервис центрĕнче абонентсене «пĕр чÿрече» мелĕпе йышăнаççĕ - хăтлă, меллĕ.
Компани хăйĕн шучĕпе кашни райцентрта тенĕ пекех çакнашкал центрсем уçнă. Тата икĕ районта çеç тумалла. Пĕрне - Пăрачкавра. Хăй вăхăтĕнче «Чăвашсетьгаз» унти ача садне туяннă, анчах халь ун пысăкăш çурт кирлĕ мар иккен. Тытса тăрасси хаклă, ытлашши тăкаксем вара тарифсен шутне кĕрсе халăх çине тиенеççĕ. Çавăнпа та садике муниципалитета сутасшăн. «Тен, парнелетĕр?» - сăмах хушрĕ ЧР парламенчĕн спикерĕ Ю.Попов. К.Мифтахутдинов шÿте ăнланчĕ, çапах парне пирки шухăшласа пăхма та шантарчĕ.
Республика кунне Тăвай районĕнче официаллă майпа райцентрти «Аль» спорткомплекс стадионĕнче уçрĕç. Ытти çĕрте сумлă хăнасене сăрапа е тепĕр чух хăватлăраххипе те кĕтсе илекенччĕ. Кунта вара Михаил Игнатьева, унпа пĕрле килнĕ ытти çынна... сĕтпе сăйларĕç. Ку ахальтен мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке район пысăк марри, промышленноç предприятийĕсем сахалли пирки каланă май ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси юлашки вăхăтра ÿссе пынине кăмăллăн палăртрĕ. Çав шутра сĕт суса илес енĕпе те кăтартусем курăмлă.
Чăваш хĕрĕн тухйи евĕр тунă илемлĕ сцена çине хăпарнă май ЧР Пуçлăхĕ Тăвайсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Халăхшăн тăвакан пысăк ĕçсем пирки каларĕ. Ачасен вĕренÿ учрежденийĕсем çĕкленеççĕ, çулсем тăвас, вĕсене юсас енĕпе кăтартусем курăмлă. «Халь ак фельдшерпа акушер пункчĕсем тума пуçларăмăр. «Чăх ури çинчи» кивĕ медпунктсене пĕтерĕпĕр, вĕсен вырăнне çĕнĕ ФАПсем тăвăпăр. Ача сачĕсем çителĕксĕррипе çыхăннă ыйтăва та татса паратпăр. Çĕнĕ производствăсем уçатпăр, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç», - терĕ М.Игнатьев.
Паллах, уяв тени наградăсемпе те илемлĕ. Вĕсем вара йышлă пулчĕç. Тава тивĕçлĕ ятсем панисен шутĕнче - машинăпа ĕне сăвакан оператор Галина Шашкова, çÿлерех асăннă Нина Бурдасова врач, Елена Саперова медсестра, Елена Павлова вĕрентекен, Валерий Грачев фермер, Владимир Семенов, Василий Филиппов механизаторсем, Валерий Максимов электрик, Галина Павлова зоотехник тата ыттисем.
Кунтах меллĕ самантпа усă курса çамрăксен çуллен паракан Патшалăх премийĕсене тивĕçнисене чысларĕç: Александр Петров, Илемпи Туркай, Иван Сидоров - М.Игнатьев кашнинех саламласа тав турĕ.
Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене - тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илмелли сертификатсем, ятарлă конкурса хутшăнса производствăна аталантармалли грантсемпе пулăшма йышăннă фермерсене тивĕçлĕ документсем пачĕç. Юлашкинчен вара сцена çине Ленин ячĕллĕ хуçалăх механизаторне Петр Николаева чĕнчĕç. Вăл кăçалхи ака чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ иккен. Чемпиона - парне! Сăмах май, Тăвайсем кăçал уй-хирти çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ - пĕтĕмпе 10 пин гектар çинче тĕрлĕ культура акса-лартса хăварнă.
Стадионта тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ йĕркеленĕ. М.Игнатьев кĕрешÿçĕсен, кире пуканĕ йăтакансен тупăшăвне пăхрĕ. Кунтах кашни ял тăрăхĕ хăйсен экспозицийĕсене хатĕрленĕ. Пĕрисем çип арланине кăтартаççĕ, теприсем пир тĕртеççĕ, тĕрĕ тĕрлеççĕ. Ку ял тăрăхĕ, авă, улах ларать. Михаил Васильевича та чĕнчĕç: «Улахсенче хĕрсем тĕрĕ тĕрленĕ, çип арланă...» «Тата каччăсемпе паллашнă!» - шÿтлерĕ республика Пуçлăхĕ.
Сцена çине вара «Раççей çăл куçĕсем» фестивале килнĕ ушкăнсем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç: Краснодар крайĕ, Кемĕр облаçĕ, Калмыки, Дагестан, Коми, Карели... Юрă хыççăн юрă вĕçрĕ Тăвай çийĕн...