Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телефонпа шăнкăравласа ан суйăр

02 октября 2012 г.

Ятарлă службăсене телефонпа шăнкăравласа чăрмантарасси йăлана кĕме пуçларĕ пирĕн пурнăçра.
Вырсарни кун, сентябрĕн 23-мĕшĕнче, кăнтăрла иртни виçĕ сехетре районти полици уйрăмне шăнкăрав пулнă. “Тенеялĕнче çурт çунать”, – тесе пĕлтернĕ арçын. Пушар чаçĕн пысăк машини тата полици уйрăмĕн транспорчĕсем вырăна хăвăрт çитнĕ. Шĕкĕр Турра! Пĕлтернĕ вырăнта çурт чиперех ларнă.
Енчен те çак вăхăтра тепĕр ялта “хĕрлĕ автан” хытах ташлама пуçланă пулсан, ятарлă автомашинăсем суйса чĕннĕ вырăнтан чăнах çунакан яла çаврăнса çитиччен çынсем чăннипех пысăк шар курма пултаратчĕç. Суйса шăнкăравлакана ятарлă службăсем хăвăрт тупса палăртаççĕ. Хушамата, сасса, телефон номерне улăштарса калаçсан та. Хăйне самаях сиен кÿрет çакнашкал суя хыпар пĕлтерекен çын. РФ КоАПăн 19.13 статйипе килĕшÿллĕн 1 пин е 1,5 пин тенкĕ штраф тÿлетереççĕ ăна.
Васкавлă пулăшăва чăрмантарнă тĕслĕхсем те пулаççĕ тата. Çав самантра тепĕр çĕрте чирленĕ çын вăхăтра пулăшу илейменнипе вилсе кайма та пултарать.
Телефонпа шăнкăравласа суя хыпарсем пĕлтериччен усăллăрах ĕç тăвасчĕ сирĕн. Ятарлă службăсене чăрмантаракана пуçран шăлмаççĕ. Ăна пĕрех тупса палăртаççĕ. Çавăнпа малашне телефонпа шăнкăравласа выляма юраманнине пурте ăнланăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика