Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача садĕнчи уявра

03 октября 2012 г.

Нумаях пулмасть воспитательсемпе шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен профессиллĕ уявĕ пулчĕ.
Тĕмерти ача садĕнче утренник ирттернĕ çавăнпа. Унта ашшĕ-амăшĕ, кунта ĕçлекенсем, шкул ачисем хутшăнчĕç. Уява “патша” хăйĕн “хĕрĕпе” тата “тарçисемпе” килсе çитрĕç. Вĕсем садик ĕçченĕсем пулса пăхрĕç. Патша хĕрĕ воспитатель, повар, заведующи тата ытти профессисене алла илесшĕн пулчĕ. Анчах ĕçлеймерĕ, садикрисен ĕçĕ ответлă тата пархатарлă çав. Кунта ĕçлеме ятарлă пĕлÿ кирлĕ. Ачасене юратмалла, ĕçе пĕлсе, тĕплĕ тума пĕлни кирлĕ. Патша хĕрĕ нумай йывăрлăхсене çĕнтереймерĕ.
Садике çÿрекенсем юратнă воспитателĕсене, вĕсене пулăшаканĕсене, кунта ĕçлекен ытти ĕçченсене халалласа сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, ташăсем ташларĕç. Çавăн пекех ĕçтешĕсене И.Краснова заведующи уяв ячĕпе саламларĕ, ĕçре çитĕнÿсем сунчĕ. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Л.Яковлева тав сăмахĕ каларĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика