Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене – телейлĕ пурнăç

29 февраля 2012 г.

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
Районти “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафон Тĕмерти ача садĕнче пуçланчĕ иртнĕ юн кун. Кунта тепĕр ушкăн уçăлчĕ, унта 20 арçын ачапа хĕрача çÿреме пуçлаççĕ. Район администрацийĕ çакна валли вырăнти бюджетран 700 пин тенкĕ уйăрнă. Тĕмер ял тăрăхĕ ачасене ясли-сада вырнаçтарса пĕтернисенчен районта виççĕмĕш пулчĕ.
Савăнăçлă уява район пуçлăхĕ Т.Шакшина, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Шакров, район администрацийĕн юристсен службин секторĕн заведующийĕ Е.Бельская, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов, “Стройсантех” тулли мар яваплăхлă общество директорĕ М.Николаев, Тĕмерти вăтам шкул ертÿçи А.Николаева тата садике каякан ачасен ашшĕ-амăшĕсем хутшăнчĕç.
Тамара Хасиятовна, хĕрлĕ хăйăва касса, ырлăх-сывлăх, савăнăç сунчĕ ачасене. Владимир Яковлевич Тĕмерти садикре тепĕр ушкăн уçни юнашар ялсенче пурăнакан арçын ачасемпе хĕрачасене те тивĕçлĕ воспитани илме май панине палăртрĕ.
Çакăн хыççăн Тĕмерти вăтам шкулта районти “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафон шучĕпе “Ачасене – телейлĕ пурнăç” ятлă акци иртрĕ. Унăн тĕллевĕ – амăшлăхпа ачалăха пулăшмалли социаллă проектсене пурнăçа кĕртме, талантлă çамрăксем валли укçа-тенкĕ пухасси. Кашни çыннăн тивĕçĕ вăл – йывăр лару-тăрури ачасене алă тăсса парасси, пултаруллисене хавхалантарасси, малалла каймалли çул çинче çамрăксене çирĕп тăма хăнăхтарасси.
Малтан Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов тухса калаçрĕ. Çак ырă пулăмран айккинче юлман çынсене тав турĕ Геннадий Иванович. Тăвай район пуçлăхĕ Т.Шакшина та ăшă сăмахсем каларĕ. Марафон пухмачне, ачасене телей сунса, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Шакров, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ, “Дорстрой” тулли мар яваплăхлă обществăн Тăвайĕнчи уйрăмĕн ертÿçи В.Васильев, район администрацийĕн юристсен службин секторĕн заведующийĕ Е.Бельская укçа-тенкĕ ячĕç. Тĕмерти вăтам шкулăн, пĕтĕмĕшле практикăллă врач офисĕн, ача сачĕн, ку ялти информаципе культура центрĕн коллективĕсем, тивĕçлĕ канăва тухнă учительсем, ялта пурăнакан ырă кăмăллă çынсем тата Амалăхри В.Максимов предприниматель те айккинче юлмарĕç, марафон пухмачне пуянлатма хутшăнчĕç.
Тĕмерти вăтам шкулта вĕренекенсем, садик ачисем, культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем, Тăвайри искусствăсен шкулне çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Уяв хыççăн шкулти спортзалра волейбол турнирĕ иртрĕ. Хумышев ЯХПК ертÿçи С.Хумышев спонсорла пулăшу панă командăсене хавхалантарма.
Пирĕн чĕресен ăшши, чунсен ырлăхĕ пĕчĕк çынсен тĕнчине телейлĕрех, хаваслăрах тума май панине пурте асра тытар, “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафона пурте хутшăнар. Çакнашкал мероприяти малашне районти кашни ял тăрăхĕнчех иртет, пуш уйăхĕн вĕçĕнче марафон Тăвайри культурăпа кану центрĕнче вĕçленет.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Тĕмерти ача садĕнче тепĕр ушкăн уçнă самантра.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика