Чăваш Енĕн хисеплĕ çыннисем! Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче эпир сирĕнпе Раççей Президентне суйлама суйлав участокĕсене пыратпăр. Пирĕн пурин те хамăршăн çăмăлах мар йышăну тума тивет. Çавна май эпĕ чăваш халăхĕ яланхиллех лайăх шухăшласа тата яваплăха туйса ăслă йышăну тăвасса шанатăп.
Сире эпĕ республикăн социаллă пурнăçĕпе экономики аталанăвĕшĕн яваплă пулса тăракан пуçлăх пек çеç мар, аслă çĕр-шывăмăра çирĕплĕх тата чечекленÿ сунакан ахаль гражданин пек те чĕнсе калас тетĕп. Раççейпе Чăваш Ене эсир те çавнах сунни пирки пачах та иккĕленместĕп.
Хамăр пуласлăха палăртиччен, атьăр-ха, каялла çаврăнса пăхар, юлашки 10 çул хушшинче мĕн-мĕн тунине ытлашши хĕрсе каймасăр, лăпкăн кăна тишкерсе тухар.
XXI ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне çĕр-шывăмăр саланса каяс патне çитнĕччĕ – ку чăн пулăм, ăна хирĕçлеймĕн. Шăпах 2000-мĕш çултан пуçласа 2012 çул тĕлне патшалăхăн çирĕп тытăмне туса хума, сепаратизм хăрушлăхне сирсе яма, йĕркеленсе преступлени тăвассине çĕнтерме, малашнехи аталанăвăн уçăмлă стратегине палăртса хума май çитернĕ. Ку вăл – питĕ пысăк çитĕнÿ.
Эпĕ хамăн статьяна тĕрлĕ цифрăсемпе чыхса тултарас тата макроэкономика кăтартăвĕсемпе усă курса сире республика малалла шанчăклăн утнине ĕнентерес теместĕп. Куçа савăнтаракан статистика отчечĕ – пĕртен-пĕр тĕллев мар. Чи кирли – граждансен пурнăçĕ чăнласах лайăхланни. Çавна май экономика ÿсĕмĕ те, инвестици активлăхĕ те, социаллă пулăшăвăн виçисем ÿсни те, медицина, вĕренÿ енĕпе паракан пулăшусен пахалăхĕ лайăхланни те, тата паянхи влаç органĕсем тăвакан ытти нумай япала – Чăваш Енре пурăнакан çынсен пурнăç шайне ÿстерме пулăшакан ĕç хатĕрĕсем кăна пулса тăраççĕ.
2000 ÇУЛТА РЕСПУБЛИКА ПРОМЫШЛЕННОÇĔ умĕнче калама та çук кăткăс тĕллев тăратчĕ. Аталаннă çĕр-шывсенчен техника аталанăвĕ енĕпе юлса пынине кĕске вăхăт хушшинчех пĕтермеллеччĕ, производствăна çĕнетмеллеччĕ, ĕç тухăçлăхне палăрмаллах ÿстермеллеччĕ тата продукци пахалăхне кирлĕ шая çĕклемеллеччĕ. Çакна тăваймасан пирĕн предприятисем рынок условийĕсенче конкурентлă пулайман пулĕччĕç.
Эпир чылай ĕç тума пултартăмăр. Республикăри машинăсем тăвакан чи пысăк предприятисем хăйсен вăй-хăватне сыхласа хăварма пултарчĕç кăна мар, малалла та кал-кал аталанаççĕ. Производствăсенче çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕ, продукци пахалăхĕ – тĕнче шайĕнче. Тĕслĕхе, 2000-мĕш çулта пирĕн тĕнчери пахалăх стандарчĕсене тивĕçтерекен пилĕк организаци пулнă, халĕ вара вĕсен шучĕ ик çĕре яхăн.
Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра пысăк технологиллĕ çĕнĕ пред¬приятисем хута кайнă, вĕсем вуншар миллиард тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Çĕнĕ Шупашкарта часах «Хĕвел» фирмăн хĕвел батарейисене туса кăларакан завод хута каймалла. 2020 çулччен кăна Чăваш Енре 95 инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртса хунă, асăннă проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ 403 миллиард тенкĕ ытла. Ку вăл 35 пине яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ, çав шутран пĕрре виççĕмĕш пайĕ – пысăк технологиллĕ предприятисенче.
Пирĕн республика монохуласене пулăшу парас енĕпе пурнăçланакан Раççейри пилот проектне хутшăнать. Хальлĕхе унта Раççейри 50 хула хутшăнать, çав шутра Чăваш Енрен тÿрех икĕ хула – Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр, вĕсем хăйсен малашнехи аталанăвĕ валли федераци бюджетĕнчен çĕршер миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Черетре Канаш, Çĕмĕрле, Етĕрне тата Сĕнтĕрвăрри хулисем.
ЭПИР ХАМĂРĂН ЯЛСЕНЕ СЫХЛАСА ХĂВАРТĂМĂР. Çĕр-шыва пĕртен-пĕр партин генеральнăй секретарĕсем тата Тĕп Комитечĕн политбюровĕ ертсе пынă çулсенче тĕрлĕ съездра тата пленумра «ялпа хула хушшинчи уйрăмлăха пĕтересси» пирки калаçма юрататчĕç. Анчах та çав уйрăмлăхсем мар, çĕр пичĕ çинчен чылай ял ĕмĕрлĕхех çухалчĕ.
Халĕ вара çак юлашки 10-12 çул хушшинче пирĕн республикăра мĕн-мĕн пулса иртнине куç умне кăларар. Чăваш Ен картти çинчен халăх пурăнакан пĕр вырăн та çухалман, вĕсенчен кашнин патнех «кăвак çулăм» илсе çитернĕ, çулсем хывнă. Çаксем пурте питĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ улшăнусем шутланаççĕ, ун пирки ĕлĕкрех ĕмĕтленме кăна пултарнă, çитменнине çав çĕнĕлĕхсене пурне те ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе пурнăçа кĕртнĕ.
Агропромышленноç комплексĕ пирки, 90-мĕш çулсенчи евĕр, «тĕпсĕр шăтăк» тесе калама пăрахрĕç, ăна аталантарасси приоритетлă наци проекчĕ пулса тăчĕ. 2006 çултан пуçласа 2011 çулхи тапхăрта Чăваш Енри çĕр ĕçченĕсене пулăшма федераци тата республика бюджечĕсенчен 10 миллиарда яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă, отрасль аталанăвне тĕрлĕ финанс çăл куçĕнчен хывнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле хисепĕ вара 30 миллиард яхăн тенкĕпе танлашнă. Çитменнине тата шăпах юлашки çулсенче яла халиччен пулман пулăшу кÿреççĕ.
Тепĕр, питех те пĕлтерĕшлĕ тĕллев – ял пурнăçне çамрăксемшĕн илĕртÿллĕ тăвасси. Çакăн валли çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене çуртăн шутласа палăртакан хакĕнчен тăкаксен 70 процентне саплаштаратпăр. Ку программăпа 1200 çын усă курнă та ĕнтĕ.
Çамрăк врачсене ял çĕрĕнче ĕçлеме явăçтарас шутпа çĕр-шыв Правительствин Председателĕ Владимир Путин «Земски тухтăр» ятлă проект сĕнчĕ. 2011-2012 çулсенче аслă шкул пĕтернĕ хыççăн яла ĕçлеме килекен 35 çулчченхи медицина ĕçченĕсем 1 миллион тенкĕлĕх пĕр хутчен паракан тÿлев илеççĕ. Чăваш Енре вара ялти çамрăк тухтăрсене ипотека енĕпе процентсем тÿленипе пулакан тăкаксен пĕр пайне саплаштарса та пулăшаççĕ. Çапла майпа пысăк ăсталăхлă специалистсем ялта юлса хăйсен пурнăçне майлаштарса яма пултараççĕ.
ЧĂВАШ ЕНРЕ ДЕМОГРАФИ ЛАРУ-ТĂРĂВĔ ЛАЙĂХЛАННĂ.
2011 çулта, 2000 çулхи кăтартупа танлаштарсан, пирĕн 1,4 хут ытларах ача çуралнă. Çак ырă улшăну та Владимир Путин тунă пуçарусемпе, сăмахран, амăшĕн капиталĕ çинчен калакан федераци саккунĕпе çыхăннă. 2012 çулта амăшĕн капиталĕн сумми 387 пин те 640 тенкĕ те 30 пуспа танлашать. Килĕшетĕр-и – çемьешĕн çакă палăрмаллах пысăк пулăшу! Чăваш Енре эпир ку енĕпе тата тепĕр утăм турăмăр, çавна май халĕ 2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çут тĕнчене килекен (усрава илекен) виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача¬семшĕн вĕсен ашшĕ-амăшне республика бюджетĕнчен тата 100 пин тенкĕ хушма укçа уйăрса параççĕ.
Унсăр пуçне, хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма çамрăк çемьесене патшалăх пурăнмалли çуртăн шутласа палăртакан хакĕн 30-35 проценчĕпе танлашакан социаллă тÿлев парса пулăшать. Пĕр ачаллă çемьешĕн çавнашкал пулăшăвăн вăтам виçи 495 пин тенкĕпе танлашать. Ман указпа килĕшÿллĕн тата Чăваш Енре çамрăк çемьесене ипотека кредичĕсемпе усă курнăшăн процентсем тÿленипе пулакан тăкаксене кредит договорне тунă кунран пуçласа 10 çул хушши таран çулталăкри 4 процент виçепе республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Урăхла каласан, кивçен илекеншĕн процент ставки потребитель кредичĕн рынокĕнчи хакран икĕ хут йÿнĕрех пулса тухать.
Йывăрлă хĕрарăмсене тата тин çуралнă ачасене пысăк шайри ятарлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернине пула пирĕн тин çуралнă ачасем вилеслĕхĕн кăтартăвĕ Раççей Федерацийĕнчи регионсен хуш¬шинче чи пĕчĕкки – 1000 ача пуçне 3,5 пепке. Чăваш Енре юлашки 10 çул хушшинче пĕтĕмпе сывлăх сыхлавĕн 60 ытла объектне хута янă, çав шутра икĕ теçеткене яхăн хальхи йышши диагностика тата сиплев центрĕ.
Спортпа туслашма хăтлă майсем туса хунă. Ултă çул хушшинче республикăри районсенче физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли хальхи йышши 22 комплекс хута янă. Çавнашкал тата виçĕ комплекс Чăваш Ен тĕп хулинче çĕкленсе ларĕ, унта, вĕсемсĕр пуçне икĕ катоклă Пăр керменне тума тытăннă. Республикăра пурăнакан çынсен вăтăр процентне яхăн йышĕ спортпа кăсăкланать, урăхла каласан, хăйĕн сывлăхне çирĕплетессишĕн, эппин, пурнăçне тăсассишĕн çине тăрать.
Çак ĕçсем ырă çимĕç кÿчĕç – халăх хăй халлĕн вилесси 4,8 хут чакрĕ (1000 çын пуçне – 2,9-тан пуçласа – 0,6 çити) – эпир халиччен тунă çитĕнÿпе лăпланса ларма шутламастпăр.
ЧĂВАШ ЕН ПРАВИТЕЛЬСТВИ СОЦИАЛЛĂ ПУЛĂШУСЕН КАЛĂПĂШНЕ ТĂТĂШАХ ŸСТЕРСЕ ПЫРАТЬ.
Чăваш Енре пурăнакансем, 40 çултан сахал мар ĕç стажĕллĕ хĕрарăмсем тата ĕç стажĕ 45 çулпа танлашакан арçынсем, 2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Ĕç ветеранĕ» ят илме ирĕк илчĕç. Унашкаллисем пĕтĕмпе 26 пин çын ытла, вĕсенчен вунă пинĕшне яхăн ветеран удостоверенине панă. Чăваш Республикинче кашни ĕç ветеранĕ республика бюджетĕнчен уйăхсерен 980 тенкĕ виçепе паракан тÿлеве тата стационарлă телефонпа, телевиденин коллективлă антеннипе тата радиопа усă курнăшăн тÿлеме 50 процент саплаштару укçине – çулталăкне вăтамран 13 800 тенкĕ – илсе тăрать.
Çулталăк пуçламăшĕнчен тытăнса ача сачĕсенчи воспитательсен, шкулчченхи вĕренÿ ушкăнĕсемпе ĕçлекен педагогсен, культура тата спорт ĕçченĕсен ĕç тÿлевĕн шайĕ 15 процент ÿсрĕ. 2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа социаллă ĕçченсен ĕç укçине те 15 процент ÿстернĕ. Майĕпен, ан тив тÿрех ан пултăр, эпир сахал ĕç укçи илекен бюджет ĕçченĕсен ĕç укçине сахалтан та экономикăри вăтам ĕç укçи шайне çити ÿстеретпĕр.
Хаклă ентешĕмĕрсем! Паллах, Раççей тата Чăваш Ен умĕнче чылай татса паман ыйту тăрать. Пирĕн ума тухса тăракан мĕн пур çивĕч ыйтăва тата йĕркесĕрлĕхе пĕр статья калăпĕпе палăртма май та çук. Эпĕ республикăра пурăнакансем влаç органĕсем тĕлĕшпе тăратакан претензисемпе пĕтĕмпех килĕшетĕп. Çав шутра ача сачĕсем çитменнипе те, пурăнмалли çурт-йĕр рынокĕнче хаксем пысăк пулнипе те, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче ертсе пыракан компанисем çителĕксĕр ĕçленипе те, тĕрлĕрен тавар хакĕсем нимле витĕмлĕ сăлтавсăрах сасартăк ÿссе кайнипе те, тÿресен сÿрĕклĕхĕпе мăранлăхĕпе тата сĕмсĕрлĕхĕпе те, хăш чухне тата вĕсем хăйсен пайтишĕн кăна ĕçленипе те. Çаксене пытараймастăн, вĕсем пурте пур.
Анчах та асăннă çитменлĕхсенчен хăтăлма Раççее вăйлă влаç тата вăхăт кирлĕ. Раççей – çамрăк çĕр-шыв, вăл хăйĕн патшалăхлăхне йĕркелет кăна-ха. Çавăнпа та паян, темле пулсан та, «пăтранчăк вăхăта» – ĕç тăвакан влаç вăйсăр, общество кăмăл-сипет хаклăхĕ хăвăрт чакса кайнине пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ, экономикăна дефолтсемпе «хура ытлари кунсем» кисрентернĕ, Раççейре пурăнакансен тупăшĕсем тата халиччен пухса пынă укçи-тенки пĕр кун хушшинчех темиçе хутчен йÿнелсе ларнă, ĕçлекенсене темиçешер уйăх ĕç укçи тÿлемен, пенсисемпе социаллă пособисене вăхăтра паман вăхăта – каялла таврăнма памалла мар!
Чăваш Енре пурăнакансенчен ытларахăшĕ çирĕплĕх палăртакан çул-йĕре тата эволюциллĕ аталанăва кăмăлласа йышăннине эпĕ лайăх пĕлетĕп. Акă, тĕслĕхе, Шупашкарта пурăнакан Руфина Яковлевна Малеева пенсионерка çырăвне илсе пăхар: «Иртнĕ вăхăтпа танлаштарсан, халĕ чухăнлăх пачах та палăрмасть. Ялти çуртсенче çемçе сĕтел-пукан, кавирсем, ют çĕр-шывра туса кăларнă телевизорсемпе компьютерсем, картишсенче – харпăр хăйĕн транспорчĕ. Çурчĕсем те е çĕнĕ, е вĕсене юсаса çĕнетнĕ, килсенче газ çунать, вĕсене шыв кĕртнĕ, яла çитиччен çĕнĕ çул хывнă. Пенси параççĕ, лавккасенче апат-çимĕç çителĕклĕ. Ку пĕртен-пĕр тĕслĕх мар, лайăх палăракан çавнашкал ырă туртăм. Хулара пурăнакансем ют çĕр-шыв машинисене туянаççĕ, хваттерĕсене евроюсав тăваççĕ, чикĕ леш енне канма çÿреççĕ. Çакă пĕтĕмпех юлашки 10-12 çул хушшинче пулса иртрĕ. Кун пекки хăçан пулнă. Çынсем вăхăта арпаштарса янă. Совет влаçĕн юлашки тапхăрне куç умне кăларар-ха – лавккасенчи пушă çÿлĕксем, талонсем. Нивушлĕ пире тата тепĕр çĕн йĕркелÿ, харкашу тата ăнланманлăх кирлĕ. Пирĕн патра ĕмĕрхи идеологи кĕрешĕвĕ пырать. Пурнăçа хăтлăрах тăвассишĕн мар, камăн-тăр идейисене çирĕплетессишĕн».
Чăваш Енĕн нумай нациллĕ халăхĕ унчченхи синкерсене каялла тавăрас шухăш-кăмăллă пулманнине çирĕппĕн шанса тăратăп. Раççее çĕр-шывра пурăнакан кашни çын интересĕсенех хÿтĕлеме пултаракан ятлă-сумлă, ăслă та вăйлă лидер кирлĕ. Çĕр-шывăмăрăн малашнехи аталанăвĕ çакăнтан килет. Чăваш Ен вăйлă экономикăшăн, çирĕплĕхшĕн тата йĕркешĕн, хамăр ачасен телейлĕ пуласлăхĕшĕн! Эпĕ сирĕн пулăшăвăр çине шанатăп! Пĕрле, çине тăрса ĕçлесен тата хамăр вăя шансан – тем тесен те çитĕнÿ тăватпăрах!
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ. |