Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районăн 2011 çулхи экономикипе социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2012 çулхи тĕллевсем

26 января 2012 г.

Хисеплĕ Михаил Васильевич!
Хисеплĕ ĕçтешсем тата чĕннĕ çынсем!
Шăп çулталăк каялла эпир çак йышпа 2010 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕччĕ тата 2011 çулшăн тĕллевсем палăртнăччĕ. Çулталăк хыççăн хамăр тунă ĕçсене критикăлла хак пама, çĕнĕ ориентирсем палăртма вăхăт çитрĕ. Умри тĕллевсене вара республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырури пек “Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн” тăрăшассипе çыхăнтармалла. Пирĕн умри тĕп тĕллев – çынсен пурнăçне лайăхлатасси.
Иртнĕ çул тĕллевĕсене тишкерес тĕк, çакна калама пулать. Район экономики пур енĕпе те ăнăçлă аталанса пынă.
Финанссем тата бюджет пурнăçланни
Районăн 2011 çулхи пĕрлехи бюджечĕн пурнăçланăвĕ тупăшсен енĕпе 200525 пин, тăкаксен енĕпе 203777 пин тенкĕ. Дефицит – 3252 пин тенкĕ. Çав шутра налогсемпе налог мар тупăшсем бюджета 41799,2 пин тенкĕ (102,3 процент) пырса кĕнĕ. Республика бюджетĕнчен тата ытти шайри бюджетсенчен пĕрлехи бюджета пырса кĕнĕ укçа-тенкĕ калăпăшĕ 158725,9 пин тенкĕ (90 процент) шутланать. 2011 çулта çынсене юхăннă çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçарма палăртнă субсидисем (16960,6 пин тенкĕ) вăхăтра пырса кĕмен. 2012 çулта район бюджечĕ умĕнче тăракан тĕп задача - тăкаклама палăртнă обязательствăсене, уйрăмах социаллă сферăра, пурне те пурнăçламалла. Бюджета налогсем тата налог мар тупăшсем пырса кĕмелли плана пурнăçа кĕртессипе, тăкаксене чакарассипе, бюджет укçи-тенкипе пур çĕрте те перекетлĕ пулма тăрăшмалла. Бюджетри пĕр пус та уссăр ан тăккалантăр. Çакна эпир çирĕп контрольте тытăпăр. Иртнĕ çул финанс йĕркисене пăснă тĕс-лĕхсемшĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулнă икĕ çынна уголовнăй йĕркепе явап тыттарнă.
Экономикăпа промышленность аталанăвĕ
2011 çулта районти тĕп предприятисем тавар туса кăларнă, ĕçе пурнăçланă тата услугăсем панин калăпăшĕ 338 млн. та 986 пин тенкĕпе танлашать (104,8 процент). Пурнăçланă ĕçсен калăпăшне “Буяново” ОООра 100 ытла, “Дорстройра” 80, “Акконд-агрора” 41 ытла процент ÿстерме пултарнă. “Тăвай кооперативĕ” потребобщество хăйĕн продукцине умĕнхи çулхинчен 5,8 млн. тенкĕ чухлĕ ытларах туса кăларнă. Пĕтĕмпе вăл 30 млн. та 769 пин тенкĕпе танлашнă. Ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕ танлаштаруллă хаксемпе 203,4 млн. тенкĕпе танлашнă (113,5 процент). Вак предпринимательлĕх шутланман организацисем халăха 51,1 млн. тенкĕлĕх пулăшу панă (108,1 процент). Организацисенчи уйăхри вăтам ĕç укçи 7,6 процент ÿснĕ, 10051 тенкĕпе танлашнă.
Ĕç рынокĕнчи тĕп кăтартусем
Пĕлтĕр ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса 837 çын пынă. 2012 çул пуçламăшĕнче центр 42 çынна ĕçсĕр тесе регистрациленĕ (умĕнхи çулхи çав тапхăрта – 171). Вакансисен банкĕнче 68 ĕç вырăнĕ пур. Ĕçсĕрлĕх шайĕ районта ĕçлеме пултаракан халăх хисепĕн 0,4 проценчĕ чухлĕ шутланать, умĕнхи çулта – 1,6 процент).
Вак предпринимательлĕх
Вак тата вăтам предпринимательлĕх район экономикине хывакан тÿпе ÿссех пырать. Вăл кăларакан продукци, тăвакан ĕçсемпе услугăсем панин калăпăшĕ ÿсет, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнипе вĕсен ассортименчĕ тата пахалăхĕ лайăхланать. Пур шайри бюджетсене вак тата вăтам бизнесран налог ытларах та ытларах пырса кĕрет.
Районта вак предпринимательлĕхĕн 429 субъекчĕ шутланать, вĕсенчен 65-ĕшĕ – пĕчĕк предприяти тата 364 уйрăм предприниматель. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вак предприятисенче 860 çын ĕçленĕ, умĕнхи çулхи тапхăртинчен 6 процент пысăкрах. 2011 çулта вак предприятисем тавар туса кăларнин, ĕçсем пурнăçланин тата услугăсем панин калăпăшĕ 392,3 млн. тенкĕпе (118,4 процент) танлашнă.
Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарса пыма условисем туса памалла, патшалăх тата муниципалитет енчен пулăшу памалли механизмсене лайăхлатмалла.
Юлашки çулсенче пуçласа районти 2 предприниматель хăйсен бизнесне аталантарма грант урлă 300-шер пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илчĕç. Унсăр пуçне район пуçласа тепĕр икĕ предпринимателе 60 пин тенкĕ уйăрса панă. Çак проектсене пурнăçа кĕртни тепĕр 11 хушма ĕç вырăнĕ тума май парать.
Иртнĕ çул патшалăх халăха ĕçе вырнаçтаракан центр урлă 76 ĕçсĕр çынна харпăр хăй ĕçне йĕркелесе яма кашнине 58,8 пин тенкĕ укçа парса пулăшнă.
Пĕчĕк бизнесри уйăхри вăтам ĕç укçи 8237,9 тенкĕпе танлашнă (2010 çулхи çав тапхăртинчен 12,3 процент пысăкрах).
Çавах та вак предпринимательлĕх районта кирлĕ хăвăртлăхпа аталанаймасть, çак ĕçре хăш-пĕр чăрмавсем пур.
2012 çулта районта тимĕр-бетон карта, тротуар сармалли плиткăсем тăвакан цех, автомойка, автосервис, теплицăсем уçма пăхнă. Предпринимательлĕх субъекчĕсене информаципе, консультаци пулăшăвĕпе тивĕçтермелле, грантсем çĕнсе илмелли конкурссене хутшăнас ĕçре пулăшмалла, уйрăмах çак ĕçе пуçăнакансене, çынсене бизнесра ĕçлеме хатĕрлемелле.
Муниципаллă пурлăха тытса тăрасси
Иртнĕ çул аукционсенче куçман пурлăхăн 12 объектне 2 млн. та 38 пин тенкĕлĕх сутнă (115 процент). Муниципаллă харпăрлăха тытса пынинчен 5929,422 пин тенкĕ (105 процент) пырса кĕнĕ.
2012 çулта приватизацин прогноз планне куçман пурлăхăн тепĕр 12 объектне кĕртнĕ. Аукцион урлă сутмалли куçман пурлăх объекчĕсем юлман ĕнтĕ, çавна май пысăк тупăшсем кĕрессе кĕтме çук.
Районти ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксем çинче 10361 çыннăн çĕр пайĕсем пур. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 20085 га. Пĕтĕмпе пай харпăрлăхĕн правине 3809 çын (7997 га) регистрацилеттернĕ. Ку вăл çĕр пайĕ пама ыйтнă çынсен 66,74 (çĕр пайĕ пур 5707 çынна – 11062 га) е пĕтĕмĕшле пай пуррисен 40 проценчĕ. Çĕр пайне харпăрлăха куçармалли ĕçе кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Çавăнпа та васкарах тата тĕплĕнрех ĕçлемелле.
Патшалăх шучĕпе сутăн илни
2011 çулта патшалăх тата муниципалитет нушисем валли тавар тăратма, ĕçсем пурнăçлама тата услугăсем пама 80918 пин тенкĕлĕх 583 заказ вырнаçтарнă. Çав шутра: уçă аукционсемпе конкурссем ирттерсе 35208 пин тенкĕлĕх 41 килĕшÿ тунă (килĕшÿсен пĕтĕмĕшле хакĕн 43,58 проценчĕ); котировка урлă 3867 пин тенкĕлĕх 20 контракт çырнă; торги ирттермесĕр пĕртен-пĕр çăл куçран туянма 22609 пин тенкĕлĕх 102 контракт тунă; пысăк мар калăпăшлă 420 килĕшĕвĕн пĕтĕмĕшле сумми 19230 пин (23,73 процент) тенкĕпе танлашать. Котировкăсемпе торгисенче муниципаллă заказсем вырнаçтарнин бюджетри эффективлăхĕ 4,28 процент шутланать (1749 пин тенкĕ).
2012 çулта пурнăçламалли ĕçсем
–заказсене вырнаçтарас ĕçе электронлă торгисем урлă вăйлатмалла;
–учрежденисен заказсем вырнаçтарас ĕçне çирĕп контроллемелле;
–социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсем туяннă чухне мониторинг йĕркелесе хаксене куллен контрольте тытмалла.
Ял хуçалăхĕ
Пĕтĕмĕшле илес тĕк, ял хуçалăхĕшĕн иртнĕ çул çăмăл пулчĕ теме çук, мĕншĕн тесен умĕнхи типĕ çул кÿнĕ йывăрлăхсене сирсе пыма тиврĕ. Патшалăх пулăшнипе кăна вăхăтра вăрлăх, удобренисемпе ытти ресурссем туянса юлма пултартăмăр.
Пĕлтĕр пур йышши хуçалăхсенче пĕтĕмпе 20 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ, пĕрчĕллĕ тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ гектартан 20,5 ц тухнă, “Акконд–агро фирмăра” – 24,4 ц. “Дружба”, “Чутеевский”, “Шимкусский” хуçалăхсем те гектартан 23 ытла ц тĕш тырă пухса кĕртнĕ. “Новый путь”, “Красная Чувашия” хуçалăхсен вара тухăç 15 центнертан та пĕчĕкрех. Çĕр улми пĕтĕмпе 16,6 пин тонна пухса илнĕ, вăтам тухăç – 106,7 ц. Пахча çимĕç гектартан 213 ц тухнă. Выльăх апачĕ çителĕксĕррипе 2010 çулта ăна республика тулашĕнчен кÿрсе килме тивнĕ. Апат çителĕксĕррине пула сĕт, аш-какай туса илесси чакнă.
Пĕлтĕр вара кашни условнăй выльăх пуçне 38,6 ц апат единици хатĕрленĕ. Оперативлă даннăйсем тăрăх пур йышши хуçалăхсем 19,5 пин т сĕт (102,3 процент) суса илнĕ. Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче сăвăм 5974, “Акконд–агро фирмăра” 5314 килогрампа танлашнă. 6 хуçалăхра сăвăм 4000 килограмран иртнĕ. “Новый путь” ЯХПК сĕт туса илессине 32,8, “Победа” общество 27 процент чакарнă. Умĕнхи çулпа танлаштарсан, пур йышши хуçалăхра чĕрĕ виçепе 3171,1 т (101,8 процент) аш туса илнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче аш туса илесси 93 процент кăна пулнă.
Иртнĕ хĕл апат çителĕксĕррине пăхмасăр районта мăйракаллă шултра выльăх йышне упраса хăварма кăна мар, ÿстерме те пултарнă. Ку енĕпе Чăваш Республикин Правительстви хуçалăхсене выльăх апачĕ туянма 17,3 млн. тенкĕ уйăрса пани питĕ вăхăтлă тата вырăнлă пулнă.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх йышĕ мĕн пур йышши хуçалăхра 9403 пуç (102,5 процент) шутланать, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче 1,2 процент ытларах (2848 пуç). Сăвакан ĕнесен йышĕ 4587 (102 процент), ял хуçалăх предприятийĕсенче – 1506 пуç (103 процент).
Çав вăхăтрах пур йышши хуçалăхра та сыснасен йышĕ 68 процента çити анса ларнă (4245 пуç), сурăхсен йышĕ ÿснĕ.
Шел пулин те сухаланмасăр выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксене çĕр çаврăнăшне кĕртмелли тĕллеве иртнĕ çул пурнăçлаймарăмăр. Кăçал 531 гектар лаптăка ака çаврăнăшне кĕртмелле.
Иртнĕ çул тĕрлĕ шайри бюджетсенчен ял хуçалăхне аталантарма 71 млн. тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ панă. 28,8 млн. тенкĕлĕх ял хуçалăх техникипе оборудованисем туяннă. Икĕ фермер панкрута тухнă хуçалăхсене аталантарассине хăйсем çине илчĕç: А.Моряков “Луч”, Б.Бикинин “Буяновский” ЯХПКсене.
Кăçал “Чутеевский” ЯХПКра ĕне выльăх самăртмалли витене, “Дорстрой-агрора” ĕне фермине реконструкцилессине вĕçлесе пушмак пăрусем туянмалла, Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче 200 пуç ĕне вити тумалла. А.Федоров хресчен фермер хуçалăхĕнче 500 т çĕр улми вырнаçмалăх хранилищĕне ĕçе кĕртмелле. О.Восторгин хресчен фермер хуçалăхĕнче 500 пуç валли сурăх ферми тума палăртнă. Вăлах “Ялти усадьба” туризм бази валли проект хатĕрленĕ. Çаксем пурте çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума май параççĕ.
Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем умĕнче паян выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тата çуракине хатĕрленсе йĕркеллĕ ирттерсе ярас тĕп задачăсем тăраççĕ. Çурхи культурăсене 13348 га çинче акса-лартса хăвармалла (119 процент), çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене – 9236 га.
Строительство, электричествăпа тивĕçтересси тата çул-йĕр хуçалăхĕ
Иртнĕ çул пур йышши укçа-тенкĕ çăлкуçĕсемпе усă курса 10902 тăв. метр пурăнмалли лаптăка ĕçе кĕртнĕ. 6 çын çурт-йĕр тума, 4 çамрăк специалист хваттер туянма социаллă тÿлевсем илнĕ. 38 çамрăк çемьене çурт-йĕр çавăрма е хваттер туянма социаллă тÿлевсем пĕтĕмпе 15112,65 пин тенкĕ панă. Унсăр пуçне 1 тăлăха хваттерпе тивĕçтернĕ. 33 çемьене япăхса çитнĕ хваттерсенчен çĕнĕ хваттерсене куçарнă. Тепĕр 91 çын хваттер условийĕсене лайăхлатма пултарать. Çав тĕллевпе 24,229 млн. тенкĕ уйăрнă.
Çĕнĕ Пуянкасси тата Тăрмăш ял тăрăхĕсенче компактлă строительство шучĕпе 6,42 тата 1,385 млн. тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă.
2012 çулхи тĕллевсем:
–11 пин тăв. метртан кая мар пурăнмалли çурт-йĕр ĕçе кĕртмелле;
–Тăвай ялĕнче 23,3 га çĕр лаптăкне алла илсе çывăх 3 çулта унта нумай хваттерлĕ 6 çурт, ясли-сад, ял хуçалăх рынокĕ, суту-илÿпе йăла тивĕçтерĕвĕн объекчĕсене ĕçе кĕртмелле;
–Тăвайăн кăнтăр-хĕвеланăç енче ял хĕррипе 3,6 км асфальт çулпа тимĕр-бетон кĕпер тума проект хатĕрлемелле.
Обществăлла инфратытăм тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх
Тăвай ялĕнче нумай хваттерлĕ 71 çурт (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 50,4 пин тăв. метр). Иртнĕ çулхи май уйăхĕнченпе ăна “Управляющая компания Янтиковская” ООО тивĕçтерет. Ума лартнă тĕллевсене (ăшă трассине, шыв пăрăхĕсемпе канализаци сечĕсене, çумăр яракан çуртсен çивиттийĕсене юсасси, çулленхи юсав т. ыт.те) пĕтĕмпех пурнăçланă. Çав шутрах тарифсене те ÿсме паман. Управляющи компанин çĕнĕ парăмсем çук, киввине – унчченхи компанирен юлнă 652 пин тенкĕне – хутмалли сезон вĕçлениччен тÿлесе татасшăн.
Пĕлтĕр нумай хваттерлĕ 9 çуртра пурăнакансем хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтасси çине куçрĕç. Унсăр пуçне 8 учреждение çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла тунă.
Кăçалхи тĕллевсем:
–нумай хваттерлĕ 23 çуртра хваттерсене харпăр хăй шутĕнчен ăшăпа тивĕçтересси çине куçарасси. Çавăн хыççăн пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнче муниципалитет котельнăйĕсем юлмаççĕ.
–нумай хваттерлĕ 10 çуртра тĕп юсав тăвасси, кварталсен картишĕсене йĕркене кĕртесси (асфальт сарасси, машинăсем лартмалли вырăнсем, вăйă площадкисем тăвасси, харпăр хăй ирĕкĕпе лартнă хуралтăсене пăсасси т.ыт.те).
Мăшкăлтăк шывсене биологилле майпа тасатакан сооружение тĕпрен юсамалла.
Ял тăрăхĕсенче çак ĕçсене пурнăçланă:
–43 тараса чавнă;
–ялсенчи пур пек çăлсене тасатса тирпейленĕ, хăтлăлатнă;
–12 кĕпере тĕпрен юсанă;
–4,8 км çула вак чул тăкса çирĕплетнĕ;
–5 культура учрежденине газификациленĕ;
– Сăхăтпуçĕнчи, Чÿкçырминчи, Çăлпуçĕнчи, Киччĕри клубсене çутçанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла тунă;
–тепĕр 200 ытла точкăна çутăпа тивĕçтернĕ;
–Тăвай ялĕнче 3 сквер туса тирпей-илем кĕртнĕ;
–çÿп-çап пуçтарма тепĕр 120 контейнер вырнаçтарнă.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çак задачăсене тимлĕхрен кăлармалла мар: пур пек шыв пăрăхĕсен сечĕсене юсаса тăрса упраса хăварасси; урамсенче тарасасем чавтарасси, кÿлĕсене тасаттарасси, урамсене тивĕçлĕ шайра тытса, çĕрлехи вăхăтра çутăпа тивĕçтерсе тăрасси. Пур ĕçе те халăх кăмăлне тивĕçтермелле тумалла.
Вĕрентÿ, çамрăксен политики тата вăй-хал культури
1–6,5 çулхи ачасен 66,3 проценчĕ шкул çулĕнчи мар ачасен учрежденине çÿрет (республикăри яллă районсенчи вăтам кăтарту – 47,5 процент). Иртнĕ çулхи декабрьте садик черетĕнче 170 ача шутланнă. Пĕлтĕр Тушкилте 75 вырăнлă садике тĕпрен юсанă хыççăн уçнă.
Районти 10 вăтам шкулта 1910 ача вĕренет. Пур шкул та лицензипе ĕçлет, аккредитаци тухнă, пурин те энергопаспорт пур. Октябрь-декабрь уйăхĕсенче вĕрентекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 14785, 2011 çулшăн 11241 тенкĕпе танлашнă. Шкулсен çурчĕсене юсама 4 млн. ытла тенкĕ уйăрнă, çав шутран 3 миллионне – компактлă строительство шучĕпе. Пĕлтĕр сентябрьтен хушма вĕрентÿ системинче çĕнĕрен искусство шкулне уçнă. Пултаруллă çамрăксене адреслă пулăшу пани пĕлтерĕшлĕ. 9 çын район администрацийĕн пуçлăхĕн, 13 çын республика Пуçлăхĕн, 1 çын РФ Президенчĕн премийĕсене тивĕçнĕ.
Районта куллен физкультурăпа тата спортпа туслисен йышĕ, спортпа çыхăннă массăллă мероприятисен хисепĕ ÿссе пырать. Пĕлтĕр Тăвайра Чăваш Республики тата “Единая Россия” политика партийĕ пулăшнипе физкультурăпа спорт комплексĕ тума тытăннă. Кăçал Республика кунĕ тĕлне ăна ĕçе кĕртме пăхнă.
Кăçалхи приоритетлă задачăсем:
вĕрентÿ учрежденийĕсен çурчĕсене тĕпрен юсама 3 млн. тенкĕрен кая мар уйăрмалла;
тăлăх ачасен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатса пырассипе тĕллевлĕ ĕçлемелле, опекăри е попечительствăри çул çитмен граждансен пурлăхне упрассине çирĕп контрольте тытмалла;
çамрăк специалистсене ĕçпе тивĕçтерме, вĕсене тĕрлĕ майпа хавхалантарма тăрăшмалла (вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕн системисен çамрăк специалисчĕсем валли муниципалитетăн 3 служба хваттерĕ хатĕр);
Тăвай ялĕнче 160 вырăнлă çĕнĕ садик, Мучарта 140 вырăнлă шкул çурчĕсен проекчĕсене тăвас ĕçсене вĕçлесси.
Тăвайри тĕп стадиона реконструкцилесси.
Социаллă хÿтлĕх
Районта 8 пине яхăн çын тĕрлĕ социаллă тÿлевсем илсе тăрать. Иртнĕ çул пĕтĕмĕшле социаллă пулăшу пама районĕпе 68,1 млн. тенкĕ тăкакланă. Вăрçă ветеранĕсемпе вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсене, вăрçăра пуç хунă салтак арăмĕсене хваттер туянма е çурт-йĕр çавăрма 53,2 млн. тенкĕ укçа тÿлевĕ илме 58 свидетельство панă. Чăваш Республикин Президенчĕн иртнĕ çулхи Указĕ тăрăх, ĕç стажĕ пысăк çынсене “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ятсем парассипе малалла ĕçлетпĕр. Ку тĕлĕшпе 170 заявлени пырса кĕнĕ.
Демографи лару-тăрăвĕ
2011 çулта гражданла состоянин 631 актне регистрациленĕ (2010 çулта – 599). Çав шутра 174 ача çуралнине, 288 çын вилнине, 104 çын мăшăрланнине, 39 мăшăр уйрăлнине тата ыт.те. Çемьесенче иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем пирвайхи ачасенчен ытларах пулнă. 68 çемьере пирвайхи, 67 çемьере иккĕмĕш, 31-ĕшĕнче – виççĕмĕш, 5 çемьере 4-мĕш ачасем çуралнă. 2 çемьене пиллĕкмĕш ачасем хушăннă. Иртнĕ çул çĕрĕмĕш мăшăрпа паллă пулса юлнă (унашкалли тепре 2007 çулта пулнă).
2011 çул политикăлла пулăмсемпе те паллă. Декабрĕн 4-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думине тата ЧР Патшалăх Канашне депутатсем суйларăмăр. Унсăр пуçне пирĕн районта 3 ял тăрăхĕн пуçлăхне тата районти депутатсен Пухăвне пĕр депутат суйламалла пулчĕ. Суйлавсем ăнăçлă иртрĕç. Трибунăпа усă курса, эпĕ паян республикăри ĕç тăвакан власть органĕсен представителĕсене, информаци ушкăнĕн членĕсене, пур шайри депутатсене, пĕтĕм актива пĕрлехи ÿсĕмлĕ ĕçшĕн тав сăмахĕ калатăп. Суйлавçăсем влаçра тăракансене, “Единая Россия” политика партине, вăл тăратнă кандидатсене туллин шаннине кăтартса пачĕç. Çав шанăçа пирĕн малашне те тÿрре кăларма тăрăшмалла. 2012 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче – РФ Президенчĕн суйлавĕ. Унччен пирĕн кашни суйлавçă патне çитмелле, ăна мĕн пăшăрхантарнине пĕлсе тăмалла, çынсем хускатакан ыйтусене татса пама вĕренмелле. Çавăн чухне результат та лайăх пулма пултарать. Эпир Президент суйлавĕнче те муниципаллă районсем хушшинче малтисен шутĕнче пулма тивĕç. Пирĕн кулленхи ĕçре çынсемшĕн тăрăшасси, çынсем валли тăвасси тĕп вырăнта тăтăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика