Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл Чĕкеçсен ĕçчен йăхĕнчен

29 марта 2011 г.

Пĕр-пĕр ĕçе пуçăнсан канлĕхне çухатать Кармал ял старости Ной Ласточкин, вĕçне çитермесĕр те лăпланмасть. Иртнĕ çул вĕçĕнче Хĕллехи Микула кунĕнче часовня ÿссе ларни турра çывăх çынсемшĕн пысăк савăнăç кÿчĕ. Çак сăваплă ĕçе пуçарса мĕн вĕçне çитиех йĕркелесе пыраканĕ, спонсорсене явăçтараканĕ, унăн проектне тăваканĕ Ной Гаврилович пулнă. Ялта пурăнакан кашни çынах хăйĕн тÿпине хывнă: кам – ĕçлесе, кам – стройматериалпа... Тĕмер ял администрацийĕ май пур таран кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме тăрăшнă. Электричество та илсе пынă шыва кĕрсе тасалмалли çăл куç патне. Кăшарнире çĕр-çĕр çын шыва кĕрсе тасалнă унта.
Ертÿçĕре ĕçленĕ çулсенче те ял пурнăçне лайăхлатассипе вăй хунă Н.Ласточкин. Вăл тутарнă кĕперсем, ферма, парк çурчĕсем унăн ырă ĕçне аса илтереççĕ. Ялти кÿлĕсемпе пĕвесенче пулăсем ĕрчетнĕ. Çавăнпах пулĕ çав кÿлĕсенчен пĕрне Чĕкеç кÿлли теççĕ.
Ялта Чĕкеç пахчи те пур. Вăл унăн ашшĕн ырă ячĕпе юлнă халăх асĕнче. Гаврил Григорьевича ял-йыш сума сунă. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă вăл, ачасене истори вĕрентнĕ. Пенсие тухсан тăван колхоз валли улма-çырла пахчи ÿстернĕ, вăл вара сахал мар тупăш кÿнĕ хуçалăха. Çавăн пекех пулас ăру валли Кармал ялĕн историне çырса хăварнă. Унăн ашшĕ, Кавĕрле пичче те, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшакан çын пулнă. 25 çул патша çарĕнче службăра тăрса хутла вĕренсе килнĕскер, ял çыннисене хут ĕçĕсенче нумай пулăшнă. Çапла чĕкеçсен йăхĕ авалтанпах ĕçченлĕхпе, харсăрлăхпа палăрса тăнă.
Улми йывăççинчен аякка ÿкмен ав. Ной Гаврилович Ласточкин аслисен пархатарлă та мухтавлă çул-йĕрне малалла тăсса ял шăпишĕн пăшăрханать. Шыв колонкисем юрăхсăра тухнă, çулсене хыртармалла е юсама вăхăт çитнĕ – пĕр-пĕр ĕçе пуçăниччен ял çыннисемпе канашлать. Мĕншĕн тесен пысăк ĕçе пĕччен тăваймăн. Çапла йышпа ĕçе кÿлĕнсе Уйкаспа Çĕнкаса пĕрлештерекен пĕвене хута янă, çăлсене тасатнă, ытти ĕçсем пурнăçланă. Часовня та çапла майпа виçĕ уйăх хушшинче çĕкленнĕ.
Ял старостине канăç паман ыйту сахал мар. Тавралăха тирпей-илем кĕртесси çак тăрăхри ытти ялсенче те чи çивĕччисенчен пĕри. Урамсенче çÿп-çап пухмалли савăтсем лартас пулсан, вĕсене илсе тухассине йĕркелемелле, пĕрле ĕçлесен кăна ялсене çÿп-çап айĕнчен кăларма пулать тесе шутлать. Çавăнпа çак ыйтăва депутатсен ларăвĕсенче тăтăшах çĕклет.
Халăх шанать, хисеплет, хаклать Ной Гавриловича. Тăван ял ырлăх-пурлăхĕшĕн вăй-халне шеллеменрен, ертсе пырас ăсталăхĕ пулнăран ăна ял депутатне суйларĕç. Ял старостин тивĕçне темиçе çул ĕнтĕ тÿрĕ кăмăлтан туса пырать. Район депутачĕ пулма та шаннăччĕ Кармалти суйлавçăсем. Республикăри муниципаллă тытăмăн органĕсен ĕçĕнче активлăх кăтартнăшăн Н.Ласточкина “Чи лайăх ял старости” ят панă.
Çумра юратнă, ăнланакан, яланах пулăшса пыракан мăшăр пулсан хавхалану пысăк, ĕç те ăнса пырать. Алла учитель дипломне илсе Кармал шкулне ĕçлеме килнĕ Альбина Васильевнапа пĕрлешсе 3 хĕр пăхса ÿстернĕ. Вĕсем аслă шкул пĕтерсе врач, бухгалтер, экономист специальноçĕсене илнĕ, çемьеленнĕ. Кукашшĕ-кукамăшне мăнуксемпе савăнтарма пуçланă. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Ной Гавриловича çывăх çыннисем çуралнă кунпа саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕç.
Н.Ласточкин пек хастарсем пуррипе ял пĕтмест-ха, çамрăкланса, ырă енне улшăнса пырать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика