Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх Думин депутачĕ пирĕн районта

11 марта 2011 г.

Иртнĕ эрнере пирĕн районта сумлă хăнасем пулнă. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Юрий Егорович Васильевпа курса калаçнă, Тăвай енĕн социаллă аталанăвĕпе экономикин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
Пуш уйăхĕн виççĕмĕш кунĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕн Павел Владимирович Семеновăн пулăшаканĕ килнĕ района. Анатолий Михайлович Чернов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.Васильевпа курса калаçнă хыççăн Тăвай ен çыннисене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Вунă çын пулнă унта.
Тĕмер ял тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллашнă хăна кайран. Амалăх ялĕнче пурăнакансен пухăвне те çитсе курнă А.Чернов, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă. Тĕмер ялĕнчи 1917 çулта çуралнă Анисия Емельяновна Афанасьева район администрацийĕн пуçлăхне Ю.Васильева тата депутата пулăшакан А.Чернова ăшшăн кĕтсе илнĕ, хăйĕн шухăш-кăмăлĕсем пирки пĕлтернĕ ватă. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламланă пенсионеркăна хăнасем, тата нумай çул пурăнма суннă.
Кайран Юрий Егоровичпа Анатолий Михайлович асăннă ялти шкулта пулнă. Унта волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕпе, хăйсем тунă япаласен выставкипе паллашнă.
Кунта вĕренекен хĕрсемпе каччăсем ырă ĕç тунă çĕрте активлăх кăтартаççĕ. Тĕмерти волонтерсем тĕрлĕ конкурссене аван хутшăнаççĕ. Вĕренекенсем йĕлтĕр спортне питĕ кăмăллаççĕ иккен. Настя Чумышева, Настя Большова, Алексей Большов тата ыттисем ăмăртусенче мала тухаççĕ. Волонтерсен отрячĕн командирĕ, ЧР Президенчĕн стипендиачĕ Регина Большова РФ Патшалăх Думин депутачĕн помощникĕнчен А.Черновран йĕлтĕрсем илме пулăшма ыйтрĕ çавăнпа.
Пуш уйăхĕн пиллĕкĕмĕшĕнче вара Павел Владимирович хăй килсе çитрĕ. Вăл Тĕмерти вăтам шкулта вĕренекенсен ыйтăвне тивĕçтерме тĕллев тытнă, 10 мăшăр чаплă йышши йĕлтĕр тата туйисемпе пушмакĕсене илсе килнĕ. Пысăк парнене панă май РФ Патшалăх Думин Депутачĕ П.Семенов ачасене лайăх вĕренме, çирĕп сывлăхлă пулма сунчĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламларĕ вĕрентекенсене. Шкул директорне А.Николаевана илемлĕ чечексен çыххине парнелерĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев та сăмах тухса каларĕ, шкулсене пулăшсах тăни пирки пĕлтерчĕ, уявпа ăшшăн саламларĕ. Регина Большова, Ирина Романова, Анастасия Чумышева вĕренекенсене ЧР Президенчĕн стипендиачĕсем пулнине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕ Юрий Егорович. Ачасем район администрацийĕн пуçлăхне Ю.Васильева, РФ Патшалăх Думин депутатне П.Семенова пысăк парнешĕн тав турĕç, çăмăл мар ĕçĕсенче ăнăçусем сунчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика