Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ентешĕмĕр асра

11 февраля 2011 г.

Вăрçă... Мĕн чухлĕ юн, куççуль... Мĕн чухлĕ çухату, хуйхă-суйхă, инкек илсе кĕнĕ-ши вăрçă кашни çемьене? Камăн ывăлĕ, камăн ашшĕ е амăшĕ, камăн аппăшĕ е пиччĕшĕ, камăн юлташĕ – вуншар миллион паттăр пуçĕсене хунă, ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнă вăрçă хирĕсенче.
Вĕсенчен пĕри – пирĕн ентеш, Кармал каччи, 19 çулхи Коля Афанасьев. Унăн паттăрлăхĕ çинчен районта илтмен çын çук та пулĕ. 1943 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче тăшман амбразурине хăйĕн кĕлеткипе хупласа вилнĕ çамрăк паттăр. Шăп çак кун Тĕмер шкулĕнче кĕçĕн классенче вĕренекен ачасемпе кайрăмăр Н.Афанасьев бюсчĕ патне. Шкул автобусĕпе çитрĕмĕр унта.
4-мĕш класра вĕренекенсем паттăра халалласа сăвăсем каларĕç. Класс ертÿçи Е.М.Степанова Кольăн пурнăçĕпе, вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ пĕчĕкскерсене. Евгений Варламов, Савелий Бельский (3 кл.), Максим Сергеевпа Данила Корнев (2 кл.) хисеплĕ хуралта тăчĕç.
Çĕр çинчи миршĕн, телейшĕн, пирĕн пурнăçшăн вăрçăра пуçне хунă паттăрсене тата Николай Афанасьев ентешĕмĕре шăплăх минучĕ тăрса чысларăмăр. Бюст умне чечексем те хучĕç ачасем.
Нихăçан та манар мар вăрçă çулĕсене, кашни кун, кашни сехетре шухăшлар мир çинчен, туслăхшăн тăрăшар, чĕререх упрар вăрçă паттăрĕсене.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика