09 февраля 2016 г.
Максим Алексеевпа Кристина Матросова Тăрмăшри вăтам шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, яланах спортпа туслă пулнă. Уйрăмах йĕлтĕрпе чупма кăмăлланă. Валерий Ильич Афанасьев тренер вĕрентсе, хавхалантарса пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем тăтăшах ăмăртусенче малти вырăнсене тухма пултарнă, тав хучĕсемпе медальсене çĕнсе илнĕ. Максим та, Кристина та шкулта вĕреннĕ чухне медицинăра ĕçлеме ĕмĕтленнĕ...
Максим Шупашкарти медколледжра вĕренет, унта та спортпа туслă, Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ ДЮСШна тренировкăна çỹрет. Унăн наставникĕ А.Н.Егоров Чăваш Енре паллă тренер, нумай паллă спортсмена çул уçса панă. Максима та чылай ăмăртусене явăçтарнă. Тỹрре кăларнă каччă вĕрентекенĕн шанăçне, нумай спорт ăмăртăвĕнче çĕнтерсе савăнтарнă. Хастар та пултаруллă спортсмена республикăн пĕрлештернĕ командăн составне илнĕ. Ку, паллах, пысăк чыс та, ответлăх та. Максим биатлона килĕштерет, Чăваш Республикишĕн ăмăртса пĕрре çеç мар малтисен йышне кĕнĕ. 2014-2015 çулсенче йĕлтĕрпе чупассипе пысăк результат кăтартнăшăн "Чăваш Республикин чи лайăх спортсменĕ" ята тивĕçнĕ.
Максимăн ашшĕпе амăшĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан çынсем. Николай Владимирович ялти пушар чаçĕнче вăй хурать, Надежда Николаевна - ял администрацийĕн специалисчĕ. Ял çыннисен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса пама тивет ăна. Хĕрарăм пуринпе те кăмăллă. Хуçалăхĕ çирĕп, выльăх-чĕрлĕхĕ картиш тулли вĕсен. Трактор-машини те пур, вĕсене кил хуçи хăех юсать. Паллах, Максим ывăлĕ те май пур чухне яланах пулăшать, уйрăмах çуллахи каникул вăхăтĕнче килте чухне.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ ялти тепĕр харсăр çамрăк - Кристина Матросова. Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче 6-мĕш курсра вĕренет. Кристина ăста терапевт пуласси куçкĕретех, мĕншĕн тесен вăл "5" паллăсемпе çеç вĕренет. Маттур студентка тĕрлĕ ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнать, Тав хучĕсемпе медальсем чылай унăн. Факультетшăн та, университетшăн та, хулашăн та йĕлтĕрпе чупассипе тата полиатлонпа иртекен ăмăртусенче куратăн ăна. 2015 çулта спортăн çак енĕсемпе тупăшса хăй ỹсĕмĕнче те, командăпа та 1-мĕш вырăнсем йышăннă. Кристина - волонтер та. Республикăри нумай паллă мероприятие ирттерме пулăшнă. Сăмахран, "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумĕнче, çăмăл атлетсен Европа чемпионатĕнче, "Атăл çутисем" ташă фестивалĕнче, хула кунĕнче, "Пăр керменне" уçнă çĕрте пулнă.
Кристина - чун-чĕрипе илемлĕ, кăмăллă та сăпайлă пике. Аслисене хисеплет, пулăшма васкать. Ашшĕ, Юрий Алексеевич, чире пула çамрăклах уйрăлса кайрĕ пурнăçран. Амăшне çăмăл маррине ăнланнă хĕрĕ, яланах пĕрле пулнă йывăр тапхăрта. Людмила Ивановна - ятлă-сумлă çын, ял тăрăхĕн депутачĕ, шкулта вырăс чĕлхине вĕрентет, организаторта та тăрăшать, ачасен пĕлĕвне ỹстерессишĕн тимлет. Выльăх-чĕрлĕх тытать, пур çĕре те ĕлкĕрет. Хĕрĕ те амăшĕ пекех сатурскер, ĕçрен хăрамасть, май килнĕ таран пĕрле пулма тăрăшать.
Максим та, Кристина та ялшăн тăрăшаççĕ, Тăрмăш ял тăрăхĕнче иртекен тĕрлĕ тупăшусене, уявсене хутшăнаççĕ, ял çыннисем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарассишĕн тимлеççĕ.
Е.МАТРОСОВА. Тăрмăш ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"