13 августа 2007 г.
“Тăвайри кооператив” потребобщество районти ялсенче пурăнакансене туллин тивĕçтерессишĕн тимлет. Малтан райпо магазинĕ пулнă çуртра клуб тунăччĕ нумаях пулмасть. Унта çавăн пекех потребобщество ĕçченĕсене суту-илÿ тума та вырăн тупăннă.
Иртнĕ кунсенче, юсаса çĕнетнĕ хыççăн, Киччĕре те кооператорсен магазинĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна уçма “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров, Мучар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З.Бахмутова, Киччĕн старости В.Волков хутшăннă, сăмах тухса каланă. Ял çыннисене тĕрлĕ таварпа Л.Краснова сутуçă тивĕçтерет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"