Можарский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕршесем ахаль лармаççĕ

27 февраля 2007 г.

Иртнĕ кĕçнерникун, ирхине тăхăр сехет иртсен çитрĕмĕр “Дружба” хуçалăха. Асфальтлă çул ялах кĕрет кунта. Кĕршесен выльăх-чĕрлĕх пăхаканĕсем маттуррине пĕлтернĕччĕ-ха хаçатра, механизаторĕсем те ахаль лармаççĕ пулас, тимĕре шакканă сасă илтĕнет ав. Ĕçлемесен, тупăш пулмассине, хуçалăх тытăнса тăраймассине чухлаççĕ ĕнтĕ ял çыннисем.

“Дружба” ят панă вĕсем хăйсен коллективлă хуçалăхне. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса вăй хурсан, туслă пурăнсан çитĕнÿсем тума май пуррине пĕлеççĕ эппин ял çыннисем. Кĕршере ытларах вырăссем пурăнаççĕ, чăвашла калаçаканнисем те пур.

Çитмен пурнăç, укçа-тенкĕн кашни пусне шутлаттаракан самана кунта та самаях хуçаланнине асăрхама пулать. Механизаторсен çуртĕнчен “Дружба” ЯХПК ертÿçи А.Салканов тухрĕ, сывлăх сунчĕ пире. “Хĕлле те канăç çук ял çыннин, механизаторсем çур акине хатĕрленеççĕ, шанса панă тракторĕсене тепĕр хут пăхса çаврăнаççĕ, кирлĕ çĕрте юсаççĕ. Тĕрлĕ ĕç тăвакансем сенаж патĕнче паян. Дояркăсемпе сысна самăртакансем, пăру пăхакансем те ирех ура çинче. Ĕç вăйĕ çитменни такăнтарать пĕрех. Малтан ĕç кунĕн минимумне тăвакансем çĕре те çитнĕ, халь хĕрĕхрен кăна иртет. Пурĕ 211 çын пурăнать ялта”, – лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ Анатолий Васильевич.

Ытти хăш-пĕр хуçалăхсенчи пек шăплăх тăмасть кунта. Эпир калаçнă хушăра пĕр механизаторĕ запаслă пай ăçтан тупмалли пирки ыйтрĕ хуçалăх ертÿçинчен. Сенĕксем йăтнă Н.Машенькина пăру пăхакан, Н.Гребенкова бригадир, Н.Прохоров рабочи иртсе кайрĕç ав. Кустăрмаллă трактор кĕрлеттерсе кĕчĕ парка кĕçех. Кадрсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет апла “Дружба” ЯХПК ертÿçи А.Салканов. Ял хуçалăхне аталантарма тÿпе хывнăшăн “Чăваш республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă ăна. Темиçе çул каялла Анатолий Васильевич юрланине илтме тÿр килнĕччĕ. “Хулари артистсенчен кая мар шăрантарать”, – тесе пĕтĕмлетнĕччĕ ун чухне. Юрă ĕçре пулăшать, теççĕ çав. Кĕршере халăх юррисене кăмăллакансем сахал мар иккенне пĕлтĕмĕр.

Мастерскойĕнче çынсем калаçнă сасă илтĕнет. Арçынсем трактор умĕнче тĕрмешеççĕ. Паллашрăмăр, Сергей Павлович Барановăн 30 çул та çитет иккен ял хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçлани. Н.Филипповпа В.Ванюшинăн ĕç стажĕ çирĕм çултан иртнĕ.

Сергей Николаевич Баранов механизатор та хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Н.Козлов тимĕрçĕ тивĕçлĕ канура пулин те, вăй çитнĕ таран пулăшать-ха хуçалăх ĕçченĕсене. “Ĕç пулсан, ялта та пурăнма пулать”, – тет Н.Борисовский газоэлектросварщик.

Çакăн хыççăн фермăналла çул тытрăмăр. Витесем çывăхĕнче тирпейлĕ. Ĕнесем урамра тăраççĕ, таврари тислĕке тасатнă. Иртнĕ уйăхра кашни ĕнерен чи нумай сĕт суса илнин пĕрремĕш вăрттăнлăхĕ çакă ĕнтĕ вăл. Выльăхсене уçăлтарма кăларнă, вĕсене юратса пăхаççĕ.

Шалалла кĕретпĕр, сенаж шăрши сăмсана кăтăклать. Кунта та тирпейлĕхе юратни сисĕнет. В.Герасимова, В.Лукоянова, Л.Николаева, Н.Баранова, Т.Ермилова, Т.Машенькина дояркăсем апат пама хатĕрленеççĕ. Пурĕ 126 ĕне пăхаççĕ иккен вĕсем. А.Баранов ферма заведующийĕ те кунтах. “Хĕрарăмсем маттур пирĕн, йывăр, таса мар ĕç тесе шикленмеççĕ, вăхăтра апатлантараççĕ, сăваççĕ, кашни выльăх мĕнле туйнине сăнаççĕ, пăрулама вăхăт çитсен пушшех тимлĕхе ÿстереççĕ. Иртнĕ уйăхра пирĕн кăтарту районта чи пысăкки, 269 килограмм пулчĕ”, – тет вăл. Дояркăсен кану пÿлĕмĕнче ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ Елена Александровна Михайлова калаçу йĕркелерĕ, хĕрарăмсен кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланчĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем канмалли кунсăр ĕçлени, ĕнесене апат пама вăхăтра çитессишĕн тăрăшса ачисене шкула васкаса ăсатма тивни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕç, тĕрлĕ ыйту пачĕç. А.Салканов та хуравларĕ хăшпĕрисене.

Кĕршесем ахаль лармаççĕ

Пĕлтĕр ĕне пуçне пĕр кунта 4, 7 килограмм сĕт сунă “Дружба” ЯХПКра, кăçал иртнĕ эрнекунхи сăвăмах 13, 7 килограма çитнĕ. 2006 çулта пурĕ 18 пуç пăру илнĕ январьте, кăçал – 30. Кăтартусем лайăхланни апат çителĕклĕ хатĕрленинчен те килет. Паянхи куна кĕршесен пĕр выльăх пуçне 18, 5 ц апат единици пур. “Сенаж пахалăхлă пулни те лайăхлатать сăвăма. Викăпа сĕлĕ хутăшне чечеке ларнă вăхăтра çулса сенажа хывнă. Çĕннине хатĕрлеме пуçличченех çитмелле-ха пирĕн выльăх апачĕ”, – тет Анатолий Васильевич.

Киле кайма пуçтарăннă май А.Лазенков, А.Арапов тата Е.Родин лавçăсем витене апат турттарса кĕнине асăрхарăмăр. Кашниех хăйĕн тивĕçне лайăх пĕлет кунта. Кун хыççăн кун иртет çапла ялта.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика