Можарский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çунатлă туссене – туслă пулăшу

08 февраля 2007 г.

Хĕл кунĕсенче вĕçен кайăксене апат тупса çиме, тăранса пурăнма йывăрланчĕ. Çакă вăл кăсăясем, ытти хăшпĕр кайăксем сивĕсем пуçлансан, юр çуса, çилтăман вĕçтерме тытăнсан килхуçалăхсен, çынсен çывăхне, сырăшсем патне ытларах туртăнни-явăçнинчен те лайăх курăнать.

Çакна шута илсе пулĕ, “Хыпар” хаçат çырнă тăрăх, çунатлă туссене пулăшас тĕллевпе Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕ уйăхлăх ирттерме йышăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ – вĕçен кайăксем валли сырăшсем туса çакасси тата апатпа тивĕçтересси.

Йывăрлăхра пулăшни – пархатарлă ĕç. Кайăксене çунатлă туссем тетпĕр пулсан, туссене йывăрлăхра пулăшусăр хăвармаççĕ. Айтăр-ха эпир те ытларах тăрăшар вĕсемшĕн: шкулсем, сунарçăсен пĕрлĕхĕн членĕсем, çут çанталăк тусĕсем, ытти çынсем...

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика