Можарский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавтапуç сире, Хумышевсем

01 февраля 2007 г.

Хумышевсене – пиччĕшĕпе шăллĕне – Тĕмер ялĕнче кăна мар, районта та питĕ лайăх пĕлеççĕ. Ăста та пултаруллă предпринимательсем, ашшĕпе амăшне савăнтаракан ывăлсем вĕсем.

Шкулта чухнех спортпа туслă пулнăскерсем, халĕ те, вăхăчĕ питĕ сахал пулин те, унпа çывăх пулма тăрăшаççĕ.

Раштав уйăхĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх Тĕмер шкулĕн спорт-залĕнче Хумышевсем волейболистсен турнирне ирттерчĕç. Ăмăртăва шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕсем, ялти çамрăксем командăсемпе хутшăнчĕç.

Хĕрÿ кĕрешÿре хĕр арăмсем хушшинче амăшĕсем çĕнтерчĕç, арçынсем хушшинче – шкул ачисен команди. Вĕсем Хумы-шевсен куçса çÿрекен кубокĕсене çĕнсе илчĕç. Ăста та пултаруллă волейболистсене уйрăм парнесем лекрĕç. А.Яковлева, М.Арсентьева, Д.Катяков, А.Потапов, В.Албутов выляни пурне те килĕшрĕ. Хĕр ачасене Çĕнĕ çул ячĕпе торт тивĕçрĕ. Г.А.Катякова, В.Н.Солдатов – ветеран-волейболистсем. Нихăш вăйăран та юлмаççĕ вĕсем. Венера Соколова, Алексей Яковлев, Дмитрий Катяков – чи лайăх вылякансем хушшинче. Вĕсене те, ветерансене те хаклă парнесемпе чысларĕç.

Ăмăртупа пурте кăмăллă юлчĕç.

Сăмах май каласан, Хумышевсем шкулпа яланах тачă çыхăну тытаççĕ, кирлĕ вăхăтра пулăшу параççĕ.

Тĕмер шкулĕн коллективĕ, дирекцийĕ пĕр тăван Александрпа Сергей Хумышевсене Çĕнĕ çул ячĕпе саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх, телей, çĕнĕ çитĕнÿсем сунаççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика