Можарский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашăн анлă ларăвĕнче

03 декабря 2013 г.

Ĕнер Тăвайра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Канашăн кăçалхи 13-мĕш анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке председатель пулса ертсе пынă. Унта район аталанăвĕпе ку чухнехи пурнăç условийĕсене, уйрăм çынсенчен налук пухассипе районăн консолидациленĕ бюджетне пурнăçлас тата ытти ыйтусене сÿтсе явнă, иртнĕ уйăхри ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, çывăх малашлăх тĕллевĕсене палăртнă.

Уйрăммăн илсен, ялсенчи çулсемпе тротуарсене, урамсене юртан тасатса тăрассине, Çĕнĕ çул мероприятийĕсене хатĕрленессине, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене, налуксене туллин пухассине пысăк тимлĕхе хунă, вĕсене пурнăçлама тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă.

Организаципе контроль ĕçĕн тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Алина Титова ял тăрăхĕсен сайчĕсене тултарнин мониторингĕпе паллаштарнă тата хыпарсем тĕлĕшпе тĕп асăрхаттарусем тунă. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ, информациллĕ, пахалăхлă пулмалла, унта актуаллă пулăмсене, пĕлтерĕшлĕ темăсене, ял тăрăхĕсен вĕресе тăракан пурнăçне кăтартса пама тăрăшмалла.

Финанс пайĕн начальникĕ Александр Сергеев Тăвай районĕн консолидациленĕ бюджетне 2013 çулхи раштавăн 2-мĕшĕ тĕлне 7390 пин тенкĕ профицитпа пурнăçланине пĕлтернĕ, кăçалхи 11 уйăхра 212657 пин тенкĕ е планланин 75,5 проценчĕ чухлĕ тупăш пырса кĕнĕ. Кăçалхи çак тапхăрта консолидациленĕ бюджет тăкакĕсем 205267 пин тенкĕпе е планланин 72 проценчĕпе танлашнă.

Ларура харпăр хăй енĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен районти полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, Тăвайри тĕп больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова тата надзор ĕçĕн пай начальникĕ Владимир Михайлов пĕлтернĕ.

Ларура район аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр актуаллă ыйтусене те пăхса тухнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика