Можарский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратакансен кунĕнче савăнчĕç

21 февраля 2012 г.

Юратакансен кунĕнче савăнчĕç

Тăвайри культурăпа кану центрĕн фойинче хаваслă кĕвĕ илтĕнет. Куракансемпе конкурссене хутшăнакан мăшăрсем валли пукансем хатĕрленĕ. “Юратакансен кунĕпе”, – тесе илемлĕн çырса хунă вăхăтлăха йĕркеленĕ сцена çине. “Юратура – илĕртÿллĕ вăй” ятлă кĕнекесен выставкипе те паллашма пулать.
Культурăпа кану центрĕн илемлĕх ертÿçи В.Александровапа Э.Иванова методист ăшă сăмах каласа пуçларĕç программăна. Л.Данилова библиотекарь уяв историйĕпе паллаштарчĕ.
Çемье нумай çул упранасси ăшă туйăмран килет. Чуна хавхалантаракан уява пилĕк мăшăр хутшăнма кăмăл тунă.
Пĕрле 53 çул пурăнакансем – Тăвайĕнчи Николаевсем. Анастасия Евгеньевнапа (больницăра медсестрара ĕçленĕ) Виталий Николаевич (водитель пулнă) çиччĕмĕш теçеткене ваклаççĕ. Виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, 7 мăнук вĕсен. Сăмах май каласан, çак кунсенче мăнукĕн çемйинче йыш хушăнмалла. Ашшĕпе амăшне хĕрĕ, Р.Кузьмина чĕрĕ чечек çыххи парнелерĕ тата нумай çул пурăнма сунчĕ.
Яковлевсем – ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă мăшăр, иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Александра Николаевнапа Михаил Яковлевич çитмĕл çултан иртнĕ, çитес çул ылтăн туйне паллă тума ĕмĕтленеççĕ. Виçĕ ача кун çути парса çитĕнтернĕ, çемьелентернĕ, çичĕ мăнукĕпе савăнаççĕ.
Киччĕре пурăнакан Галина Вениаминовнапа (больницăра ĕçлет) Николай Михайлович (тĕрлĕ çĕре çÿрет) Порфирьевсен юратакансен кунĕнче икĕ хут уяв иккен. Çемье çуралнине те паллă тăваççĕ вĕсем асăннă кун. Шăпах 25 çул каялла пĕрле пурăнма пуçланă ку мăшăр. Кĕмĕл туй ячĕпе саламларĕ Порфирьевсене ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ З.Гаврилова, ятарлă кĕнеке çине алă пустарчĕ, чĕрĕ чечексен çыххине пачĕ, ылтăн туйне те пĕрле паллă тума сунчĕ. “Йÿçĕ, йÿçĕ, йÿçĕ!” – тесе кăшкăрчĕç пухăннисем. Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне çамрăк чухнехи пек чуп турĕç. Галина Вениаминовнапа Николай Михайловичăн 3 ача, пĕр мăнук пур.
Королевсем район центрĕнче пурăнаççĕ. Юлия Павловна – Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ. Владимир Валентинович район администрацийĕнче водительте тăрăшать. Хĕрĕ, Алиса, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренет, Саша – салтакра. Королевсем хăйсен çемйине 22 çул хушши упраççĕ.
Тăвай ялĕнчи Павловсен çÿлерех асăннă мăшăрсенчен вĕренмелли нумай-ха. Олеся Геннадьевнапа Дмитрий Олегович район администрацийĕнче тăрăшаççĕ, хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ, 10 çул пĕрле пурăнаççĕ.
Çемьесем хăйсемпе паллаштарчĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, тупмалли юмахсене çырса пĕтерчĕç, ал ĕçĕсем пирки каларĕç тата ытти те. Вĕсене районти пенсионерсен союзĕн председателĕ А.Алексеева, райадминистрацин халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай ертÿçи Л.Аввакумова тата ыттисем саламларĕç. Юлашкинчен юратакансен уявне хутшăннă çемьесене парнесем парса савăнтарчĕç. Çавăн пекех февралĕн 14-мĕшĕнче çуралнисене, Валентинсемпе Валентинăсене чĕре-открыткăсемпе кăмăлĕсене çĕклерĕç. Тăхтавсем вăхăтĕнче “Тăвай ен” халăх ушкăнĕ, В.Иванов чăвашла юрăсемпе паллаштарчĕç. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа саланчĕç çынсем районти пенсионерсен союзĕ, ЗАГС, культурăпа кану центрĕ йĕркеленĕ уявран.
 
Сăн ÿкерчĕксенче: Николаевсем; Яковлевсем; Порфирьевсем; Королевсем; Павловсем.
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика