Можарский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăрав янăрарĕ

06 сентября 2011 г.

Мучарти вăтам шкулта “Пĕрремĕш шăнкăрав” уяв иртрĕ. Линейкăна Н.Ахтимирова учительница уçрĕ. Вăл малтан отряд командирĕсен рапорчĕсене йышăнчĕ, унтан шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр пулни пирки В.Смирнова директора пĕлтерчĕ. Çакăн хыççăн В.Бурлакова юрланине тимлесе итлерĕç пухăннисем.

Венера Ивановна вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне, хăнасене Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме укçа-тенкĕ парса пулăшнăшăн район администрацине тав турĕ вăл. Ачасем лайăх вĕреннĕшĕн панă 10 пин тенкĕлĕх сертификат та савăнтарнă мучарсене. Отличниксене – хĕрлĕ Тав хучĕсем, ударниксене кăвак тĕслисене пачĕ В.Смирнова директор.

Район администрацийĕнче ĕçлекен В.Исаев ачасен савăнăçне пĕрле пайлама килнĕ. Валерий Васильевич çамрăксене яланах малти ретре пулма сунчĕ. Диагностика центрĕн директорĕ В.Белова Е.Бахмутова учительницăна “Чи лайăх класс ертÿçи” районти конкурсра çĕнтернĕшĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Мучар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Шакшина та килнĕ вĕренекенсене уяв ячĕпе саламлама. “Дорстрой–агро” общество представителĕ В.Николаев çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçленисене укçан преми парса хавхалантарчĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсем – Б.Мурзин, А.Филиппова, Л.Александрова, А.Мурзина çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ăнăçусем сунчĕç ачасене.

Чи кĕçĕннисем сăвăсем каларĕç, юрларĕç. Вĕсен учительници Д.Бурлакова пĕлÿ тĕнчипе малалла утмалли çĕнĕ программăпа ĕçлеме пуçлать. Унпа ĕçлеме ятарлă курса кайса вĕреннĕ вăл. Долира Михайловна нумаях пулмасть район администрацийĕн Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă. Вăл шкулта 20 çул вĕрентет.

Ашшĕ-амăшĕн ячĕпе Л.Паранина сăмах каларĕ. Унтан Н.Родина вĕренекен юрлани пурне те килĕшрĕ. Вунпĕрмĕшсем пуçласа шкула килекенсене парнепе савăнтарчĕç.

В.Мухановпа (11 кл.) К.Пугачева пĕрремĕш шăнкăрав пачĕç юлашкинчен.

Савăнăçлă линейка шкул стадионĕнче пулчĕ, ăна В.Мухановпа В.Бурлакова вĕренекенсем ертсе пычĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика