Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăвакарчăнсем

25 января 2013 г.

Кăвакарчăнсем – вăтам кĕлеткеллĕ вăрман вĕçен кайăкĕсем. Кăвакарчăнсем кун çутипе çеç хастар. Кăнтăрла апата çÿреççĕ те каçхине, тĕттĕм пулсан, йăвине кĕрсе вырнаçаççĕ. Апатне вĕсем çĕр çинче шыраççĕ, вĕсен тĕп апачĕ – тĕрлĕ курăк вăррисем. Кăвакарчăнсем шывсăр питĕ хытă аптăраççĕ, ĕçнĕ чухне пуçне шыва чикеççĕ, унтан кăлармасăр шыв çăтаççĕ. Ĕрчеме вĕсем пĕр çемьепе мăшăрланаççĕ, мăшăр çу вăхăтĕнче 1–2 хут чĕпĕсем кăларма ĕлкĕрет. Çăмартисене мăшăр улшăнса тăрса пĕр уйăх хушши пусса ларать. Çăмартаран тухнă чĕпĕсем суккăр, кĕске те питĕ сайра мамăк тĕклĕ.
Тĕнчере 300 тĕсе яхăн кăвакарчăн пурăнать. Пирĕн тăрăхра вĕсенчен 4 тĕсĕ йăва туса ĕрчет: ахаль кăвакарчăн, улаппа, ÿлтек тата кулюкка. Пирĕн тăрăхра ахаль кăвакарчăн йăвине çурт-йĕр тăррине, карнизсем çине вырнаçтарать. Йăва ансат, ăна вĕтĕ йывăç турачĕсемпе, йывăç хупписенчен купаласа тăвать.
Кăвакарчăнсем ушкăнпа пурăнма хăнăхнă вĕçен кайăксем. Кашни мăшăрăн хăйĕн лаптăкĕ пур, унти вырăна аçисем ыттисене кĕртмеççĕ. Пуш уйăхĕнче кăвакарчăн ами йăвара икĕ шурă çăмарта тăвать, йывăрăшĕ 15–17 грамм. Пĕрремĕш çăмартине туса хурсанах мăшăр пусса ларма тытăнать, çак ĕçе ами те, аçи те хутшăнаççĕ. Чĕпписем çăмартасенчен тухас умĕн ашшĕпе амăшĕн пĕсехисенчен пăтă евĕрлĕ шурă тĕслĕ сĕткен тухма пуçлать, кăвакарчăн “сĕчĕ” теççĕ ăна. Çак пĕсехе сĕткенĕ – питĕ тутлăхлă апат, 18 кун хăйсен “сĕчĕпе” тăрантарса усраççĕ ашшĕпе амăшĕ чĕпписене. Çапах та пĕр эрне иртсенех майĕпен ÿсен-тăран вăррисемпе апатлантарма вĕрентеççĕ. Малтанах вăрăсене йĕпетсе çемçетеççĕ, унтан çăварне хураççĕ. Пĕр уйăх патне тăрантарса усраççĕ амăшĕпе ашшĕ чĕпсене, унтан тĕрекленнĕ чĕпсене йăваран кăлараççĕ, тепре ĕрчеме çамрăк чĕпсене хăваласа яраççĕ. Вăрăпа тăранса пурăнакан ытти вĕçен кайăксем пекех, кăвакарчăнсем апата вĕтетме, çемçетме хырăмлăха пĕчĕк чул е вĕтĕ кантăк ванчăкĕсем çăтаççĕ. Вĕсен шучĕ вар-хырăмра вунна та çитет. Ахаль кăвакарчăн – пирĕн тăрăхра чи анлă сарăлнă, йышлă пурăнакан вĕçен кайăксенчен пĕри, вĕсен пурнăçĕ ытларах хула, ял таврашĕнче иртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика