06 июня 2007 г.
Эльпуçĕнчи вăтам шкул валли çĕнĕ çурт лартма палăртнă. “Ял ĕçченĕ” хаçатра вуласа пĕлтĕм-ха. Çĕнĕ шкул çуртне тума 2007 çулта проект хатĕрлемелле, 2008 çулта çурта тумалла тесе çырнăччĕ. 1938–1940 çулсенче лартнă икĕ хутлă йывăç çурт, чăнах, кивелнĕ ĕнтĕ. Ăна упрама тăрăшман мар-ха.
Фундамент, цоколĕ çирĕп, стенасене шал енчен типĕ штукатуркăпа çапнă, тул енчен хăмапа сăр-нă. Тăррине малтан чус хăмапа витнĕ пулнă, çĕрĕше пуçласан шиферпа, халĕ вара чылай хулăн хĕç-тимĕрпе улăштарнă. Этажсем хушшинчи уратасем çĕрме пултарнă, хăшпĕр уратисене нумай çул каялла улăштарнăччĕ-ха. Истори кабинечĕн мачча пĕренисем çĕрме пултарнă. Маччара вырнаçтарнă расширительнăй бака тултарнă чухне шыв юхса йĕпенсе ларнисем сахал мар пулнă. Хăшпĕр чÿрече рамисене улăштарнăччĕ-ха. Нумайăшĕ çĕрĕшнĕ ĕнтĕ. Кĕскен каласан, 70 çул каялла лартнă икĕ хутлă йывăç çурт кивелнĕ, çавăнпа çĕнни лартма вăхăт çитнĕ. Район пуçлăхĕсем те кун пирки шухăшлама пуçланă пулас. Шкулăн çĕнĕ çуртне хăш вырăнта лартасси пирки хальлĕхе тĕлли-палли çук пулас.
Çурта пирвай ял варрине, унччен больница пулнă вырăна, клуба хирĕç лартаççĕ тесе калаçатчĕç. Шкул директорĕпе калаçрăм та, çурта хальхи шкул патнех лартма йышăннă терĕ. Ял хутлăх админи-страцийĕн ертÿçи ăна шоссе хĕррине автобус остановкинчен инçе мар, колхозăн юхăннă витисем хушшине лартма йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Хăшĕ тĕрĕс?
Ăнланса çитеймерĕм-ха. Мана, 79 çулхи ватăна, кирлех те мар-ха та. Çапах, пурăннă чухне шухăшлаттарать.
Ман шутпа, шкул çуртне хальхи шкул патнех, стадион вырăнне лартмалла. Мĕншĕн тесен ку вырăна XX ĕмĕрти çынсем тĕрĕс суйласа илнĕ.
Кунта Эль юханшывĕ хĕрринче пахча-çимĕç çитĕнтерме лайăх. Çывăхра вăйлă çăл, таса шыв пур. Хальхи вăхăтра шкул артезиан çăлĕн шывĕпе усă курать-ха. 1964–1965 çулсенчи шыв пăрăхĕсем юрăхсăра тухса пыраççĕ, шанчăклă мар.
Электроэнерги пĕтсе ларсан е насусĕ çунса кайсан, çăл шывĕпе усă курма пулать. Юханшыв хĕрринчех – шкула уйăрса панă 4 га çĕр. Унпа пĕлсе, тĕрĕс усă курсан, тем те туса илме пулать.
Кунтах шкулăн ытти çурчĕсемпе хуралтисем, нумайăшĕ кирпĕчрен хăпартнăскерсем. Шкулăн микроферма витисем, утă-улăм усрамал-ли утлăх пур. Кунта "тăрăшсан, паллах" ĕне-выльăх, сыснасем усраса шкул столовăйĕ валли аш-какай, сĕт-çу туса илме пулать. Халĕ колхоз-совхоз çине шанмалли вăхăт иртнĕ. Хăй вăхăтĕнче кунта ĕне те, вăкăрсем те, сыснасем те усранăччĕ-ха. Шкулăн теплица та аванах ĕçлетчĕ-ха. Çĕрулми упрама лайăх путвал та пур. Кунтах 1903 çулта И.Я.Яковлев пулăшнипе тунă чи малтанхи шкул çурчĕ. Истори палăкĕ шутланать. Ăна малтанхи вырăнĕнчен, Эльпуç ялĕнчен куçарса килсе, мĕнле пулнă çавăн пекех сиплесе лартнă. Улма-çырла пахчи те аван. Шкула çĕнĕ тимĕр-бетон юпасемпе элек-тролини карса çитернĕ. Йĕри-тавра тĕрлĕ йывăçсем çитĕнеççĕ. Çу кунĕсенче шкул территоринчен тухас та килмест. Кунта санаторири пек. Шăв-шав çук, машинăсем чупмаççĕ. Çуртсем пурте вĕри шывпа ăшăнаççĕ. Эль шывне пĕвелесен, тем пысăкăш шыв лаптăкĕ тума пулать. Çулла ачасем шыва кĕме пултараççĕ. Хĕллехи вăхăтра каток хатĕр. Паллах, Ураскасси, Çĕнçырма, Нÿшкасси ялĕсенче пурăнакан-сене çÿреме инçерех-ха ĕнтĕ. Тепĕр енчен, ирхине 2–3–4 çухрăм утни сывлăхшăн усăллă. Рейсри автобуссем Эльпуç ял варрине кĕрсе тухас-тăк, хĕллехи сивĕсенче, çил-тăман, кĕрлĕ-çурлă вăхăтра, е сыв-лăхĕ начартарах ачасем автобуспа çÿреме пултарĕччĕç. Шоссерен Эльпуç шкулне çитиччен çул хывсан, шкулăн та автобус пулĕ-ха хăçан та пулсан.
Хальхи вăхăтра çул çукки район пуçлăхĕсене шкул çуртне пĕтнĕ ферма витисем патне лартас пирки шухăшлаттарать пулас. Анчах ку вырăн пĕрре те майлă мар. Пĕрре – шоссе хĕрри, сывлăш таса мар, çул-йĕр хăрушлăхĕ пур. Çывăхра – юхăннă ферма çурчĕсем. Инçе те мар Эльпуç масарĕ. Шкул çуртне хальхи шкул патнех лар-тмалла. Шкул проектне тунă чухне асфальт çул тăвассине кĕртмелле. Малтан çулне тумалла, вара шкулне тума пуçăнмалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"