07 марта 2007 г.
Ураскасси ялĕнчи библиотекăра халь Галина Ильина библиоте-карь тăрăшать. Уявсенче ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет, вулакансене ăшшăн кĕтсе илет, тĕрлĕ кĕнеке, хаçат-журнал сĕнет.
Вăл пуçарнипе вулавăш çуртне юсама пулăшрĕç ял çыннисем: кам – укçа-тенкĕпе, кирлĕ сĕнÿпе. Халĕ Ураскасси ялĕнчи библиотекăна кĕме кăмăллă. “Пĕрле тытăнсан, ĕç ăнать çав. Тавах вулавăша юсама пулăшнă çынсене пурне те”, – тет Г.Ильина библиотекарь.
Источник: "Ял ĕçченĕ"