Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ушкăнпа тирпейлерĕмĕр

26 мая 2015 г.

Ушкăнпа тирпейлерĕмĕр

Хастар пулчĕç Элпуç çамрăкĕсем: вырсарникун пĕрле пуçтарăнтăмăр та ял масарне тасатма кайрăмăр. Чылайăн пултăмăр: Алексейпе Александр Гавриловсем, Евгений Дмитриев, Сергей Моисеев, Анатолий Харитонов, Роман Никифоров, Алексей Моисеев, Юрий Димитриев, Анатолий Нилов, Станислав Якимов, Денис Колоколов, Александр Степанов тата ыттисем те. Типтерлеме тăрсан, ĕçĕ сахалах та мар: масара кĕнĕ çĕрте тата ытти хăш-пĕр вырăнта картана юсаса йĕркелерĕмĕр, кĕпере çирĕплетрĕмĕр, масар çинчи халиччен пăхса тăман вырăнсене тасатрăмăр, çỹп-çапа пуçтарса хутăмăр. Ишĕлсе аннă е хуçăлнă йывăçсем чылайччĕ, вĕсене тасатса кăлартăмăр, хунаса-сарăлса пыракан тĕмсене те касрăмăр. Ĕçе вĕçлесен сăнаса пăхрăмăр та, чылай йĕркеленчĕ ял масарĕ, палăрмаллах типтерленчĕ, пырса çỹреме те кăмăллă унта. Çимĕк умĕн ял çыннисем те харпăр хăй тăванĕсен вилтăприйĕсене, картисене, вĕсен таврашĕсене пăхса тăрĕç.

Масар çинче типтерлĕхе, тасалăха упрама ыйтатпăр ял çыннисенчен.

А.МОИСЕЕВ, Элпуçĕнчи культура çурчĕн худрукĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: масара тасатма хутшăннă çамрăксен ушкăнĕ.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика