17 апреля 2015 г.
Юлашки вăхăтра ял пурнăçĕ палăрмалла улшăнчĕ. Пысăк та хăтлă çуртсем ỹссе ларчĕç. Çут çанталăк газĕпе шыв кил-çурта кĕни çынсене хăтлăх кỹрет. Лайăх пурăнасси, паллах, çынран хăйĕнчен килет. Кам ĕçмест, пĕрмай тăрăшса ĕçлесе тенкĕ çумне тенкĕ хушасси çинчен шутлать, çавăнах пулса пырать. Ку ĕнтĕ ĕмĕрех чăвашăн лайăх енĕ пулнă.
Ялта тирпей-илем çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Чăваш ĕлĕкех ытларах кил умне тирпейлеме тăрăшнă. Кỹршĕсенчен, иртен-çỹрентен вăтаннă. Юлашки вăхăтра халăх менталитечĕ (ăс-хакăл йĕрки, тĕнче курăмĕ) улшăннă май, эпир пачах урăхла пăхма пуçларăмăр çут çанталăк илемĕ, тирпейлĕх çине. Хамăр пурăнакан вырăна таса тытасси - кашнин тивĕçĕ пулмалла.
Çитменлĕхсемпе пĕрлех ялта ырă улшăнусене те куратăн. Ку ĕнтĕ ял хушшинче пулса иртекен ĕçсемшĕн хăйсене яваплă, малашлăх лайăх енĕпе çеç палăрса тăтăр тесе шухăшлакан, тăрăшакан çынсемпе çыхăннă. Кашни ялтах пур вĕсем.
Манăн малтанах Ураскасси ял старости В.Н.Никифоров пирки каласа хăварас килет. Вăл пуçарнипе çу кунĕсенче темиçе урамра пĕве пĕвелерĕç. Шыв башнипе пăрăхĕсене юсарĕç. Ял старостин пуçарăвĕпе спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Пулăшаканĕсем те хастар. Ун пек çынсене ура хурса пымалла мар, мĕн чухлĕ ытларах çавăн пек хастарсем, пирĕн çитĕнỹсем сулмаклăрах пулĕç. Ялта пурăнма юлас текенсен йышĕ те хушăнĕ.
Ял тăрăхĕнчи ытти ялсенчи пуçаруçăсене те ятранах асăнар: Çĕнçырмари Федор Георгиевич (ял старости), Сергей Георгиевич, Евгений Георгиевич Максимовсене, Андрейпа Владимир Павловсене, пĕртăван Александрпа Евгений Соркинсене, Петр Николаевич Максимова. Пушкинпа Молодежнăй урамĕсенчи ĕçчен те харсăр çынсем те тав сăмахне тивĕç. Хăйсен вăйĕпе тата техникипе урамсене вак чул сарса майларĕç, пĕвесене тỹрлетрĕç, спорт вăййи ирттермелли вырăнсене йĕркене кĕртрĕç иртнĕ çул вĕсем.
Нỹшкассинче те сахал мар ун пек çынсем. Вĕсен шутĕнче - ял старости Александр Владиславович Гурьев, ял депутачĕсем М.С. Ивановпа Л.И.Семенов, пĕртăван Геннадийпе Юрий Гурьевсем, В.Г.Антонов, В.А. Викторова, А.Т.Александров, В.Н.Моисеев, С.М.Матвеев, В.М.Константинов, А.П.Крылов тата ыттисем.
Виталий Трифонович Иванов сакăрвуннăна çитет. Питĕ сатурскер, кирлĕ пулсан трактор çине ларать. Çỹп-çап турттарма, çул майлама хутшăнать. Ун пек пултаруллă çынсен тăрăшулăхĕпе ял варринчи дамбăна сарса улăхтарнă, кивĕ клуб вырăнне тирпейленĕ, виçĕ кĕпере тỹрлетнĕ, икĕ свалкăна тасатса илсе тухнă, йывăçсем лартнă, футбол вăййисен площадкине тунă.
Элпуçĕнчи шыв башнине, пăрăхсене пăхса тăракан Юрий Николаевич Алексеев çинчен ял-йышра ырă сăмах çỹрет. Хăй тĕслĕх кăтартса юсав ĕçĕсем ирттерме ыттисене явăçтарать. Пĕлтĕр вăл тата Ю.И.Колоколов С.Н.Муллин, Е.А.Харитонов хутшăннипе Элпуçĕнче автобуссем чарăнакан вырăна павильон лартнă, тĕрлĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Владимир Петрович Петров çемйи тăрăшнипе, ял старости В.И.Леонтьев ертсе пынипе тата ытти хастар çынсем хутшăннипе ял масарне тирпейлес енĕпе икĕ хутчен тасалăх кунĕ йĕркеленĕ. Элпуç ял депутачĕ Е.М.Дмитриев, пĕртăван Красновсем, В.В.Николаев, Ю.А.Иванов, В.А.Алексеева тата ыттисем спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесе унта халăха явăçтараççĕ.
Мĕн çинчен калаççĕ-ха çак тĕслĕхсем? Чăвашсен авалхи ниме йĕркине, пĕрлĕхе сыхласа хăварас тесе вăй-халне шеллемесĕр ĕçлекенсене чыс та мухтав! Чăваш менталитечĕ шутĕнчи чи витĕмлĕ те вăйлă енсем пĕтмен-ха, упраса хăварасчĕ вĕсене. Вĕсен йышĕнче - пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшни, çут çанталăка упрани, тăван тăрăха атте-анне килĕ вырăнне хурса хисеплени.
Ырри ăруран ăрăва куçса пытăр. Сиенлĕ йăласене пĕтересчĕ, тасалăхпа, ĕçченлĕхпе, пĕрлĕхпе палăрса тăрасчĕ.
В.КОЗЛОВ, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.