Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ураскассисен йăлана кĕнĕ уявĕнче

27 марта 2015 г.

Ураскассисен йăлана кĕнĕ уявĕнче

 

Хĕвел çỹлтен çỹле хăпарать. Хĕл каçа çуса тултарнă юр майĕпен йăшса, ирĕлсе пырать. Уй-хир те, вăрман та, сăрт-ту та шурă тумĕсене хывса улăштарма хатĕрленеççĕ. Çапла, сисĕнмесĕрех иртсе пырать кăçалхи хĕл те. Унпа сывпуллашса çуркуннене кĕтсе илнĕ май, Ураскассинче йăлана кĕнĕ спорт уявĕ пулчĕ. Ăна йĕркелесе ирттерекенсем - ял старости В.Н.Никифоров, Элпуç ял администрацийĕ, çавăн пекех район администрацийĕн социаллă аталану пайĕ те.

Уявăн пĕрремĕш пайĕ ял çумĕнчи таса уйра иртрĕ. Йĕлтĕрпе чупса ăмăртрĕç пухăннисем. Чи пĕчĕккисенчен - шкула та каяйманнисенчен - пуçласа 60-70 çулти ватăсем таранах. Таврари ялсенчен кăна мар, Канашран, Тăвайран, Тăрмăшран, Енĕш Нăрвашран, Энĕшпуçĕнчен, Вăтаялĕнчен - мĕнпурĕ 90 йĕлтĕрçĕ хутшăнчĕ. Тĕрлĕ дистанцисенче чупса мала тухнисем çаксем пулчĕç: Глеб Никифоровпа Влада Васильева (Ураскасси), Никита Николаевпа Аня Смирнова (Тăрмăш), Иван Павловпа (Энĕшпуç) Ангелина Ялугина (Тăрмăш), Дима Степановпа (Тăрмăш) Оля Никифорова (Ураскасси), Толя Матвеевпа (Çĕнçырма) Валя Конова (Тăрмăш), Николай Васильевпа (Энĕшпуç) Ольга Максимова (Çĕнçырма), Татьяна Ивановапа (Çĕнçырма) Алексей Николаев (Тăвай), Валентин Красновпа (Вăтаялĕ) Елена Груздева (Канаш), Анатолий Ивановпа (Ураскасси) Альбина Петрова (Канаш), Федор Григорьевпа (Енĕш Нăрваш) Мария Ефремова (Ураскасси).

Мала тухнисене ялти культура çуртĕнче чысларĕç. Район пуçлăхĕн çумĕ, вĕренỹпе çамрăксен пайĕн начальникĕ О.А.Ломоносов, социаллă аталану пайĕн специалист-эксперчĕ В.Ю.Павлов, ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Козлов çурхи уявсемпе ăшшăн саламларĕç пухăннисене, çĕнтерỹçĕсене Хисеп хучĕсемпе медальсем парса хавхалантарчĕç. Фольклор ушкăнĕ илемлĕ чăваш юррисемпе кăмăл-туйăма çĕклерĕ.

Уяв малалла культура çурчĕ умĕнчи лапамра тăсăлчĕ. Тĕрлĕрен вăйăсем, конкурссем пулчĕç унта. Çунашкасемпе ярăнчĕç, вĕрен туртрĕç, михĕсем тăхăнса чупрĕç... Тем тĕрлĕ те тупăшрĕç-ăмăртрĕç ача-пăчапа çамрăксем, ватăраххисем те пăхса кăна тăмарĕç, хастарлăхпа палăрчĕç. Кайран вара пурте пĕрле ларса техĕмлĕ пулă шỹрпи тутанчĕç. Уяв вĕçĕнче çăварни "карчăкне" çунтарчĕç. Пĕр-пĕрне çуркунне çитнĕ ятпа саламларĕç, çак çулта ырлăх-сывлăх, тулăх пурнăç, телейпе ăнăçу сунчĕç. Ял-йышпа пĕрле аякран килнĕ хăнасем те тулли кăмăлпа савăнчĕç. Уява çỹллĕ шайра йĕркеленĕшĕн Владимир Николаевич Никифорова, Татьяна Алексеевна Григорьевана, пĕчĕккисене пылак çимĕçпе хăналанă Ирина Николаевна Матвеевана чунтанах тав турĕç.

П.НИКИФОРОВ.

Ураскасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика