Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварни уявĕнче

15 марта 2011 г.

Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ!

Картлă-картлă пашалу,
Карчĕсерен услам çу”, –
çакнашкал йĕркесемпе пуçланчĕ Нÿшкассинчи Çăварни уявĕ. Начар çанталăка пăхмасăрах пухăнчĕ халăх ялти магазин умне. Çăварни – ваттисемшĕн те, çамрăксемшĕн те, ача-пăчасемшĕн те пысăк, савăнăçлă уяв.
Таврана техĕмлĕ шăршă сарăлнă. Пысăк хуран умĕнче илемлĕ, вăрăм çÿçеллĕ тутăр çыхнă Ирина Матвеева тĕрмешет, пухăннисене вĕри шÿрпе сĕнет. Таня Баранова вара пĕлĕм хатĕрлет кунтах, вĕри чей те пур унăн. “Тăвайри кооператив” потребобщество сутуçисем шашлăк тата ытти тавар сутаççĕ.
Уява ялти клуб заведующийĕ И.Ефимова уçрĕ. Вăл нÿшкассисене ăшшăн саламларĕ. Çуракинче лашан вăйĕ мĕнле пулассине катаччи чуптарса тĕрĕсленĕ ĕлĕк. Шăнкăрав çакнă, тĕслĕ хăюпа илемлетнĕ лавсемпе чылайччен ярăнса савăнчĕ ача-пăча. Тĕрлĕ вăйăсем те пулчĕç уявра. Вăрăм шăчă тăррине хăпарса Николайпа Валерий Матвеевсем, Александр Яковлев, Сергей Матвеев парнеллĕ пулчĕç. Кире пуканĕ йăтассипе Александр Гурьева çитекенни пулмарĕ. Тĕрлĕ урамсенче пурăнакансем вĕрен туртса тупăшрĕç.
“Чир-чĕр кайтăр, тырă-пулă ăнса ÿстĕр, выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетĕр”, – тесе катемпине çунтарчĕç. Юлашкинчен хĕрарăмсен ушкăнĕ Çăварни юррисене шăрантарчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика