16 марта 2007 г.
Пуш уйăхĕн саккăрмĕш кунĕ. Çуркуннехи чи кĕтнĕ уяв вăл. Хĕрарăмсемпе чиперккесене саламлаççĕ çак кун арçынсемпе каччăсем. Йăлана кĕнĕ пекех пурнăçра актив-лăх кăтартакан хĕрарăмсене кăçал та пĕрле пухрĕ район администрацийĕ. Культура çурчĕн фойинче пулчĕ уяв. Вĕри чейлĕ сăмаварпа пылак çимĕçсемлĕ сĕтелсем кĕтсе илнĕрен килти пек туйрĕç хăйсене пухăннисем.
Лăпкă кĕвĕ итленĕ май, “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕ йĕркеленĕ “Аннÿ валли открытка ÿкер” ятлă куравпа паллашрĕç вĕсем малтанах. Районти хăшпĕр ачасем чи çывăх çынни валли чăнах та нумайлăха асра юлмалли парне хатĕрленĕ. Мĕнле кăна открытка ÿкерсе ăс-таламан-ши хĕр ачасемпе арçын ачасем? 200 яхăн ĕç те пур пуль унта. Ăшă сăмахсене те вулама кăмăллă.
Çывăхрах кооператорсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаш-тараççĕ. “Тăвайри çăкăр” тулли мар яваплăхлă общество, “Туслăх” кафере, хуран кукли хатĕрлекен закусочнăйĕнче, кондитер цехĕнче вăй хуракансем мĕнле кăна çăкăр-булка изделийĕсем, тортсем, блюдăсем хатĕрлемен-ши? Вĕсем çине пăхса тăрсан чунра хаваслă туйăм çуралать. Кураври хăшпĕр япаласене мĕнле хатĕрлемелли пирки те интерес-ленчĕç уява килнисем, кооператорсем вĕсене хаваспах ăнлантарчĕç.
|
Уява районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Л.Павлова уçрĕ. Пурне те ăшшăн-ăшшăн саламларĕ, савă-нăçлă кăмăлтуйăм сунчĕ Людмила Кузьминична. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă пухура район пуçлăхĕ Н.Иванов, Шупашкарти “Акконд” уçă обществăн генераль-нăй директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов, “Акконд-агро фирма” обществăн генеральнăй директорĕ Н.Васильев та пулчĕç. “Хĕрарăма çут çанталăк ырă кăмăл, чиперлĕх, типтерлĕх парнеленĕ. Эпир, арçынсем, вĕсен тĕрекне куллен туятпăр. Пирĕн район хĕрарăмĕсем пур çĕрте те пултаруллă: килте тирпейлĕ, ĕçре хастар, общество пурнăçĕнче активлă. Ачасене тĕрĕс воспитани пама та, килти хушма хуçалăха аталантарма та вăй тупатăр эсир. Тавтапуç, сире, пуриншĕн те. Çуркуннехи чи илемлĕ уявпа саламласа çирĕп сывлăх, вă-рăм ĕмĕр, çемьере телейпе юрату, ĕçре çитĕнÿсем сунатăп”, – терĕ Николай Ильич.
Сумлă ентешĕмĕр В.Иванов та уявра пулма кăмăл туни пурне те савăнтарчĕ. Валерий Николаевич та пухăннисене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламларĕ, çирĕп сыв-лăхпа 100 çула çитичченех пурăнма сунчĕ пурне те. Хăй ертсе пыракан коллективăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ, пылак çимĕç кăларакансен ĕçĕпе Шупашкара пыр-сах паллашма сĕнчĕ. Улянкă ялĕнче пурăнакан сакăр ачаллă амăшне Е.Германована Чăваш Республикин Хисеп гра-мотипе парнесем парса чысларĕ В.Иванов, ывăл хĕрĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерме сунчĕ. Елена Михайловна та парăмра юлмарĕ, хăйне çакнашкал чыс тунăшăн тав турĕ.
Çавăн пекех “Акконд-агро фирма” обществăн генеральнăй директорĕ, “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин районти уйрăмĕн ертÿçи Н.Васильев та сăмах илчĕ, хисеплĕ амăшне Е.Германована парне пачĕ.
Вĕри чей ĕçнĕ май уяврисем ăшă калаçу пуçарчĕç, ялсенчи хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсем хăйсен пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Ача-пăча библиотекине çÿрекенсем "заведующийĕ Н.Иванова" сăвăсем каларĕç. Культура çурчĕн ĕçченĕсем юрларĕç, А.Алексеева директорпа пĕрле вара тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç хĕрарăмсем, ыйтусем çине хуравларĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"