Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “АСТĂВĂМ” КĔНЕКЕ ТУХРĔ

16 марта 2007 г.

Нумаях пулмасть Чăваш республикин “Астăвăм” кĕнекен иккĕмĕш пайĕн 5-мĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Чăваш Президенчĕ Н.Федоров Указĕпе килĕшÿллĕн кун çути курнă ку кĕнеке. Редакци коллегине Чăваш Правительствин председателĕ С.Гапликов ертсе пынă.

“Астăвăма” Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăнса киле таврăннă, Тă-вай енре çуралнă салтаксен списокĕ те кĕнĕ.

Район пуçлăхĕн, кĕнекене хатĕрлеме пулăшакан ушкăнăн нумай ĕç туса ирттермелле пулчĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем, таврапĕлÿçĕсем, вăрçă ветеранĕсен тăванĕсем чылай пулăшрĕç. “Ял ĕçченĕ” хаçат малтанлăха паллашма, кирлĕ пулсан тÿрлетме, хушусем кĕртме, çÿлерех асăннă списока пичетлесе кăларчĕ. Пурне те пысăк тав пархатарлă ĕçĕршĕн, пурнăçăр ăнса пытăр сирĕн.

Пиллĕкĕмĕш томра пирĕн районти çынсем пирки тĕрлĕ тĕслĕ – 6, хура-шурă тĕслĕ 21 сăн ÿкерчĕк, район çинчен кĕске справка, сал-таксем çинчен çырса кăтартнă 25 текст усă курнă.

Республика кĕнеки çинче питĕ нумай материал кĕртме çук пал-лах. Çавăнпа Тăвай районĕн “Астăвăм” кĕнекине кăларсан лайăх пулĕччĕ. Мĕнле сĕнÿсем параççĕ-ши çакăн пирки вулакансем(

“АСТĂВĂМ” КĔНЕКЕ ТУХРĔ

“Астăвăм” кĕнекен 5-мĕш томĕпе ялсенчи, шкулсенчи библиоте-кăсенче, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, райцентрти пысăк учрежденисемпе предприятисенче паллашма пулать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика