27 июля 2018 г.
“Республикăри çулсене çĕнĕрен сарма, реконструкцилеме, çуртсем таврашĕн-чи территорисене хăтлăлатма 9,5 миллиард тенкĕ тăкакланă 2017-2018 çулсенче”, - палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе федераци службисен регионти уйрăмĕн ертÿçисен планеркинче.
Кăçал 65 çухрăм тăсăлса выр- такан çула тĕпрен юсама плана кĕртнĕ. Вырăнти пĕлтерĕш- лĕ çулсене саплаштарма 235 çухрăм выртакан объекта палăртса хунă. Çĕнĕрен 456 çухрăм ытла çул сарма пăхса хăварнă. Вĕсем ялсенче пулĕç. Пурĕ 17,33 çухрăм çул тăсăлакан вырăнта электроçутăпа тивĕçтермелле.
Федераци шайĕнчи пысăк проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. “Хăрушлăхсăр паха çулсем” проекта пурнăçа кĕртме федераци хыснинчен сахал мар укçа куçнă, палăртнă укçаран 32 проценчĕпе усă курнă, палăртса хунă объект-сенчен 52 процентне туллин тивĕçтернĕ.
Хулана хăтлăлатассипе çыхăннă ыйтусем пирки те чарăнса тăнă планеркăра. Кăçал пĕтĕмпе ĕçсене пурнăçлама мĕнпур çăлкуçсенчен 302 миллион яхăн укçа пăхса хăварнине палăртнă унта. Программăпа килĕшÿллĕн, 14 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче ĕçсем пурнăçланассине хыпарланă. Ытти районсенче тата Тăвай енре те ку енĕпе маттур ĕçленине палăртнă.
Чăваш Енри нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнчи 44 лаптăка тирпейлеме плана кĕртнĕ. Паянхи кун тĕлне 36 объект-ра тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ĕçлеççĕ. Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне палăртса хунă ĕçсене вĕçне-хĕрне çитерме тĕллев лартнă.
Пирĕн районта “Паянхи хула хутлăхне йĕркелесси” программăна пурнăçлассипе вара хальхи вăхăтра Тăвайри Кооперативнăй урамри 20, 22-мĕш çуртсен картишĕсенче хĕрÿ ĕç пырать.
Çуртсем умĕнчи пахчасен картисене илчĕç, бордюрсене кăларчĕç, асăннă лаптăкра ÿссе кайнă йывăçсене касса пуçтарчĕç, хăйăр та илсе килме тытăнчĕç, тротуар пулмалли вырăнсене тасатма пуçларĕç подряд организацийĕн членĕ-сем.
“Romana” вылямалли спорт оборудованийĕн завочĕ” ХАО специалисчĕсем саксемпе çÿп-çап тăкмалли савăтсем, вылямалли оборудованисемпе спорт тренажерĕсем вырнаçтарĕç.
Ответлăха туйса ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл. Вĕсен ĕçĕ кал-кал пулса пытăр тесе тăрăшаççĕ çывăхри çуртсенче пурăнакансем, ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе укçа-тенкĕ хывакансем те пур.