06 июля 2018 г.
Пушарсем уйрăм килхуçалăхсене кăна мар, предпритятисемпе организацисене, халăх хуçалăхне пĕтĕмĕшле те пысăк сиен кỹреççĕ. Вут-çулăм çынсен пурнăçĕшĕн те хăрушă пулса тăрать.
Апла пулин те, районта кăçал пушарсен хисепĕ умĕнхи çулхинчен икĕ хут ỹснĕ. Çакă никама та пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть. Çакна шута илсе çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче района пушарпа пулса тăнă кăткăс лару-тăрăва йĕркелеме Шупашкартан Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн надзорпа профилактика ĕçĕсен управленийĕн пай начальникĕн заместителĕ, шалти службăн подполковникĕ Александр Владимирович Игнатьев килсе кайрĕ. Вăл районти надзорпа профилактика ĕçĕсен пайĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле Элпуç тата Тĕмер ял тăрăхĕсенче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе тимлекен комиссисен черетсĕр ларăвĕсене ирттернĕ, асăннă вырăнсенче лару-тăрăва тишкерсе пурнăçламалли ĕçсене, вĕсемшĕн яваплă должноçри çынсене палăртнă. Çавăн пекех Элпуçпе Тĕмер ялĕсенчи килхуçалăхсенче пулнă, пурăнакансемпе пушартан сыхланмалли мерăсем çинчен инструктажсем ирттернĕ. Район территорийĕнчи пушар лару-тăрăвне кура çынсен килхуçалăхĕсенче профилактика мероприятийĕсене куллен тĕллевлĕ туса пыма тата пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме, ăнлантару ĕçне вăйлатма йышăннă. Пушар хăрушсăрлăхĕ пуринчен те пысăк тимлĕх ыйтать.
А.МЕШКОВ.