29 июня 2018 г.
Вырăнсенчи çынсем пуçарнипе обществăлла инфраструктурăна аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртеççĕ районта.
Çак тĕллевпе пулăшу илсе пĕлтĕр Нỹшкассине пахалăхлă шывпа тивĕçтернĕ, Мучарти, Тăрмăшри, Енĕш Нăрвашри шкулчченхи учрежденисене юсанă.
Кăçал асăннă проектпа Тăвай ялĕнчи "Аль" спорткомплекс хыçĕнче çĕнĕ хоккей площадки тунă. Шыв ярса пăрлантармалли лапамне асфальт сарса якатнă, айккисене ятарлă карта тытса çавăрнă.
Ку контрактпа 1446181,50 тенкĕлĕх ĕçсем тунă, çав шутран 1062509 тенки республика бюджетĕнчен, Тăвай ял тăрăхĕн бюджетĕнчен - 383672,50 тенкĕ.
А.ИВАНОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"