Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсавлă кăмакасемпе усă курăр

28 марта 2018 г.

Пирĕн районта кăçал тăватă пушар (2017-1) тухнă. Вут-кăвар тăтăшрах тухнин сăлтавĕ - юсавсăр кăмакасемпе, тĕтĕм çулĕсемпе усă курни. Çуртсемпе хваттерсенче пурăнакансем ытларах чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем пирки манаççĕ. Çулсем иртнĕ май кăмакасем те юрăхсăра тухма пултараççĕ-çке.
Вут-çулăма лайăх туртнипе, ăшăтнипе, перекетлĕ хутма май панипе кăна хакламалла мар кăмакана, хăрушсăрлăхлă пулнине шута илмелле. Кăмакана тĕрĕс мар туни те вут-кăвар патне илсе çитерет. Çавăнпа çак ĕçе лайăх пĕлекенсене кăна шанмалла.
Хутмалли сезона пуçлас умĕн кăмакана юсамалла, тĕрĕслемелле. Ăна шурă тăмпа шуратмалла, çапла çурăксене тÿрех асăрхама пулать.
Тĕтĕм çулĕсене те йĕркене пăхăнса тумалла.
Кăмака умне 70х50 сантиметр виçеллĕ тимĕр листи хумалла. Дачăсенчи кăмакасене вутăпа кăна хутмалла.
Кăмакасене пăхакансăр е ачасене кăна шанса ан хăварăр, умĕнчен хутмалли япаласене пуçтарăр. Чĕртнĕ чухне краççын, бензин тата ытти хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе усă ан курăр. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене тивĕçтермен тимĕр кăмакапа кил-çурта ăшăтассинчен пăрăнма тăрăшмалла.
Заводра туса кăларнă тимĕр кăмакан ĕçлеттермелли йĕркисемпе малтан лайăх паллашăр.
Районта пурăнакансем, çурта кăмакапа хутса ăшăтнă чухне асăрхануллă пулăр. Вут-кăвар тухсан, 01, 101, 112 номерсемлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

 

 
 

Первоисточник: "Ял ecченe"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика