23 ноября 2017 г.
Кăçалхи 10 уйăхра пирĕн районта 104 ача çуралнă, 2016 çулта - 108. Вилекенсен йышĕ пĕлтĕрхинчен 9 çын (184-175) ытларах. Мăшăрланусене илес пулсан, Йăнтăрчă, Мучар, Тăрмăш, Тăвай ял тăрăхĕсенче çамрăк çемьесем нумайланнă, çав вăхăтрах районта умĕнхи çулхинчен сахалрах туй кĕрлеттернĕ (52-57).
Маларахри çулсенче Тăвай енре уйрăлакансен хисепĕ ÿсес енне кайнăччĕ. Январь-октябрь уйăхĕсенче 23 çемье саланнă, ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пĕчĕкрех (2016 çулта - 36 çемье).
Первоисточник: Ял ecченe