Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016 çулхи итогĕсем тата 2017 çулхи тĕллевĕсем

22 февраля 2017 г.

1 февраля 2017 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Чăваш Ен Патшалăх Канашне 2017 çулта янă Çыруран:

“...Мĕнпур çынна пурăнмалли лайăх условисемпе тивĕçтересси, çамрăксене лайăх пĕлÿ илме, ĕçлекен халăха професси ăсталăхне аталантарма кирлĕ пек майсем туса парасси, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене пулăшасси пирĕн патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсем пулнă та, пулаççĕ те”.

Районăн социаллă, финанс тата инвестици политикине пурнăçа кĕрт-мелли тĕп инструмент Тăвай районĕн бюджечĕ пулса тăрать.

2016 çулта Тăвай районĕн пĕр-лештернĕ бюджетне тупăшсем 252 млн. та 384 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Харпăр хăй (налук тата налук мар) тупăшсем 57 млн. та 221 пин тенке (пĕтĕм тупăшсен калăпăшĕн 22,7 процентне) çитнĕ. Харпăр хăй тупăшĕ-сен ÿсĕмĕ 2015 çулхипе танлаштарсан 6,4 процент пысăкланнă.

Тăвай районĕн пĕрлештернĕ бюд-жечĕн тăкакĕсем 2016 çулта 253 млн. та 606 пин тенкĕлĕх пулнă, çапла вара çулталăкра планпа пăхнин 98,5 процентне ĕçе янă. Тăкаксен чи пысăк виçи “Вĕренÿ” пайĕпе тухнă  145 млн. та 596 пин тенкĕ (мĕнпур тăкакăн 57,4 проценчĕ).

 Районăн 2016 çулхи пĕрлештернĕ бюджетне 1 млн. та 222 пин тенкĕлĕх дефицитпа пурнăçланă.

 Район администрацийĕн тĕп задачисенчен пĕри - бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курассине тивĕçтересси. 2016 çулта бюджет эффективлăхĕ муниципаллă туянусемпе 1 млн. та 255 пин тенкĕпе е 7,9 процентпа танлашнă. Поставщиксене (пурнăçлакан подрядчиксене) конкуренци майĕпе палăртса пурнăçланă туянусен тÿпи пĕтĕмĕшле туянусен, услугăсен 36 процентне тивĕçнĕ.

           

Ял хуçалăхĕ

 Ял хуçалăхĕ район экономикине никĕслекен отрасльсенчен пĕри пулса тăрать.

 2016 çулта ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1 млрд. та 317 млн. тенкĕлĕх е иртнĕ çулхи шайран 3,2 процент пысăкрах пулнă.

 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 7734 пуçа çитнĕ е иртнĕ çулхин 105,1 проценчĕ чухлĕ, çав шутра ĕнесем 3426 пуç (102,5 процент).

 2016 çулта аш-какай 1,12 пин тонна ?93 процент/, сĕт 17,2 пин тонна е иртнĕ çулхин 105,2 проценчĕ чухлĕ туса илнĕ.

 Кашни ĕнерен 5348 килограмм е 2015 çулхинчен 232 килограмм нумайрах сĕт сунă.

 Малти вырăнсенче - В.Г.Грачев ХФХ - 7059 килограмм тата “Акконд-агро фирма” АО - 6105 килограмм. Тепĕр 4 хуçалăх ĕнесен продуктивлăхĕпе 5 пинлĕ чикĕ урлă каçнă.

 “Акконд-агро фирма” АО Мускавра иртнĕ “Ылтăн кĕркунне-2016” выставкăра пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. “АККОНД МОЛОКО”н “От Красули” тата “Гармония дня” брендсемлĕ продук-цийĕ ылтăн медале тата диплома тивĕçнĕ.

 2016 çулта пĕтĕм ака лаптăкĕ 18563 гектар (2015 çулхин 97,2 проценчĕ) йышăннă, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 11205 гектар (106,1 процент).

 Пĕлтĕр пур йышши хуçалăхсенче 20,6 пин тонна тырă, 11,3 пин тонна çĕрулми тата 5,8 пин тонна пахча çимĕç пухса кĕртнĕ. Тыррăн вăтам тухăçĕ гектар пуçне 18,6, çĕрулмин 147,3 тата пахча çимĕçĕн 268,7 центнерпа танлашнă.

 В.Г.Грачев ХФХ тата “Акконд-агро фирма” АО пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен чи пысăк тухăçне илнĕ - гектар пуçне 30,2 тата 27,5 центнер.

 Ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсем кăçалхи тухăç никĕсне хывса кĕркунне 5828 гектар çĕртме сухи тунă, 2620 гектар кĕрхи тĕштырă культурисем акса хăварнă.

 2016 çулта пурĕ 15,9 млн. тенкĕлĕх 8 единица ял хуçалăх техники тата оборудованийĕ туяннă.

 Ял хуçалăх производствине пур шайри бюджетсенчен 69,1 млн. тенкĕлĕх (2015 çулхин 74,3 проценчĕ чухлĕ) патшалăх пулăшăвĕ панă.

 Ял хуçалăхĕнче уйăхри вăтам ĕç укçи пĕлтĕр 2015 çулхинчен 8,3 процент ÿснĕ, 16037 тенке çитнĕ.

 Аграрисен паянхи тĕп задачи вăл - вăрлăхлăх материала çурхи акана хатĕрлесе çитересси, ял хуçалăх культурисен пысăк репродукциллĕ вăрлăхĕсене туянса хатĕрлесси. Паянхи куна кондициллĕ вăрлăхсен хисепĕ - 79 процент;

 -ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман 1000 гектартан кая мар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртесси (тата 1127 гектар юлать).

 Çывăх малашлăхра çавăн пекех агропромышленноç комплексне çĕнĕ инвестицисем явăçтарасси, мăйракаллă шултра выльăх кĕтĕвне çĕнетесси тата сыватасси приоритетлă пулса тăрать.

         

Инвестицисем

 2016 çулта тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 216 млн. тенкĕпе е иртнĕ çулхин 119,7 проценчĕпе танлашнă. 38 çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса хунă.

 Иртнĕ çулта районта пĕтĕмĕшле хакĕпе 27,0 млн. тенкĕлĕх 2 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ:

 1/ С.В.Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕ, кунта 120 пуçлăх ĕне фермине реконструкциленĕ тата модернизациленĕ, проект хакĕ - 6 млн. тенкĕ, 2 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тунă;

 2/ В.Г.Грачев хресчен фермер хуçалăхĕ, кунта 200 пуçлăх пăру вити хута янă, проект хакĕ - 21 млн. тенкĕ, 3 çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса хунă.

 Пĕтĕмĕшле хакĕпе 123 млн. тенкĕлĕх 5 инвестици проектне пурнăçа кĕртесси малалла пырать, вĕсемпе тепĕр 24 çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ:

 1/ “Акконд-агро фирма” АО- проект ячĕ “600 пуçлăх икĕ пăру вити, изолятор, пăрулаттаракан уйрăмăн 30 пуçлăх пристройĕ тăвасси тата сăвакан уйрăма модернизацилесси”, проекта 2015-2017 çулсенче ĕçе кĕртеççĕ, унăн хакĕ - 78,5 млн. тенкĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем 4 пулĕç;

 2/ Д.М.Антонов ИП - проект ячĕ “2,2 пин тоннăлăх пахча çимĕç хранилищи тăвасси”, 2015-2017 çулсенче пурнăçа кĕртеççĕ, проект хакĕ - 11 млн. тенкĕ, 5 ĕç вырăнĕ пулĕ;

 3/ “Красная Чувашия” ЯХПК - проект ячĕ “250 пуçлăх ĕне фермине реконструкцилесси тата модернизацилесси”, 2016-2017 çулсенче туса пĕтереççĕ, проект хакĕ - 28,5 млн. тенкĕ, 7 ĕç вырăнĕлĕх;

 4/ “Кубнинский - агрофирма” ООО - проект ячĕ “200 пуçлăх ĕне фермине реконструкцилесси тата модернизацилесси”, 2015-2017 çулсенче тăваççĕ, проект хакĕ - 3,0 млн. тенкĕ, 6 ĕç вырăнĕ пулĕ;

 5/ “Чутеевский” ЯХПК, проект ячĕ - “60 пуçлăх пăру вити тăвасси”, 2016-2017 çулсенче туса ĕçе кĕртеççĕ, проект хакĕ - 2,0 млн. тенкĕ, ĕç вырăнĕ - 2.

 2017 çулта “Акконд-агро фирма” акционерлă обществăра пĕтĕмĕшле хакĕпе 12,0 млн. тенкĕлĕх, 5 çĕнĕ ĕç вырăнĕллĕ 1 инвестици проектне ĕçе кĕртме планлаççĕ, проект ячĕ -“Талăкра 30 тонна таран сĕте ĕçлесе хатĕ- рлемелли сĕт цехне малта пыракан технологисемпе усă курса реконструкцилесси тата модернизацилесси”.

 Районта инвесторсене явăçтарма ирĕклĕ 5 çĕр участокĕ йĕркеленĕ тата вĕсене Пĕрлехи информаци ресурсне кĕртнĕ. Вĕсенчен 2 çĕр участокне инвесторсене тата 2-шне арендăна памашкăн хатĕрлеççĕ.      

Çĕр, пурлăх

 Муниципаллă пурлăхпа тата çĕр участокĕсемпе эффективлă усă курасси вырăнти хăйтытăмлăх органĕ-сен чи малтан татса памалли задачи пулса тăрать, мĕншĕн тесен муниципалитет пурлăхĕпе усă курнин тупăшĕсем пĕтĕмпех вырăнти бюджетсене кĕреççĕ.

 2016 çулта муниципаллă пурлăхпа тата çĕр участокĕсемпе усă курнипе район бюджетне 6447 пин тенкĕ (планăн 103,8 проценчĕ) пырса кĕнĕ.

 Срокран иртнĕ парăмсене шыраса илме 23 претензи тата 6 тавăç заявленийĕ тăратнă. Вĕсемпе пурĕ 233 пин тенкине тÿлесе татнă. Суд приставĕсене 224 пин тенкĕ (2017 çулхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне парăм 341 пин тенкĕ пулнă) шыраса илме 5 ĕç хучĕ тăратнă.

 Паянхи кун тĕлне районта йышăнман çĕр пайĕсене регистрацилесси вĕçленсе пырать. Муниципаллă харпăрлăх тивĕçлĕхне 8669 гектара е 99,3 процентне регистрациленĕ. Çав шутран эффективлă çĕр хуçисене 5904 гектар ?68 процент/ панă. Çак ĕçе Тушкил ял тăрăхĕнче пуринчен те лайăхрах йĕркеленĕ, 92 процент таран парса тивĕçтернĕ. Ку енĕпе Йăнтăрчă ял тăрăхĕн уйрăмах туртăнмалла, кунта çаврăнăша 31 процентне кăна кĕртнĕ.

 Муниципаллă пурлăхпа эффективлă усă курас тата район бюджетне тупăшсем кĕрессине ÿстерес тĕллевпе:

 -йĕркелесе çитернĕ муниципаллă пур çĕре те ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене 2017 çул вĕçĕччен арендăна е харпăрлăха парса хуçалăх çаврăнăшне кĕртессине вĕçлемелле;

 -хуçасăр куçми пурлăх объекчĕ-сене шута илмелле тата вĕсене муниципаллă харпăрлăха регистрацилемелле;

 -аренда укçипе çĕр налугĕн тÿлевĕ пырса кĕнине тĕрĕслесех тăмалла;

 -претензипе тавăç тăратас ĕçе вăйлатмалла;

 -Тăвай районĕн территорийĕнче çĕрсемпе усă курнине муниципалитетсем енчен тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтермелле;

 -2017 çулхи приватизацин прогноз планне кĕртнĕ муниципаллă пурлăха сутассипе аукционсем хатĕрлесе ирттермелле;

 -”халăх инвентаризацийĕ” ирттернĕ чухне тупса палăртнă 5 çĕр участокне хуçалăх çаврăнăшне кĕртмелле.

 

              Промышленность

 Вак предпринимательлĕх субъекчĕ шутне кĕмен организацсен çаврăнăшĕ 2016 çулта экономикăн пур енĕпе 628 млн. тенкĕпе (109,4 процент) танлашнă. Çакăн пек организацисем промышленноç таварĕсем тиесе ăсатнин, хăйсен вăйĕпе пурнăçланă ĕçсемпе услугăсен калăпăшĕ 183 млн. тенке (109,6 процент) çитнĕ.

 Промышленноç производстви “Акконд-агро фирма” акционерлă обществăра 11,8 процент хушăннă. “Тăвайри кирпĕч завочĕ” АО вара 65 процент чакарнă.

 

Вак тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕ

 Район экономикине аталантарма пĕчĕк предприятисем чылай тÿпе хываççĕ.

2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче вак предпри-нимательлĕхĕн 325 (2015 ç. - 316) субъекчĕ тăрăшать. Вĕсенче ĕçлекенсен хисепĕ - 1843 (1820) çын.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем продукци тиесе ăсатнин тата вĕсем тивĕçтернĕ услугăсен калăпăшĕ 950 млн. тенкĕпе танлашнă, ку вăл 2015 çулхинчен 1,6 процент пысăкрах.

 Вак предпринимательлĕх сферинчи уйăхри вăтам ĕç укçи - 15248 (101,3 процент) тенкĕ.

 

             Потребитель рынокĕ

 Паянхи куна районта ваккăн сутакан 165 суту-илÿ объекчĕ, 13 обществăлла апатлану предприятийĕ, халăха йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен 18 тата çул хĕрринчи 7 сервис объекчĕ ĕçлеççĕ.

 2016 çулта вак суту-илÿ çаврăнăшĕ 271,6 млн. тенкĕпе е 2015 çулхи шайăн 88,3 проценчĕпе танлашнă, обществăлла апатланăвăн - 4,8 млн. тенкĕ е 92,3 процент.

 Çулталăкра потребитель рынокĕн 5 объектне реконструкциленĕ тата ĕçе кĕртнĕ. 5 млн. тенкĕ ытла инвестици хывнă, 8 ĕç вырăнĕ тунă.

 

       Патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерни

 2016 çулта МФЦ услугисемпе 15184 çын (2015 çулхипе танлаштарсан 192 процент) усă курнă. Услугăсемпе тивĕçтернипе бюджета 1846 пин тенкĕ, çав шутра Чăваш Республикин бюджетне 461 пин тата вырăнти бюджета 462 пин тенкĕ пырса кĕнĕ.

 

       Çул-йĕр хуçалăхĕ

 2016 çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçлама 27 млн. та 271 пин тенкĕ (2017 çулта - 24 млн. та 184 пин тенкĕ) укçа уйăрнă.

 “Аниш” - “Нÿшкасси” автомобиль çулне 1 км тăршшĕ, нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене 940 тăв. метр юсанă тата 60 км тăршшĕ-не яхăн горизонтальлĕ çул-йĕр разметки тунă. Ялсен чиккисенче сарман çулсене 2 километра яхăн юсаса лайăхлатнă.

 6 ял тăрăхĕнче 3 километр та 592 метр тăршшĕ хытă сийлĕ автомобиль çулĕ тăвасси вĕçленсе пырать. Районти тата ял тăрăхĕсенчи автомобиль çулĕсене пăхса тăма 9 млн. та 140 пин тенкĕ янă.

 

       Пурăнмалли çурт-йĕр

 2016 çулта вăйра тăракан пур программăсемпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене 3 çын, 5 çамрăк специалист тата виçшер ачаллă 4 çамрăк çемье лайăхлатнă.

 Пĕлтĕр лаптăкĕпе 3939 тăв. метр çурт-йĕр ĕçе кĕртнĕ. 2 тăлăх ачана çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Тăвай ялĕнче 12 хваттерлĕ пурăнмалли çурт (864,3 тăв. метр) хута янă.

 (Паянхи кун тĕлне районĕпе пĕ-тĕмĕшле 605 çын пурăнмалли вырăн черетĕнче тăрать, çав шутра - 356 çамрăк çемье).

 Районта тÿлевсĕр çĕр участокĕ илме право пур нумай ачаллă 134 çемьене учета тăратнă. Паянхи куна çĕр участокĕсемпе 73 çемьене (54,5 процент) тивĕçтернĕ.

 (2016 çулта нумай ачаллă 28 çемьене учета тăратнă, 14-шне çĕр участокĕ панă. Хальхи вăхăтра тата 2 çĕр участокĕ хатĕрлеççĕ. Строительство тума валли 2 çемье ирĕк илнĕ).

 Нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе туллин тивĕçтермешкĕн районта Тăвай ялĕн чиккисене 51 гектар сарас ĕç вĕçленсе пырать.

   

   Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх

 Законодательствăпа килĕшÿллĕн районти 35 бюджет организацийĕ обязательнăй энергетика тишкерĕвĕ туса ирттернĕ. “Янтиковская УК” ООО Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ пурăнмалли 12 çурта энергетика енчен тишкерсе тухнă.

 Пур нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурта та çут çанталăк газĕпе тата электричествăпа харпăр хăй ăшăтасси çине куçарнă. 784 хваттерте (95 процент) харпăр хăй сивĕ шывпа усă курнине шута илмелли приборсем вырнаçтарнă.

 

    Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене тĕп юсав тăвасси

 Пĕтĕмĕшле пурлăха тĕп юсав тăвассине нумай хваттерлĕ 5 çуртра вĕçленĕ. Пур çуртра та электричествăпа тивĕçтерекен системăна юсав тунă (1339 млн. тенкĕлĕх).

 

      Биологиллĕ тасату сооруженийĕсем

 Районта мăшкăлтăк шывĕсене тасатасси çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. 1985 çулта тунă тасату сооруженийĕсем питĕ начарланса çитнĕ. Ку вăхăт тĕлне смета хакĕпе 50,6 млн. тенкĕлĕх “Тăвай ялĕнчи талăкра 500 кубла метр мăшкăлтăк шывне биологилле тасатакан сооружени” проект экспертиза витĕр тухнă. Асăннă объекта малтанлăха пăхнă тăрăх 2018 çулта тума палăртаççĕ.

 Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ.  “... Пирĕн тĕллев - рес- публикăна пурăнма чи лайăх вырăн туса хурасси”, - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

 Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, пур йышши харпăрлăх хуçисем умĕнче тăван ене таса та илемлĕрех тăвас яваплă задача тăрать.

 2017 çулхи тĕллевсем:

 -хытă типлă сийлĕ 6 автоçула тăвассине вĕçлесси;

 -Тăм шыв урлă хывакан кĕпере туса пĕтересси;

 -вырăнти пĕлтерĕшлĕ 2,8 км тăршшĕ “Аниш” - Тушкил автоçула юсасси;

 -регион пĕлтерĕшлĕ “Тăвай - Чутей - Аслă Кайпăç” автомобиль çулне 92 млн. тенкĕлĕх 12,8 километр юсасси;

 -Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕ-нчи 50-мĕш номерлĕ çурт тăррине тĕп юсав тăвасси.

 

            Вĕрентÿ

 Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 вĕренÿ учрежденийĕнче 1547 вĕренекен пĕлÿ илет.

 Пур шкулта та пултаруллă ачасемпе ĕçлемелли тытăм йĕркеленĕ. Творчествăри уйрăм ăнтăлушăн шкулсенчи 13 вĕренекене ятарлă стипендипе тата Тăвайри ача-пăча искусствăсен шкулĕнчи 1 вĕренекене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран стипендийĕпе палăртнă. Тăвай шкулĕнче вĕренекен Екатерина Гурьева шкул ачисен экологипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадин юлашки тапхăрĕн призерĕ пулса тăнă.

 Шкулчченхи вĕренÿре 706 ача, ку вăл 76,2 проценчĕ. 2 çултан аслăрах ачасене пурне те ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтернĕ.

 Хушма вĕренÿ тытăмне ÿсĕмĕпе 5 çултан пуçласа 18 çулчченхи ачасен 84,5 процентне явăçтарнă.

 Педагогика работникĕсен ĕç укçи 2016 çулта çапла пулнă:

 -шкулчченхи вĕренÿ организацийĕ-сенче - 16882,3 тенкĕ;

 -пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче - 19423,8 тенкĕ.

 Тăвайри вăтам шкулта биологи вĕрентекен Альбина Петровна Михайлова РФ Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне илме тивĕçлĕ пулнă.

 Вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессипе тата инфраструктурине çĕнетсе лайăхлатассипе ĕçсем пыраççĕ. 2016 çулта виçĕ учреждение тĕп юсав тума 2 млн. ытла укçа-тенкĕ янă. Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкула 2,5 млн. тенкĕ тăракан çĕнĕ шкул автобусĕ панă.

 Муниципаллă вĕренÿ тытăмне аталантармалли тĕп проблемăсем:

 -педагогика кадрĕсене çамрăклатас ыйту. Учительсен вăтам ÿсĕмĕ - 47,5 çулпа танлашать. 35 çула çитичченхи çамрăк учительсем мĕнпурĕ те - 17 (10,4 процент). 2015 çулта 9,2 процент пулнă. Районти шкулсенче пенси ÿсĕмĕнчи 36 (20 процент) учитель тăрăшать, 3 çул таран ĕç  стажĕллисем - 10 çын (6,1 процент).

 -пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенчен 29,41 проценчĕ (3 шкул, 2 ача сачĕ) тĕп юсав ыйтаççĕ.

  Культура

 Районта культурăн муниципаллă бюджет учрежденийĕсем 2, вĕсенче 77 çын ĕçлет.

 Культура ĕçченĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 2016 çулта 12020 тенкĕ-пе танлашнă, умĕнхи çулхинчен 6,4 процент ÿснĕ.

 Модернизациленĕ культурăпа кану учрежденийĕсем Тăвай районĕнче саккăр.

 “Спорт тата сывă пурнăç йĕрки пирĕн обществăн ырлăхĕн никĕсĕ пулса тăраççĕ, апла пулсан патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ те. Ку манăн принциплă позици”. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырури çак сăмахсене пур енлĕн ырласа, çакна палăртатпăр, Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн “Ĕçлевпе хÿтĕлеве хатĕр” (ГТО) комплексĕн нормативĕ-сене пама хутшăннисенчен 60 проценчĕ палăрту паллисене тивĕçнĕ.

 6141 çын е 40 проценчĕ спорта тăтăш хутшăнать.

 Пирĕн физкультурăпа спорта юратакансен кампа та пулса танлашмалли яланах пур. Раççейĕн пĕрлештернĕ биатлон командинче Татьяна Акимова ăнăçлă кĕрешет. Ăна эпир хамăрăн ентеш тесе шутлатпăр, мĕншĕн тесен унăн ашшĕпе амăшĕ Тăвай районĕнче çуралса ÿснĕ.

 Тĕллевсем:

 -Тăвай ялĕнчи культура çуртĕнче цифрăллă кинотеатр оборудованийĕ вырнаçтарса модернизацилеме уйăрнă 5 млн. тенкĕпе усă курасси;

 -Чутей ялĕнче 106 вырăнлă культура çурчĕ тăвасси;

 -Тăрмăшри культура çуртне 1,153 млн. тенкĕлĕх юсасси.

          Сывлăх сыхлавĕ

 Халăха “Тăвай районĕнчи тĕп больница” бюджетлă учреждени медицина пулăшăвĕ парать.

 2016 çулта 2541 çын (101,6 процент) диспансеризаци тухнă, 11469 çын (88,3 процент) флюорографи тутарнă.

 Районти халăх пĕтĕмĕшле чирлесси 11 процент ÿснĕ, пуçласа чирлесси 1,4 процент чакнă.

 2016 çулта Нÿшкасси ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тунă.

 Тĕллев:

 -Çăлпуç ялĕнче ФАП тăвасси.

 

        Демографи лару-тăрăвĕ

 2016 çулта пурĕ 165 (2015 çулта - 213) ача çуралнă, 225 (умĕнхи çулта - 261) çын вилнĕ. Мăшăрланнă - 90 (90), уйрăлнă - 41 (42). Çынсем вилесси 2 процент чакнă е кашни 1000 çын пуçне 14,8.

 Пĕлтĕр 111 арçын тата 114 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă, вĕсем ÿсĕмĕпе вăтамран 61 тата 78 çулсенче пулнă.

 2017 çула республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Районта ку тĕллевпе чылай мероприят­­­­и палăртнă.

 

Ĕç рынокĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерни

 2016 çулта экономикăра уйăхри вăтам ĕç укçи 15994 тенкĕпе танлашнă, умĕнхи çулхинчен 2,4 процент ÿснĕ.

 2017 çул пуçланнă тĕле ĕçпе тивĕçтерекен центрта регистрациленĕ ĕçсĕррисен хисепĕ 50 (2015 çулта - 32) çын пулнă. Ĕçсĕррисен шайĕ ĕçлеме пултаракан халăхăн 0,6 проценчĕ (2015 çулта - 0,35 проценчĕ) шутланать.

 Çулталăк тăршшĕнче яланлăх тата вăхăтлăх ĕçсене 676 çынна вырнаçтарнă. Ĕçе явăçтарнин шайĕ 82 процентпа танлашать.

 Районти ведомствăсем хушшинчи комисси ĕç килĕшĕвĕсем тумасăр ĕçлеттернĕ 236 çынна тупса палăртнă. Административлă ĕç пуçарнă, ĕç паракан 2 çынна штраф хунă. 213 ĕç хутшăнăвне легализациленĕ, контрольлĕ кăтартăва 105 процент пурнăçланă.

 Ĕçсĕр пĕр гражданина харпăр хăй ĕç пуçарса ĕçлеме финанс енчен 58,8 пин тенкĕ парса пулăшнă.

 Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай 2016 çулта 4820 çынна пурĕ 65,5 млн. тенкĕлĕх социаллă пулăшу панă.

 Тăвай районĕнче 5000 пенсионер шутланать, вĕсенчен 4479-шĕ страхлав пенсийĕ илет тата 521-шне патшалăх пенсипе тивĕçтерет. Районта ватлăх страхлав пенсийĕн вăтам виçи 10709 тенкĕ.

 Районта 2016 çулта çут çанталăк енĕпе тата техногенлă чрезвычайлă лару-тăрусем пулман. Пушарсен хисепĕ 2015 çулхи 13 тĕслĕхрен виççĕ чакнă. Район территорийĕнче çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем 7 пулнă, умĕнхи çулхинчен 1 тĕслĕх сахалрах, инкек тÿсекенсем те 14-ран 8 çити сахалланнă. Шел те, 2016 çулта район территорийĕнче преступноç 88-тан 102 çити ÿснĕ. Уйрăмах банк карттисемпе Интернет сечĕпе усă курса укçа çаратасси нумайланнă - 12 тĕслĕх. Йышăннă мерăсене пула уйрăмах йывăр, вăтам, сывлăха юриех вăтам йывăрлăх кÿнĕ тата обществăлла вырăнсенче тунă преступленисене пăртакшар чакарма май килнĕ. Çул çитмен ачасем преступлени туни те виççĕрен икке юлнă.

 2016 çул итогĕсем экономикăпа социаллă сферăри чылай кăтартăвăн ырă динамикине кăтартса параççĕ. Ку вăл - мĕнпур йышши харпăрлăхлă предприятисен, организацисен, индивидуаллă предпринимательсен, патшалăхпа муниципаллă структурăсен коллективĕ-сен пĕрлехи ĕçĕн результачĕ.

 Пĕрлĕхре - пирĕн вăй!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика