10 января 2017 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Патшалăх Канашне çулленхи Çырупа тухма хатĕрленет. Документра Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăх задачисене палăртаççĕ.
Çырăва хатĕрленĕ май республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне те шута илме шантараççĕ. 2017 çулхи Çырăва эсир мĕнле ыйтусене кĕртмелле тесе шухăшлатăр? Сирĕнтен сĕнỹсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт; e-mail: pres5@cap.ru; analit2@cap.ru. "Для подготовки Послания" тесе паллă тумалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"