28 декабря 2016 г.
Тăвайри краеведени музейĕ чỹк уйăхĕнче "Ачасене чун ăшши парнеле" акци ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ.
Çак тĕллевпе кăмăл тăвакансене пурне те тăлăх тата сывлăхĕ енчен майсем çителĕксĕр ачасем валли нускисем, алсишсем çыхма сĕннĕччĕ. Акцие алĕç тăвакансем чылайăн хутшăнчĕç. Вĕсем пурĕ 74 япала çыхса хатĕрленĕ, вĕсене пурне те музейре шута илнĕ. Уйрăмах 32 япала çыхса хатĕрленĕ "Чĕнтĕр ăсти" клуб членĕсене, Енĕш Нăрвашри, Элпуçĕнчи, Тушкилти ал ĕç ăстисене, "Шанчăк" клуб членĕсене В.К.Терентьевана, Е.Т.Федорована, Р.А.Гуринана акцие хастар хутшăннăшăн пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Иртнĕ эрнере алĕç ăстисем çыхса хатĕрленĕ ăшă изделисене Йĕпреçри шкул-интернатра пурăнакан тата вĕренекен сывлăх тĕлĕ-шĕнчен майсем çителĕксĕр ачасене парнеленĕ. Кунта 7-16 çулсенчи 106 ача вĕренет. Парнесене "Чĕнтĕр ăсти" клуб членĕсем Татьяна Петровна Семенова, Зинаида Алексеевна Петрова тата музей заведующийĕ Светлана Архиповна Сергеева панă.
Шкул-интернатра тарават кĕтсе илчĕç. Директор заместителĕ Светлана Николаевна пире классене, çывăрмалли пỹлĕмсене, хĕрачасем çĕлеме, арçын ачасем йывăç касса эрешлеме вĕренекен мастерскойсене кăтартса çỹрерĕ. Шкулта ăшă тата таса, лайăх сĕтел-пукан тата кăмăллă воспитательсем. Пур класа та Çĕнĕ çул умĕн теттесемпе илемлетнĕ, ку тĕлĕшпе кунта ятарласа конкурс ирттернĕ.
7-мĕш класра вĕренекенсемпе краеведени урокĕ ирттертĕмĕр. Ачасене Тăвай районĕ, унăн паллă çыннисемпе геройĕсем çинчен каласа патăмăр. Ачасем питĕ тимлĕ итлерĕç. Пĕрле сăн ỹкерттертĕмĕр.
Чей ĕçнĕ вăхăтра шкул-интернат директорĕ Николай Геннадьевич Майоров пире шкулпа унăн коллективĕ тата тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса ачасем нумай çĕнсе илнĕ грамотăсемпе Дипломсем çинчен каласа кăтартрĕ, пире тата "Ачасене чун ăшши парнеле" акцие хутшăннă пур алĕç ăстине те ăшшăн тав турĕ, "Тав çырăвĕ" пачĕ.
С.СЕРГЕЕВА, Тăвайри краеведени музейĕн директорĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"