23 декабря 2016 г.
Çĕнĕ çул уявне симĕс тумлă чăрăш илем кỹрет. Анчах та капăрлатнă вăрман пики куçа тыткăнланипе пĕрлех пысăк тăкак та кỹме пултарать. Чăрăша саккунсăр майпа каснăшăн административлă е уголовлă майпа явап тыттараççĕ.
Пĕр чăрăша е хыра каснăшăн е амантнăшăн граждансен 3-3,5 пин тенкĕ, ĕçлĕ çынсен - 20-30 пин, юридици сăпатлисен 50-100 пин тенкĕ таран тỹлеме тивет. Штрафсăр пуçне айăпланаканăн вăрмана сиен кỹнĕ тăкака та саплаштармалла пулать.
Административлă майпа явап тыттарнипе пĕрлех саккунсăр майпа вăрман пикине каснăшăн уголовлă ĕç те пуçарма пултараççĕ, енчен те вăл кỹнĕ тăкак 5 пин ытла тенкĕпе танлашать пулсан.
Çĕнĕ çул уявĕ валли чăрăш хатĕрлесе сутассипе Чăваш Республикин Çут çанталăк министерстви ирттернĕ аукциона хутшăнса ирĕк илнĕ çынсем çеç ĕçлеме пултараççĕ.
А.АФАНАСЬЕВ, юстицин кĕçĕн советникĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"