16 декабря 2016 г.
Саккунпа килĕшỹллĕн кăçалхи декабрĕн 31-мĕшĕнче, праçник умĕнхи ĕç кунĕ пулнă май, РФ Ĕç Кодексĕн 95 статйипе килĕшỹллĕн, эрнере ултă кун ĕçлекенсем пĕр сехет маларах ĕçлеме пăрахаççĕ. Эрнере пилĕк кун ĕçлекенсемшĕн декабрĕн 31-мĕшĕ, шăматкун пулнă май, ахаль те канмалли кун шутланать.
Çĕнĕ Çулхи каникулсем вăхăтĕнче икĕ праçник кăна - Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕ - патшалăх статусне кĕреççĕ. Анчах епле канассине уçăмлатăпăр. Декабрĕн 31-мĕшĕ, шăматкун, канмалли кун. Эрнере ултă кун ĕçлекенсен вара, асăнтăмăр ĕнтĕ, ĕç кунĕ уяв умĕн пулнăран пĕр сехет маларах вĕçленет. Январĕн 1-мĕшĕ - вырсарникун. Çĕнĕ çул вырсарникун килнĕрен, канмалли куна февралĕн 24-мĕшĕнчи эрнекуна куçараççĕ; январĕн 2-мĕшĕ - тунтикун, праçник кунĕ; январĕн 3-мĕшĕ - ытларикун, праçник кунĕ; январĕн 4-мĕшĕ - юнкун, праçник кунĕ; январĕн 5-мĕшĕ - кĕçнерникун, праçник кунĕ; январĕн 6-мĕшĕ - эрнекун, Раштав умĕнхи уяв кунĕ, сочельник; январĕн 7-мĕшĕ - шăматкун, Раштав, вăл шăматкуна килнĕрен канмалли кун майăн 8-мĕшĕнчи тунтикуна куçать; январĕн 8-мĕшĕ - вырсарникун, канмалли кун; январĕн 9-мĕшĕ - тунтикун, ĕç кунĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"