25 ноября 2016 г.
Республикăра 2017 çул Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пуласси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ноябрĕн 23-мĕшĕнче Указ кăларнă.
Сăмах май, ку пуçарупа республикăри коммерциллĕ мар организацисем - Хĕрарăмсен республика тата ашшĕсен республика канашĕсем тухнă иккен. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне ирттересси чи малтанах çитĕнекен ăрăва хăйсен ашшĕ-амăшне хисеплеме воспитани парса ỹстерессипе, ашшĕпе амăшĕн пурнăçри вырăнĕпе пĕлтерĕшне, статусне ỹстерессипе çыхăннă.