28 октября 2016 г.
Кашниех харпăр хăй килĕштернĕ профессие суйлать. Вăрманхĕрринчи Николай Михайлов (сăн ỹкерчĕкре) та ача чухнех шофер пулма ĕмĕтленнĕ. Канашри ДОСААФ шкулĕнче права илнĕ хыççăн каччăн салтака кайма ят тухнă. Кунта хăйне çар машинин рульне шанса панăшăн мăнаçланнă чăваш каччи. Салтак гимнастеркине хывсан темиçе кунтанах Николай "Сельхозтехника" предприятине ĕçе вырнаçнă. 40 çул иртрĕ унтанпа. Ĕç кĕнекинче вара ĕçе илни çинчен çырнă йĕрке çеç, организаци ячĕсем кăна ылмашăннă: СХТран "Техсервис", халĕ - "Акконд-агро фирма" общество.
Водитель ĕçĕ çăмăл мар. Çулталăк тăршшĕпех çул çинче. Аякри рейссене те çỹреме тивнĕ Николай Владимировича. Тепĕр чухне çĕрлене пăхмасăрах çула тухнă. "Мĕн чухлĕ груз турттарнине шутласа та кăларас çук", - терĕ вăл. Кăçалхи вырмара кăна ЗИЛ автомашинăпа 12 пин ытла центнер тырă турттарнă, унтан выльăх апачĕ хатĕрлеме хутшăннă. Халĕ кăна уйри ĕçсенчен кăштах пушанса отпуск илнине пĕлтерчĕ ăста водитель. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнни, техникăна тирпейлĕ тытни çинчен асăнчĕç ĕçтешĕсем ун пирки. Хăйне шанса панă машинăпа 29 çул ĕçлет. Шанчăклă алăра пулнăран унăн ĕмĕрĕ татах та тăсăлĕ-ха.
Пысăк çитĕнỹсемшĕн, тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Николай Михайлова "Ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăсемпе, район, республика шайĕнчи Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысланă. Хăй вăхăтĕнче сăнĕ районти Хисеп хăми çинче пулнă. Пĕрремĕш класлă водитель III тата II степеньлĕ "Аварисĕр ĕçленĕшĕн" значоксене тивĕçнĕ.
Икĕ ача пăхса ỹстернĕ мăшăрĕпе, Ольга Яковлевнапа. Хĕрĕ Наташа Мускавра Россельхозбанк системинче тăрăшать. Ывăлĕ Сергей - хресчен фермер хуçалăхĕн ертỹçи. Пушă вăхăтра, кану кунĕсенче ашшĕ май килнĕ таран ăна пулăшма васкать. Хуçалăх кăçал мĕн çитĕнтернине вăхăтра пухса кĕртнĕ. Çăмăл мар пулсан та, тĕпренчĕкĕ кун-çулне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарни савăнтарать ăна.
Р.ШУМОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"