02 сентября 2016 г.
Ку чухнехи тулли цикллă пысăк агропромышленноç предприятийĕ пулса тăрать "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă общество. Акса тăвакан çĕрсем кăна виçĕ пин гектар ытла унăн. Пысăк технологиллĕ сĕт комплексĕ лайăх продуктивлă выльăх-чĕрлĕхрен пуян.
Унта халĕ сăвакан ĕнесем кăна 730 пуç ытла, мĕнпур выльăх йышĕ 1560 пуçран иртет. Комплексра туса илнĕ сĕте предприяти цехĕнче ĕçлесе хатĕрлеççĕ, чылай тĕрлĕ продукци кăлараççĕ. Урăхла каласан, паха продукцин ассортименчĕ пысăк. "Акконд-агро фирма" ХАОн сĕт цехĕн продукцине районти магазинсенче çеç мар, хуласенчи, ытти çĕрти суту-илỹ точкисенче те туянма пулать.
Предприяти 2015 çулхи ĕç итогĕсемпе Чăваш Республикинчи ял хуçалăх организацийĕсем хушшинче пиллĕкмĕш вырăн йышăннă, вăл районта çеç мар, республикăра та ăнăçлă ĕçлекен чи пысăк предприятисен шутне кĕрет.
Асăннă предприяти ĕçченĕсем сентябрĕн 1-мĕшĕччен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем çапса илессине вĕçленĕ. Тăрăшнине кура лайăх тухăçпа савăнтарнă уй-хир, предприятин тĕп агрономĕ Анатолий Михайлов каланă тăрăх, кашни гектар бункер виçипе 28,4 центнер тухăç панă. Виçĕ комбайнпа - "Дон" йышшисемпе - çапса илнĕ тырра. Штурвал хуçисене те асăнса хăварар: Андриян Александров, Юрий Иванов, Нил Тимофеев ĕçленĕ комбайнсемпе. Иртнĕ кунсенче вĕсемех вăрлăхлăх люцернăна çапрĕç. Вăрлăх сахал мар тухнă. "Хамăрăн уйсене акмалăх та, сутмалăх та çапса илтĕмĕр",- терĕ Анатолий Николаевич. Çулсерен 300 гектартан кая мар кивĕ люцернăна пăсса вăл вырăна ытти культурăсем акнине асăнчĕ вăл. 230 гектар кукурузăна шăпах çавăн пек пусăра вырăн панă кăçал. Вăл хỹхĕм çитĕннĕ. Халĕ те Владимир Даниловпа Виталий Алексеев механизаторсем МТЗ-1221 тракторсемпе люцерна уйне пăсса кăпкалатнине пĕлтерчĕ. Кĕçнерникун тĕлне, çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса, 70 гектар кĕрхи ыраш, 50-шар гектар кĕрхи тулăпа тритикале акса хăварнă. Малалла акаççĕ.
И.ГЛАДКОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"