24 августа 2016 г.
Тăвай ялĕнчи Молодежнăй урамра уяв интереслĕ иртнĕ. Алевтина Алексеева çак урам йĕркеленнин историйĕпе паллаштарнă.
4 наци çынни - чăвашсем, вырăссем, молдавансемпе тутарсем - пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ, хăйсен йăли-йĕркине чыслăн упраççĕ. Хамăр районти 17 ялта çуралса ỹснисем тымар ярса несĕлсен йăхне малалла тăсаççĕ.
Пурте вырнаçмалăх сĕтелсем çине тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе илемлетни кунта пурăнакансем тавралăх сăн-сăпачĕшĕн, тирпейлĕхшĕн тăрăшнине палăртаççĕ. Чи малтанах сумлă та аслă çемьене - Николайпа Полина Матросовсене ăшшăн саламларĕç. Валентинпа Татьяна Алексеевсем - ку урамра тахçанах пурăнаканнисем. Чи кĕçĕн ачана Ярослав Чумышева та хавхалантармасăр хăвармарĕç. Нумайччен илемлĕ юрă-кĕвĕ илтĕнсе тăчĕ, тĕрлĕ чĕлхепе янăрарĕç вĕсем: чăвашла, вырăсла, тутарла. Иван Сергеев мусăкçă хавхалантарса пычĕ вĕсене. Ачасем акробатика номерĕсемпе уява пуянлатрĕç.
Кунти çынсем пуçаруллă. Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Урам уявĕ чăннипех те ăнăçрĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"