19 июля 2016 г.
"Пирĕн республикăн вунă вĕрентекенĕ Раççей Президенчĕн премийĕн лауреачĕ пулса тăнă", - пĕлтернĕ июлĕн 18-мĕшĕнче Правительство членĕсемпе ирттернĕ ларура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
РФ Президенчĕн "Лайăх вĕрентекенсене укçан хавхалантарни" Указпа килĕшỹллĕн вĕрентỹ ĕçĕнче пуçаруллă пулнăшăн Шупашкарти пиллĕкмĕш номерлĕ гимназире обществознанипе историе вĕрентекен Л.Жукова, Çĕнĕ Шупашкарти ултăмĕш номерлĕ гимназире чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Краснова, Сĕнтĕрвăрри хулинчи пĕрремĕш номерлĕ гимназире географи предмечĕпе пĕлỹ паракан Н.Мазилкина, Шупашкарти виççĕмĕш номерлĕ лицейра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Мельникова тата Е.Сенькова математик, Тăвайри вăтам шкулта биологи предметне вĕрентекен А.Михайлова, Шупашкарти 44-мĕш лицейра математикăпа пĕлỹ паракан Е.Михайлова, Шупашкарти иккĕмĕш номерлĕ лицейра химипе вĕрентекен Н.Мокеева, Красноармейски ялĕнчи вăтам шкулта пуçламăш классене пĕлỹ паракан Г.Никифорова, Шупашкарти тăваттăмĕш номерлĕ гимназире акăлчан чĕлхипе вĕрентекен А.Филиппова 200-шер пин тенкĕ укçан премие тивĕçнĕ.
"Чăваш Енĕн чи лайăх педагогĕсем вĕсем. Конкурс комиссийĕ вĕрентекенсен ĕçне комплекслă тата объективлă тĕрĕсленĕ. Вĕсен вĕренекенĕсем пĕлỹ илнĕ чухне пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ, республикăри тата Раççейри олимпиадăсенче ырă тĕслĕх кăтартаççĕ", - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Асăннă вĕрентекенсен пысăк опытне сармалла. Раççей Президенчĕн премине 2006 çултанпа параççĕ. Çак тапхăрта конкурса 2248 вĕрентекен хутшăннă, 519-шĕ лауреат пулса тăнă. Кăçал 14 муниципалитетра 38 ĕç конкурса тăратнă.
2016 çулхи пуш уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен çĕнтерỹçисем хатĕрленĕ педагогсене 250 пин тенкĕ преми, призер ачасемшĕн вара - 150 пин тенкĕ пама йышăннă.
Пирĕн районти Альбина Петровна Михайлова 1957 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Шупашкар хулинче çуралнă. И.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. 2006 çулта Раççей Федерацийĕн вĕрентỹпе наукăн Хисеп грамотине тивĕçлĕ пулнă, 2004 çулта харсăр хĕрарăма ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин Хисеп хучĕпе чысланă, 2000 çулта - "РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" знакпа, "ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ" ята илнĕ Альбина Петровна. Унăн ĕç стажĕ - 37 çул, вĕрентỹре - 32. Тăвайри вăтам шкулта 31 çул вăй хурать вăл.
Экологи тата технологи предмечĕсемпе район шайĕнчи олимпиадăра çĕнтернĕ Екатерина Гурьевапа (Тăвай шкулĕ) Мария Баданова (Мучар) республикăра та тарăн пĕлĕвне кăтартнă, иккĕшĕ те призерсен йышне кĕнĕ.
Ăста педагогăн вĕренекенĕсем çулленех район чысне республикăра ăнăçлă хỹтĕлеççĕ. Пухнă балсене шута илсе Е.Гурьевана Пĕтĕм Раççейри олимпиадăна (экологипе) хутшăнма суйласа илнĕ. Виçĕмçул Елена Неофитова Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра çĕнтернĕччĕ.
А.ИВАНОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"